МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интереслĕ вăйăпа савăнтарчĕç

14 мая 2014 г.

Интереслĕ вăйăпа савăнтарчĕç

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп стадионта футболла выляса район кубокне çĕнсе илессишĕн финалта Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен командисем тĕл пулчĕç.

Финал умĕнхи вăйăсенче икĕ команда та хирĕç вылякансене кашнине пысăк шутсемпе çăмăллăнах çĕнтерсе пынă. Çакă вĕсем ытти командăсенчен лайăхрах выляни çинчен калать. Анчах финалти вăйăра икĕ команда та выляс ăсталăхĕпе пĕр пек пулни палăрчĕ. Кубок хуçи кам пуласси тĕл пулун юлашки çеккунтĕнче çеç паллă пулчĕ.

Пĕрремĕш тайм пуçламăшĕнче Елчĕк ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш мечĕк тапса кĕртрĕ, Çирĕклĕ Шăхальсем командăсем канма кайиччен вăйă шутне танлаштарчĕç, иккĕмĕш таймра тепĕр мечĕк тапса кĕртрĕç - 2:1. Малалла вăйă çак йĕркепе иртрĕ: Çирĕклĕ Шăхаль команди мала тухать - Елчĕк команди вăйă шутне танлаштарать. 90 минута яхăн вылянă хыççăн Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи футболистсем 3:2 шутпа малта пычĕç. Юлашки минутра Елчĕксем вăйă шутне танлаштарма пултарчĕç - 3:3.

Хушса панă 30 минут вăйăра та çĕнтерỹçĕ палăрмарĕ - 4:4. Командăсем 11 метртан пенальти тапрĕç. Кунта та çĕнтерỹçĕ часах палăрмарĕ, командăсем пĕр-пĕрин хапхине гол хыççăн гол кĕртрĕç. Çапах та Çирĕклĕ Шăхаль команди пĕринче йăнăшрĕ, унăн футболисчĕ тапса янă мечĕке вратарь тытса чарчĕ. Вăраха пынă тĕл пулу Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнтернипе вĕçленчĕ.

А.НИКОЛАЕВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен командисем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика