МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиец хавхалантарать

08 октября 2014 г.

Олимпиец хавхалантарать

Лаш Таяпара хăвăрт утакансен ăмăртăвне 2001 çултанпа ирттереççĕ. Ăна Олимп вăййисен бронза призерĕ В.Андреев йĕркелет.

Кăçал та юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăвăрт утакансен республикăри уçă ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Елчĕк, Канаш районĕсенчи, Мордва Республикинчи атлетсем хутшăнчĕç.

Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ертсе пыракан консультанчĕ М.Мурзин, СССР тава тивĕçлĕ мастерĕ, хăвăрт утакансен республикăри шкулĕн директорĕ А.Иванова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова пухăннисене саламласа ăнăçусем сунчĕç. Тĕрлĕ дистанцире вăй виçрĕç спортсменсем. Кашни дистанцирех хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Çапах та Мордва Республикинчен килнĕ атлетсем кашни ỹсĕмрех чемпион ятне тивĕçрĕç, призерсен йышне кĕчĕç. Пирĕн тăрăхри хăш-пĕр çамрăксем çеç призлă вырăнсене йышăнчĕç. 1997-1998 çулсенче çуралнă хĕрсенчен Н.Романова (Елчĕк районĕ) 3 çухрăмлă дистанцире, 2001 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасенчен 1 çухрăмлă дистанцире Д.Григорьева (Канаш районĕ) - виççĕмĕш, çак ỹсĕмри арçын ачасенчен В.Кузьмин (Елчĕк районĕ), 1999-2000 çулсенче çуралнă каччăсенчен А.Васильев (Канаш районĕ) иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Чăваш Республикин Минспорчĕн Дипломĕсемпе, медальсемпе, призсемпе, кубоксемпе чысларĕç. Вĕсене ăмăртура палăрнă спортсменсем пирĕн ентеш В.Андреев олимпиец аллинчен илчĕç.


Владимир Васильевич Андреев 1966 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Яманчỹрел ялĕнче çуралнă. Çăмăл атлетика енĕпе РФ спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çамрăксен вăййисен (1989 çул), СССР чемпионĕ (1989), "Вырăс хĕлĕ" ăмăртусен кĕмĕл призерĕ (1992), XXV Олимп вăййисене хутшăннă, Тĕнче Кубокĕн кĕмĕл призерĕ (1993), Раççей чемпионĕ (1993), Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ (1994), Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ (1995), Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ (1998, 1999), 20 çухрăма хăвăрт утассипе Тĕнче Кубокĕн бронза призерĕ, Испанири Севилья хулинче Тĕнче чемпионатне хутшăннă (1999), XXVII Олимп вăййисен бронза призерĕ, 20 çухрăма хăвăрт утассипе Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ (2000, 2002), 35 çухрăма хăвăрт утассипе Раççей призерĕ (2001), Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ (2002), Тĕнче Кубокĕн кĕмĕл призерĕ (2002), Европа Кубокĕн бронза призерĕ (2003), Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ (2004). ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята (2000), "Чăваш Республикин умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне тивĕçнĕ.


 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика