МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей командинче

08 октября 2014 г.

Шупашкарта кире пуканĕ йăтакансен Раççейри кубокĕ иртнĕ. Унта çĕр-шыври 40 регионтан 200 ытла атлет ăмăртнă.

Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă атлетсем те палăрнă. Икĕ енлĕ кĕрешỹре Сергей Соловьевпа Александр Павлов хăйсен виçисенче кĕмĕл медаль илнĕ. Çамрăксен тренер-наставникĕ Борис Глинкин палăртнă тăрăх, ăмăртăвăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Александр Павлов Гамбург хулинче (Германи) ирттерекен тĕнчери ăмăртăва хатĕрленекен Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Вăл кăçалхи чỹк уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче иртмелле.

Кире пуканĕ йăтакансен эстафетине те активлă хутшăннă Чăваш Енĕн атлечĕсем. Вĕсем командăсенчен виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика