МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика çыннисен 36 проценчĕ спортпа туслă

16 августа 2014 г.

2014 çул пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Республикинче пурăнакансен 35,9 проценчĕ (Раççейре вăтамран 27,5 процент) спортпа туслă пулнă. Халăхăн 45,9 проценчĕ (Раççейре 39,7 процент) спорт керменĕсемпе сооруженийĕсене çỹренĕ.

Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхне Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Республики физкультурăпа спорт ĕçне чи лайăх йĕркелес енĕпе Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра 2 миллиона яхăн халăх пурăнакан регионсен йышĕнче - 2-мĕш, Раççейре пĕтĕмĕшле 4-мĕш вырăн йышăннине каланă.

"Асăннă çитĕнỹ Чăваш Енре çĕнĕ спорт комплексĕсене хута янипе тата сывă пурнăç йĕркине сарас тесе нумай вăй хунипе çыхăннă", - палăртнă Виталий Мутко. РФ спорт министрĕ Михаил Игнатьева физкультурăпа спорт ыйтăвĕсемпе нумай ĕçленĕшĕн тав тунă, малашне те пĕрле, ăнăçлă ĕçлеме шантарнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика