МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алран кайми аки-сухи…

18 июня 2014 г.

Алран кайми аки-сухи…

Акатуй кунĕ умĕнхи çĕрле çу уйăхĕ пуçланнăранпах эпир пурте кĕтнĕ çумăр çуни çут çанталăк та ял çыннине унăн пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунăнах туйăнчĕ...

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче - Раççей кунĕ, районта кăçалхипе 57-мĕш хут иртекен ĕçпе юрă тата спорт уявне Раççей пĕлтерĕшлĕ мероприятие - Культура çулталăкне тата, паллах, ĕç паттăрĕсене халалланă - вĕсене ятран палăртса чыс тăвасси уявра тĕп вырăнта пулчĕ. Мĕншĕн тесен Акатуй авалхи чăваш йăли-йĕркинчи чăн-чăн ĕçчен уявĕ, хресчен уявĕ-çке.

...Ярмăркка урамĕпе ял тăрăхĕсен делегацийĕсем - малта пыракансемпе культура ĕçченĕсем шăпăр кĕввипе сцена умне çывхараççĕ. Уява пуçтарăннă ял-йыш вĕсене кунта хапăл туса кĕтсе илет. Елчĕксене Акатуй ячĕпе саламлама Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш Республикинчи вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова тата ытти официаллă çынсем килсе çитнĕ. Хăнасем пирĕн районти пулăхлă çĕрсем çинче çитĕннĕ тухăçлă тыр-пулран пĕçернĕ техĕмлĕ çавра çăкăра астивнĕ хыççăн район пуçлăхĕ Р.Молодова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе сцена çине хăпараççĕ. Районта пурăнакансен, сума суса Акатуй уявне килнисен умĕнче район пуçлăхĕ - Р.Молодова чи малтан тухса калаçрĕ. Ăшă кăмăлтан пурне те ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ вăл. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн çак вăхăтченхи кăтартăвĕсем, çĕнĕ технологисене алла илессинчи ĕç-хĕл пирки чарăнса тăчĕ. Паллах, çĕр ĕçченне уяв ячĕпе саламласа çĕре çити пуç тайрĕ. Районти пĕрлештернĕ хор "Алран кайми аки-сухи" юрра шăрантарнă хыççăн уяв пуçланни паллă пулчĕ.

Малта пыракансене - чыс, хисеп!

Çур акире пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пысăк пахалăхпа акса хăварнă тата чи пысăк ĕç калăпăшĕ пурнăçланă, 2014 çулхи ака чемпионĕ, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Леонид Сусметов механизатор, Курнавăшри информаципе культура центрĕн директорĕ, районти чи лайăх культура ĕçченĕ Петр Смирнов тата чи лайăх спортсмен Павел Портнов Акатуй уявне савăнăçлă лару-тăрура уçма тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсем Елчĕк районĕн Гимнĕн кĕввипе Акатуй ялавне хăпартрĕç.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин районти çĕр ĕçченĕсене çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçленĕ ятпа саламланă май тивĕçлисене правительство тата ведомство наградисене парса чыс турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне, "Елчĕк ен" хаçатăн журналисчĕ - ял хуçалăх пайĕн редакторĕ, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ Светлана Архипова профессири пысăк ăсталăхшăн тата пичет ĕçĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулчĕç. Пирĕн ĕçтеш Раççей шайĕнчи сума тивĕçлĕ пулни "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕшĕн те пысăк чыс.

"Прогресс" акционерсен хупă обществинчи Валерий Выйгетов водитель, Любовь Хушкина повар, Антонина Карсакова сысна пăхакан оператор, "Эмметево" ОООри Александр Иванов механизатор, "Комбайн" ЯХПКри Владислав Изратов, Леонид Сусметов механизаторсем, "АСК-Яльчики" ОООри Виталий Краснов производство ертỹçи, Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçин çумĕ Лидия Бикулова, "Рассвет" ЯХПК-ри сысна фермин заведующийĕ Елена Сергеева хăйсен ырми-канми пархатарлă ĕçĕшĕн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, Лаш Таяпари информаципе культура центрĕн директорĕ Зарема Князева, Курнавăшри информаципе культура центрĕн библиотекарĕ Зоя Шумилкина, Елчĕкри тĕп библиотекăри пай заведующийĕ Ирина Адюкова Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисене, Елчĕкри халăх театрĕн режиссерĕ Вера Панкратова, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учителĕ Владимир Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ятран палăртса çырнă Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Акатуй уявĕнче савăнăçлă чыслав саманчĕ тата нумай пулчĕ. Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Татьяна Печкова ĕне сăвакан оператора, "Колос" ЯХПКри Эльвира Ананьева ĕне сăвакан оператора, "Прогресс" АХОри Алексей Колсанов водителе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, Тăрăмри Сергей Сергеева, Кушкăри Ирина Чайкинăна, Çĕнĕ Пăвари Ирина Алексеевăна, Элпуçĕнчи Василий Семенова, Аслă Таяпари Владимир Маркова, Яманчỹрелĕнчи Иван Акимова хăйсен хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, Чăваш Тăрăмĕнчи Валерий Смирнова çемье фермине йĕркелеме патшалăхран укçа-тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен сертификатсене пачĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов, Елчĕк районĕнчи çĕр ĕçченĕсене маларах тухса калаçнă официаллă çынсем вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн чĕререн каланă тав сăмахĕсем çумне хутшăнса, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учительне Зоя Павловăна тата Николай Волкова (Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учителĕ) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене, "Рассвет" ЯХПКри Михаил Петров механизаторпа "Труд" ЯХПКри Эльза Германова агронома "Единая Россия" партин регионри уйрăмĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Пархатарлă ĕçре палăрнă ытти çынсем те тав сăмахĕсене тивĕçрĕç.

Акатуй умĕн Елчĕк район администрацийĕ агропромышленность комплексĕнчи предприятисемпе организацисен 2013 çулхи экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнине, халăх хуçалăхĕнче тăрăшакансем хушшинче "Професси енĕпе чи лайăх ĕçчен" ят пама йышăннисен списокне хаçатăн уяв умĕнхи номерĕнче пичетленĕччĕ. Акатуй уявĕнче ака çĕнтерỹçисене тепĕр хутчен аса илетпĕрех. Вĕсенчен чи малти - "Прогресс" акционерсен хупă обществи. Кунта çĕнĕ технологисемпе анлăн усă кураççĕ, черетлĕ çур акире те ỹсен-тăран культурисене 5048 гектар çинче акса хăварнă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлассинче "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ иккĕмĕш, "АСК-Яльчики" ООО виççĕмĕш вырăнта пулнине палăртнă. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕр пулăхне ỹстерес, унпа тухăçлă усă курас тата ăна сыхлас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ. Курнавăшри Александр Мясников хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинчи ăмăртура мала тухнă.

Кĕреки тулли, пуян

Ырсамай çырми хĕрринче ỹссе ларнă ял тăрăхĕсен Хăна çурчĕсем çулран-çул капăрланса, хитреленсе пыраççĕ. Çуртри пỹлĕмсене анатри чăвашсен ĕлĕкхи йăли-йĕркисене асра тытса хăтлăх кỹме тăрăшни тỹрех куçа курăнать.

Кашни килте хăнасене тараватлăн, ăш пиллĕн кĕтсе илеççĕ, авалхи чăвашсен йăлипе вĕретсе хатĕрленĕ кăпăклă сăрапа тата ытти ĕçме-çимепе сăйлаççĕ. Кашни килте илемлĕ, куçа йăмăхтаракан çипсемпе çĕленĕ, тĕрленĕ япаласем: чỹрече, алăк карри, минтер пичĕ, пысăк кавир... Хăйне евĕрлĕ хăтлăх, ăшăлăх хуçаланать.

...Ирхине сакăр сехет çитичченех тĕрлĕ таварпа сутă тăвакан лавккасенчен те темĕн те пĕр туянма пулчĕ. Таврана тĕтĕмленĕ какай - шашлăк шăрши сарăлнă, сăмсана кăтăклать. Ăна темиçе çĕрте сутрĕç пулин те кашни çĕрте черет тăрса туянчĕç, пурте шашлăк çиме юратаççĕ пулас. Çумăр çуса иртнĕ хыççăн çак кун çанталăк расна сулхăн пулнипех-и, вĕри чей ĕçсе сăйланас текенсем те йышлăн. Сăмаварсем чашкăрса анчах ларчĕç.

Уяв кунĕ çанталăк ăмăр тăчĕ пулин те ача-пăчашăн савăнмалли нумай пулчĕ: карусельсемпе аттракционсем ĕçлерĕç, тĕрлĕ теттесемпе тутлă апат-çимĕç сутакан лавккасем нумай пулчĕç.

Культурăна упратпăр, юрататпăр

Акатуй программи анлă та пуян пулни - уяв сценине капăрлатнă баннерсем, халăх промыслисен маçтăрĕсем тата кашни ял тăрăхĕ вырăнсенчи шкулсем пулăшнипе йĕркеленĕ алă ăстисен куравĕсем, Хăна çурчĕсенчи экспонатсемпе экспозицисем пирĕн районта Культура çулталăкне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерессипе пысăк ĕç пурнăçланине çирĕплетсе параççĕ.

Уяв пуçламăшĕнчи "Тăван культура - ĕмĕртен ĕмĕре" театрализациленĕ представлени, анатри чăвашсем вăййа тухнине кăтартни - пурте ĕненмелле пулса тухнă. Хамăрăн ентешсем - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Балтаев, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Воронова уявра кăтартнă экспозицисемпе, Кỹкеçри "Паха тĕрĕ" фирмăн "ылтăн" алăллă ĕçченĕсем çĕленĕ, тĕрлесе эрешленĕ чăвашсен хитре, илĕртỹллĕ çи-пуçĕпе те уява пыракансем паллашрĕç анчах мар, вĕсене туянакансем те йышлăн пулчĕç. Чăваш Республикин халăх художество промыслисен маçтăрĕ Анастасия Андреева ачасемпе мастер-класс ирттерчĕ.

Уяв кунĕнче Елчĕксем Чăваш кĕнеке издательствинче пичетлесе кăларнă çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç, хитре ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ ача-пăча литературине уйрăмах нумаййăн туяннине пĕлтерчĕç сутуçăсем. Сăмах май, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ те хамăр ентеш - Чăваш Республикинчи Журналистсен Союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров. Вăл çине тăнипе районта пурăнакансем кашни çулхи уявра çĕнĕ кĕнекесемпе паллашаççĕ.

Пултарулăх иксĕлмест

...Юрла, чăваш! Юрла саркаланса!

Уяв юрри чун-чĕрене хускаттăр.

Ака-суха пĕтсен, кăшт пушансан

Кашни чăваш Акатуя васкатăр...

Елчĕк халăхĕн чи пысăк уявне - Акатуя кĕтсе-ши шăрăх çанталăк таçта кайса çухалчĕ - тăруках сулхăнлатрĕ, кăштах кăна çумăр пĕрĕхме пуçларĕ. Ара, çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ халăх кăштах аллисене лăштăр ярса кантăр терĕ-ши? Çавăнпах-и халăх концерт сцени умĕнчен татăлмарĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх Акатуй концертне Патреккелсем уçрĕç. Халăх хорĕ хăнасемпе ентешсене "Савнă ялăм, Патреккел" юррипе тыткăнларĕ. Патреккел халăх хорне хамăр тăрăхра кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа та РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов ертсе пыракан тăхăр теçетке çул урлă каçнă коллектив çулсерен çĕнĕ талантсемпе савăнтарать, çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем шăрантарать. "Акăш вĕçет" халăх юррине те куракансем ăшшăн йышăнчĕç.

Халăх ятне тивĕçнĕ Вырăскассинчи "Шанăç" фольклор ушкăнĕ "Çемçен пусма мĕн лайăх", "Каятпăр киле, ăсатăр пире" юррисемпе савăнтарчĕ. Тем тесен те куракан чăваш халăх юррисене кăмăллать, хăйне евĕр асамлăхĕпе тыткăнлаççĕ вĕсем.

Районти мĕн пур культура çурчĕ çумĕнче фольклор ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Вĕсем хамăр халăхăн тĕп пуянлăхне - унăн культурипе йăли-йĕркине, юрри-ташшине манăçа кăларас мар, вĕсене çамрăксене вĕрентсе пырас тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Çавăнпах уяв концертне халăхра анлă сарăлнă юрăсене кĕртнĕ. Елчĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Аслă Таяпари, Тỹскелĕнчи, Хăвăлçырмари, Лаш Таяпари, Аслă Пăла Тимешри, Çĕнĕ Пăвари, Елчĕкри, Яманчỹрелĕнчи, Курнавăшри, Тăрăмри фольклор ушкăнĕсем шăрантаракан халăх юррисем уйрăмах чĕрене çывăх. Туслăх, юрату, тăванлăх, чăвашлăх туйăмĕсем тапса тăраççĕ вĕсенче.

...Янра, çутă кĕвĕ, янра, кĕмĕл саслăн,

Юрла, тăван халăх, юрла чĕререн!

Уявăмăр чаплă, уявăмăр аслă -

Хаваслăх - пирĕн чĕресенче...

Акатуя Культура çулталăкне тата Раççей кунне халалланăран вырăс, тутар, ытти халăх юррисене итлесе киленме пулчĕ. Елчĕкри "Варкăш", Лаш Таяпари "Сударушки", Çирĕклĕ Шăхалĕнчи "Русская песня", Тỹскелĕнчи "Шуçăм" ансамбльсем вырăс, Сăрьелĕнчи "Дуслык" тутар юррисене те илемлĕн янăратрĕç.

Дуэтпа, пĕччен юрлакансем те сахал мар пирĕн тăрăхра. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Красновсем районта иртекен фестивальсемпе концертсенче илемлĕ сассисемпе куракана тыткăна илеççĕ. Хальхинче савнă мăшăр "Мĕнле калас" юрăпа тухрĕ сцена çине. Тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç Хăвăлçырмари Алексей Сурков "Ромашка", республикăри "Кĕмĕл сасă" конкурс лауреачĕ, Лаш Таяпари Зарема Князева хăй тĕллĕн вĕреннĕ Н.Ефимов композиторăн "Тăван ял" юррисене.

Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе куракана хăйсем патне илĕртеççĕ. Ушкăн темиçе сасăпа юрласа Шупашкарти хăш-пĕр артистсенчен те ирттерет. Ыт ахальтен мар пирĕн ачасемпе мăнуксем юрлас-ташлас енĕпе республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ. Елчĕкрен тухнă эстрада çăлтăрĕсене пĕрремĕш утăмсем тума пулăшакансем хăйсем пултаруллă пулнинчен килетех. С.Карамаликова хореографăн ачисем Шупашкарти конкурссенчен пĕрре те пушă алăпа таврăнмаççĕ. Районти 57-мĕш Акатуйра та "Вдохновение" ташă ушкăнĕсем пултарулăхĕпе тыткăнларĕç.

Уяв концерчĕ пуян та анлă пулчĕ. Çамрăк юрăçсен пултарулăхĕ пысăккине курсан чун хĕпĕртет. Ксения Агеева, Ирина Егорова тата ыттисем те уяв программине пуянлатрĕç. Нумаях пулмасть Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ "Мандаринки" ушкăн пултарулăхĕ те кунран-кун ỹссе пыни кăмăла çĕклет.

Елчĕксемпе хăнасене уйрăмах Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем ăшă кăмăл парнелерĕç. "Çеçпĕл" ушкăн хăйĕн савăк юррисене шăрантарма пуçласанах сцена умĕнчи пушă саксем пĕр самантра тулса ларчĕç. "Мĕнле чĕнме пĕлнĕ вĕсене, уява пит илем кỹреççĕ", - тенине темиçе çынран та илтме тỹр килчĕ. Чăннипех те пуян программăпа килнĕ хăнасем. Артистсем 80-мĕш çулсенчи юрăсене шăрантарма пуçласан халăх та вĕсемпе пĕрле анлă сарăлнă юрăсене юрларĕ.

Çавăн пекех уяв концертне Шупашкартан килнĕ юрăçсем - Георгий Смирнов, Владимир Мешков, Тамара Ишмуратова, Полина Борисова, Патăрьел хăни Марина Михайлова хутшăнчĕç.

Халăх Ырсамай улăхĕнчен саланичченех Елчĕкри "Варкăш" ансамбль юррисем инçете саланчĕç. Концерта Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Вера Панкратова ертсе пычĕ.

...Сăн-питре хĕвел шевли вылятăр,

Чунсенче телей юрри янратăр,

Ырлăх-сывлăх пирĕн иксĕлми,

Кун-çулсемĕр савăк, ытарми...

Халăх вăййисенче - халăх йышлă

Районти Акатуйра халăх вăййисем çулсерен вăй илсе пыраççĕ. Чи малтанах уява килнисем силленсе тăракан пĕрене тăрăх утса кантрапа çыхнă чăхха туртса илмелли вăййа хутшăнчĕç. Туртса илсен шап-шурă чăх хăйне пулать - илеймесен сулхăн çанталăка пăхмасăр шыва чăматăн. Чăн та, хальхинче шыва чăмакансем самаях пулчĕç. Шалккă пулчĕ хĕр пĕрчисене, шăнса пăсăласси те аякра мар. Уяв пуçланнă кăна вĕт-ха. Çапах çамрăксем аптăрамаççĕ, шывран тухрĕç те чупсах кайрĕç малалла.

Кăçал 20 чăх выляса илчĕç маттурсем. Пурне те ятран аса илсе пĕтереймĕн, çапах та чи çивĕччисене палăртасах килет. Уйрăмах Ĕнел çамрăкĕсем ку вăййа кăмăллани сисĕнчĕ. П.Галкин, П.Петров, В.Иванов, Елчĕкри В.Пузырев, Кавалти П.Андреева çемйисенче уяв асра юлмалла иртни куç кĕрет - вĕсем кăшт шăннипе килте чăх яшки çисе ăшăнчĕç пулинех.

150 килограмм таякан трактор урапине кустаракан çамрăксем яланхиллех нумаййăн пулчĕç. Кăçал çак вăйă штанга йăтакансен, алă вăйĕ виçекенсен ăмăртăвĕ вĕçленнĕ хыççăн кăна пуçланнăран килчĕ çакă. Çавăнпа та куракансем хаваслансах, кăсăкланса паллашрĕç çак вăйăпа. Исемпелĕнчи Сергей Чермаков чылай çул пăхаттир пулнипе палăрать. Кăçал та вăл 1 минутра урапана 15 хутчен кустарса пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Ĕнелĕнчи Алексей Журавлев. Виççĕмĕш вырăнта - Алексей Кожевников.

Хапха урлă 16 килограмлă кире пуканне ывăтнине пăхса тăракансем районта вăйлă çынсем пуррине лайăх ĕненчĕç. 3 метр çỹллĕшне ывăтма пуçларĕç спортсменсем. Ăмăрту 4 метр та 30 сантиметр çỹллĕше ывăтнипе вĕçленчĕ. Кире пуканне ăста вылянтараканни Çĕнĕ Пăвари Алексей Балашников пулчĕ. Пĕлтĕр те çак ăмăртура ăна çитекенни пулманччĕ. Курнавăшри Артем Сусликовпа Вăрăмхăвари Александр Максимов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Куçа хупса чечек савăтне çапса çĕмĕрес, ăна çĕмĕрсен чỹлмекре пухăннă укçана илес текенсем хушшинче çамрăк ачасем ытларах. Çĕнĕ Пăвари Евгений Абрамов, Аслă Шăхальти Алексей Грибов тĕл персе чỹлмеке ватрĕç, укçа-тенкĕллĕ пулчĕç.

Паттăрсем, çивĕччисем пысăк хисепре

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕн ăмăртăвĕсем пĕр кун маларах - çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче кăнтăрла пуçланчĕç. Елчĕкри тĕп стадионта волейболисткăсемпе футболистсем, чăваш кĕрешỹ мелĕпе вăй виçекенсем тупăшрĕç.

Уявăн спорт программине уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Акатуйăн оргкомитет председателĕ Л.Левый районта физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттернине, Елчĕкре, ял тăрăхĕсенче юлашки вăхăтра спорт сооруженийĕсем нумай тунине, район спортсменĕсем республикăри, Атăлçи федераци округĕнчи, çĕр-шыври ăмăртусенче паха кăтартусемпе савăнтарнине палăртрĕ, спорт тусĕсене Акатуя курма килекенсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарма ырă сунчĕ.

Волейбол площадкине тухнă хĕрарăмсен командисенчен Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи хĕрсем, кăçал та, ытти çулсенчи пекех, чи маттуррисем пулнине кăтартса пачĕç. Виçĕ ял тăрăхĕ хушшинчи ăмăртура вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Лаш Таяпа, Елчĕк ял тăрăхĕсен командисем.

Темиçе çул каялла çеç Акатуйăн пĕчĕк футбол турнирĕ 7-8 е ытларах команда хутшăннипе, тĕп стадионра вĕсене хавхалантарса тăракансен йышĕ пысăккипе илемлĕччĕ. Ĕç кунĕ пулнăран-и çакă хальхинче туйăнмарĕ. Çапах та вăл командăсен çивĕч кĕрешĕвĕнче палăрмарĕ. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн команди, чи нумай очко пухса, Акатуй чемпионĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн, Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн командисем йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Акатуй парнисем парса чыс турĕç.

Спортăн ытти тĕсĕсемпе ăмăртусем тĕп уяв кунĕ иртрĕç. Тĕп сцена çинче экономикăпа социаллă пурнăçра палăрнисене чысланă хыççăн çăмăл атлетика эстафетин тупăшăвĕсем юнашарта вырнаçнă ипподромра иртрĕç. Пĕрремĕш ушкăнра 9 класс таран вĕренекенсем тупăшрĕç. Эстафета хальхинче унчченхинчен урăхларах йĕркепе иртрĕ, ăна швед эстафети теççĕ. Чи вăйлă чупакан арçын ача пĕр çаврăма - 800 метра, иккĕмĕш - хĕр ача 400 метра, унтан каллех арçын ача 300 метра, юлашки спортсменка 100 метра чупаççĕ. Пĕрремĕш çаврăмра чупакан арçын ача мĕнле чупнинчен команда мĕнле вырăн йышăнасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Елчĕк шкулĕнчи Д.Кондратьев 800 метрлă чупура ыттисене чылай кая хăварчĕ те, малалла чупакансен унăн çитĕнĕвне çирĕплетмелли çеç юлчĕ. Елчĕк шкулĕ - пĕрремĕш, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Хăвăлçырмапа Кĕçĕн Таяпа шкулĕсен командисем йышăнчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен ушкăнĕнче Çирĕклĕ Шăхаль команди финиша ыттисенчен чылай маларах çитрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш Курнавăшпа Лаш Таяпа шкулĕсен команди.

Ял тăрăхĕсен командисен тупăшăвне Кĕçĕн Таяпа тата Елчĕк ял тăрăхĕн командисем çеç хутшăнчĕç. Ытти ял тăрăхĕсен командисем ăçта? Ял тăрăхĕсем 4 çынран тăракан командăсем те тăратайми пултăмăр-и? Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи А.Скворцов студент, кăçал вăтам шкул пĕтернĕ Т.Семенова, çара кайма хатĕрленекен А.Семенов, Шупашкарти Олимп резервĕсене хатĕрлекен шкула çỹрекен, ЧР чемпионĕ М.Тарасова Елчĕк ял тăрăхĕн командине чылай кая хăварчĕç, Акатуй чемпионĕсем пулса тăчĕç.

Акатуя килнĕ халăх лашасемпе сĕрен янине, пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксемпе чупнине, тиевлĕ лавпа ĕç лашисем ăмăртнине курма яланах йышлă пуçтарăннинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Ĕçпе юрă тата спорт уявĕн илемне кĕртекенсем шăпах вĕсем ĕнтĕ. Раççей кунĕнче чылай районта Акатуй уявĕсем иртнĕрен кỹршĕсен чаплă урхамахĕсене курма тивмерĕ, çапах та вăл ăмăртăва хутшăннă лашасен тупăшăвĕн сумне пĕртте чакармарĕ.

Пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксем ăмăртура икшерĕн чупрĕç. Чи лайăх вăхăт кăтартнисем финалта кĕрешрĕç. Кунта "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн рысакĕ финиша чи малтан çитрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Çĕнĕ Эйпеçри Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕн урхамахĕсем йышăнчĕç.

Юлан утçăсен чупăвĕ те илĕртỹллĕ иртрĕ. Бикулов фермер (хресчен) хуçалăхĕшĕн чупнă "Вульс" урхамах малтанхи суйласа илмелли чупура та, финалта чи лайăх кăтартупа, илемлĕ чупупа савăнтарчĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Шел, çакнашкал хитре лашасем 10-15 çул каялла районти чылай хуçалăхра пурччĕ, халĕ вĕсене аса илмелли çеç юлчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çак ушкăнра В.Смирновăн (Курнавăш) "Хип-Хоп", "Прогресс" акционерсен хупă обществин "Гавана" лашасем йышăнчĕç.

Тулли михĕсемпе чупакан лашасемпе вĕсен лавçисем Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн тĕп парнишĕн - тихашăн кĕрешрĕç. Ипподромра Орлов йăхĕнчи "Карина" ("Яманчурино" ООО) лаша тĕп парнене çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене "Энтепе" хуçалăхри "Ласточка", В.Айметовăн "Русалка" лашисем йышăнчĕç.

Кăнтăрла тĕлне Акатуй сцени çывăхĕнче вырнаçнă спорт площадкисенче тĕрлĕ ăмăртусем хĕрсех пычĕç. Штанга спортне юратакансем виçĕ ушкăнра ăна кăкăр çинчен тĕртрĕç. 60 килограмран çăмăлтарах, 18 çула çитичченхи çамрăксен ушкăнĕнче Н.Конюков (Çĕнĕ Пăва) çĕнтерчĕ. А.Перцевпа (Питтĕпел) А.Смирнов (Курнавăш) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çак ỹсĕмри, 60 кг йывăртарах виçере А.Марков (Энтепе) кăкăр çинчен 128 кг штангăна тĕртрĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. В.Зайцев (Çĕнĕ Пăва), С.Николаев (Патреккел) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Хĕр ачасен ушкăнĕнче Кавал ялĕнчен килнĕ К.Изратова тата П.Андреева палăрчĕç.

Арçынсен ушкăнĕнчен Курнавăшра çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан спорт мастерĕ А.Сусликов, П.Ягудин (Аслă Пăла Тимеш), Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекенскер, Елчĕкри А.Дмитриев пьедестал картлашки çине тăма тивĕç пулчĕç. Ветерансен ушкăнĕнче Кивĕ Эйпеçри спорт мастерĕ Ю.Балтаев çĕнтерчĕ.

Тимĕр вăййине кире пуканĕ йăтакансем малалла тăсрĕç. Хĕрсен ушкăнĕнче 16 кг кире пуканне сулласа йăтса районти спорт тусĕсем аван пĕлекен В.Николаева (Ĕнел), Е.Еремеева (Питтĕпел), М.Зайцева (Çĕнĕ Пăва) малти виçĕ вырăна йышăнчĕç.

Арçынсем вара тата кăткăсрах упражненире вăй виçрĕç: 24 кг икĕ кире пуканне кăкăр çинчен тĕртрĕç. 70 кг виçере Д.Курчин (Курнавăш) Акатуй чемпионĕ пулса тăчĕ. Н.Николаев (Ĕнел), В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

70 кг йывăртарах виçере Д.Енедеров (Тăрăм) районти чи вăйлă штангист пулнине тепĕр хут кăтартса пачĕ. А.Кожевниковпа (Ĕнел) А.Кузнецов (Патреккел) пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкисене хăпарма тивĕç пулчĕç.

Ветерансем çулĕсене кура 16 кг кире пуканне сулласа йăтрĕç. Хамăр ентеш, Чăваш Республикинчи кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Ю.Карпов, Ĕнелĕнчи А.Анисимов, Çĕнĕ Эйпеçри Г.Туманов хăйсен ỹсĕмĕсенче çĕнтерчĕç.

Кире пуканĕ йăтассипе эстафета ăмăртăвĕнче виçĕ арçынран тăракан команда 2 минутра 24-шар кг 2 кире пуканне кăкăр çинчен тĕртессипе тупăшрĕç. Чи лайăх кăтарту - Тăрăм ялĕнчи арçынсен. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕк тата Кĕçĕн Таяпа ялĕсенчи спортсменсем.

Штангистсем вăй виçме помост çине тухиччен алă вăйĕ виçессипе ăмăрту та куракансене хăй патне пуçтарчĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Е.Портнова (Аслă Пăла Тимеш), Е.Еремеева (Кивĕ Эйпеç), О.Емельянова (Çĕнĕ Пăва) чи вăйлисем пулнине халăх умĕнче кăтартса пачĕç.

70 кг çитичченхи виçере А.Дубинов (Кĕçĕн Таяпа), Д.Портнов (Аслă Пăла Тимеш), Р.Пчелин çĕнтерчĕç. 70 кг йывăртарах виçере Тĕмерте пурăнакан, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ С.Солин нумай çул Акатуй чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕскер, хальхинче те чи вăйли пулчĕ. А.Колсанов (Элекçей Тимеш), П.Яшин (Кỹлпуç) çĕнтерỹçĕпе юнашар тăчĕç.

Çак вăхăтрах волейбол площадкинче арçынсем Акатуй чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн Кỹлпуç, Тĕмер командисем - пĕрремĕшпе виççĕмĕш, Кĕçĕн Таяпа çамрăкĕсем иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Елчĕксем кĕрешме юратнине республикăра пĕлеççĕ. Акатуй программине ку енĕпе ачасен, çамрăксен, çитĕннисен тупăшăвне кĕртнĕ. Ачасемпе çамрăксем хушшинче 40 кг виçере А.Александров (Елчĕк), П.Галкин (Кармал), А.Тябуков (Аслă Елчĕк), 50 кг виçере Д.Александров (Елчĕк), Н.Лапшин (Кармал), Данил Петров (Патреккел), 60 кг виçере Е.Теньков (Аслă Елчĕк), А.Блинов (Кушкă), Д.Ефимов (Тăрăм), 60 кг йывăртарах виçере И.Чернов (Аслă Елчĕк), А.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Егоров (Тăрăм) пĕрремĕш - виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çитĕннисен ушкăнĕнче А.Лапшин (Кармал), Э.Дергунов (Кушкă) финалта вăй виçрĕç. Районти Акатуйра нумай хутчен çĕнтернĕ А.Лапшин хальхинче те паттăр.

Тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешесси Акатуй уявне вĕçлет. Ăна нумай çул каялла çирĕплетнĕ йăлапа икĕ ушкăнра йĕркелеççĕ. 75 кг çитичченхи виçере И.Чернов маларах ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнтерчĕ. Тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешсе те вăл çак виçере чи вăйли пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене М.Мухаметгалиев (Тутарстан, Тутар Шуршу) тата Э.Дергунов (Кушкă) йышăнчĕç. 75 кг йывăртарах виçере В.Петрушкин, А.Адюков, Д.Саганов (пурте Аслă Елчĕк) палăрчĕç. Икĕ виçери икĕ çĕнтерỹçĕ И.Чернов тата В.Петрушкин Акатуй чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешмеллеччĕ. Анчах кăçал вăтам шкул пĕтерекен И.Чернова, икĕ ăмăртура çĕнтернĕскере, абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илессишĕн В.Петрушкинпа тан вăй виçме йывăртарах-ха. Унăн çĕнтерĕвĕсем малашне пуласси пирки иккĕленекен çук.

Акатуй уявне йĕркелесе ирттерме спонсор пулăшăвĕ панă районти предприятисемпе уйрăм предпринимательсене те йĕркелỹ комитечĕ чĕререн тав тăвать. Вĕсем: "АСК-Яльчики" ООО, "Чувашхлебопродукт" ОАО, "Агротехкомплект" ООО, "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ООО, Раççей перекет банкĕн Елчĕкри уйрăмĕ, НПО "Промсервис" ЗАО, Елчĕкри БТИ, "Россельхозбанк" ОАОн Елчĕкри хушма офисĕ, "Яманчỹрелти сельхозхими" ОАО, "Фармация" патшалăх предприятийĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов, Н.Герасимова, В.Меметов, Л.Григорьев уйрăм предпринимательсем тата ыттисем те.

С.АНАТОЛЬЕВА.

В.КИРИЛЛОВА.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Акатуй уявĕн саманчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика