МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпионатра палăрнă

23 апреля 2014 г.

Хамăр ентеше, СССР космонавт летчикне А.Николаева асăнса Шупашкарта пиçиххи çыхса кĕрешекенсен Раççей чемпионачĕ тата ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Мускав, Пенза, Бугульма хулисенчи, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи, Пушкăртри, Чăваш Республикинчи спортсменсем тупăшрĕç.

Пирĕн районти А.Тябуков, И.Чернов, Э.Адюков (Аслă Елчĕк), А.Теренин, А.Салмин, А.Арефьев (Лаш Таяпа), Н.Абрамов, Д.Викентьев (Çĕнĕ Пăва), Н.Фадеев (Яманчỹрел) хăйсен виçисенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.


 

Кире пуканĕ йăтакансем Раççейĕн Европа пайĕнчи чемпионатра Петрозаводскра ăмăртрĕç. Унта 73 кг çитичченхи виçере С.Соловьев - виççĕмĕш, 78 кг çитичченхи виçере А.Павлов тăваттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ спорт мастерĕсем.

Европа чемпионачĕн финалĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Кировра иртет.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика