МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре спорта юратаççĕ, хисеплеççĕ

03 декабря 2014 г.

Чăваш Енре спорта юратаççĕ, хисеплеççĕ

Шăмат кун "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен XIII Спартакиадин финалĕ иртнĕ. Ăмăртăва 57 команда, пурĕ 600 ытла çын хутшăннă.

Уява савăнăçлă уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин, Елчĕк район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, хамăр ентеш - Олимп вăййисен призерĕ В.Андреев тата ытти отрасльсен министрĕсемпе федерацин Чăваш Енри структурисен ертỹçисем хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, спартакиадăна уçнă май, Чăваш Енре пурăнакансем спорта питĕ хисепленине, кашни çулах спортăн çĕнĕ объекчĕсене тунине, Шупашкарта иртнĕ "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума Раççей Президенчĕ В.Путин килсе пысăк хак панине палăртрĕ.

Чăваш Ен малалла аталанать. Пулас ăрушăн сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Акă, спартакиадăна килес умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Вăрмар поселокĕнче ача сачĕ уçнă çĕре хутшăннине пĕлтерчĕ. Чăнах, çакă ашшĕ-амăшне хавхалантарать, "пĕчĕк çĕр-шывшăн" усăллă пулма хистет.

Спорт уявне савăнăçлăн уçнă хыççăн комплексра хĕрỹ кĕрешỹ пуçланчĕ. Унта хутшăнакансем дартспа, шывра ишессипе, волейболла выляссипе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Спортăн кашни тĕсĕнчех кĕрешỹ хĕрсех пычĕ.

Шывра ишесси кăсăклантарать, хăй патне илĕртет. Кунта кашниех мала тухма тăрăшрĕ. Çапах, мĕн тăвăн, спортра вăйлисем анчах çĕнтереççĕ. Патшалăх влаçĕн органĕсенче ĕçлекенсенчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацин командине çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăнта спортпа физкультурăна аталантарас енĕпе тăрăшакансем - ЧР Физкультурăпа спорт министерстви. Çапла пулмалла та - вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăма тивĕç. Виççĕмĕшсем - Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствинче ĕçлекенсем.

Федерацин ĕç тăвакан органĕсен Чăваш Республикинчи ĕçченĕсем хушшинче Шалти ĕçсен министерствинче, налук службинче, инкексене сирсе яракан службинче тăрăшакансем мала тухрĕç.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсенчен Шупашкар районĕн, Шупашкар, Канаш хулисен администрацийĕнче ĕçлекенсем пултаруллăрах пулчĕç.

Волейбол вăййи яланах хăй патне илĕртнĕ. "Улăп" ФОКра тата Патреккелĕнчи спорт залĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç вĕсем. Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн, Шалти ĕçсен министерствин, Канаш хулин волейболисчĕсене çитекенни пулмарĕ. Ыттисем те хастар. Кам-ха Ял хуçалăх, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн, налук тата пенси службисен, Вăрнар районĕн, Шупашкар хулин волейболисчĕсене хурлама пултарĕ? Вĕсем призерсен йышне кĕчĕç.

Спартакиадăра дартс вăййи хăйĕн патне чылай çынна илĕртрĕ. Кунта, яланхи пекех, Физкультурăпа спорт министерствин ĕçченĕсем палăрчĕç. Финанс, Информаци политикин тата масссăллă коммуникацисен министерствисенче тăрăшакансем те кая юлмарĕç, çынсене савăнтарчĕç.

Хĕрỹ пулчĕ ăмăрту. Çав вăхăтрах пĕр-пĕрне килĕштерни, туслăх куç умĕнчен каймарĕ. Кăçал спартакиада вĕçленчĕ пулин те, çитес çул вăл иртетех...

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕксенче: спартакиада саманчĕсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика