МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуран чупакансем спорт сезонне вĕçлерĕç

11 октября 2014 г.

Çуран чупакансем спорт сезонне вĕçлерĕç

Район центрĕнчи тĕп стадионта "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса çуран чупакансен эстафети иртрĕ.

Чи малтанах 400 метрлă дистанцине район администрацийĕн пайĕсем тухрĕç. Кунти хĕрỹ кĕрешỹре экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕсенче ĕçлекенсем пĕрремĕш вырăна пайларĕç. Финанс пайĕ - иккĕмĕш вырăнта.

Ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем те çăмăл атлетикăпа туслă пулнине çирĕплетрĕç. Çак ушкăнта ăмăртакан Курнавăш ял тăрăхĕн команди мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Елчĕксемпе Çирĕклĕ Шăхальсем йышăнчĕç.

Шел пулин те, предприятисемпе организацисем хушшинче эстафетăна хутшăнакансем питĕ сахал пулчĕç. Кунта "Улăп" ФОК командин членĕсем хăйсем спортпа туслă пулнине çирĕплетрĕç, çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕç. Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн атлечĕсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ĕçченĕсем - виççĕмĕшсем.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен командин те йышĕ сайра пулни палăрчĕ. Ку ушкăнри çулсеренех палăракан "Рассвет" ЯХПК атлечĕсем кăçал та хастар пулчĕç - пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Б.Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçченĕсем - иккĕмĕш, "Прогресс" АХО ĕçченĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çапах çакă савăнтарать - çăмăл атлетикăпа ирттерекен районти ăмăртусене шкулсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хастар, йышлăн хутшăнаççĕ.

Тĕп шкулсенчен финишра чи малтанах ăмăртусенче сахал мар палăрнă Чăваш Тăрăмсем пулчĕç. Вĕсенчен кăшт çеç каярах Елчĕксемпе Хăвăлçырмасем çитрĕç. Вăтам шкулсенчен Курнавăшсемпе Елчĕксем, Аслă Елчĕксем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç.

Педагогсем вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче кăна мар, спортра та маттур. Тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Таяпа команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Кунта М.Скворцова палăртмалла - çулĕпе çамрăк мар пулин те, физкультура учителĕ халĕ те спортпа питĕ туслă. Ахальтен мар команда çĕнтерĕвĕнче унăн тỹпи питĕ пысăк. Малашне те ăнăçу çеç сунасшăн Михаил Петровича.

Çак ушкăнра Патреккел, Таяпа Энтри шкулĕсен командисем те призерсен йышне кĕчĕç.

Вăтам шкулта вĕрентекенсенчен Курнавăшсем, Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем малтисен ретĕнче пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене район администрацийĕн грамотисемпе, тĕрлĕ парнесемпе чысларĕç.

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕкре: М.Скворцов.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика