МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем чăннипех пултаруллă

03 декабря 2014 г.

Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый районти организацисемпе предприятисен, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе анлă канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах Л.Левый иртнĕ эрнере районта пулса иртнĕ мероприятисем пирки чарăнса тăчĕ.

Статистика кунĕнче, тĕп библиотекăра Краснодар крайĕнчен килнĕ библиотекарьсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕнче тĕп ыйтусене анлă сỹтсе явнă. Çавăн пекех Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Яманчỹрелĕнчи нумай ачаллă Васильевсен çемйи çĕнĕ çурта куçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ăна патшалăхăн ятарлă программипе килĕшỹллĕн туса лартнă.

Тепĕр тĕп пулăм вăл "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен физкультурăпа спортăн XIII спартакиади. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов тата ытти ертỹçĕсем хутшăннă. 600 ытла çын хăйсен спортри ăсталăхне кăтартни пирĕн районшăн пысăк чыс. Л.Левый пысăк шайри ăмăртăва ирттерме пулăшнă район администрацийĕн пайĕсенче тăрăшакансене, шкулсенчи физкультура учителĕсене, "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕн, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн, искусство шкулĕн, тĕп библиотекăн, тĕп больницăн, "Коопторг" ОООн, "Прогресс" АХОн, ГИБДД, ытти организацисемпе предприятисен ĕçченĕсене тав турĕ.

Район администрацийĕн экономика пайĕн ертỹçи В.Муратов районта эрех-сăра сутассипе çыхăннă лару-тăрăва ăнлантарса пачĕ. Паянхи кун тĕлне районта суту-илĕвĕн 127, обществăлла апатланăвăн 11 объекчĕ ĕçлет, вĕсенчен 81-ĕшĕнче алкоголь продукцине сутаççĕ. Кашни эрнерех вĕсен ĕç-хĕлне тĕрĕслесе тăраççĕ, вырăнти тавар туса кăларакансен продукцисен калăпăшне шайлаççĕ.

Канашлура Тăрăм, Елчĕк ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Александровпа В.Сайкин отчетсем турĕç. Паян Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культурăпа информаци центрĕнче М.Д.Михайлов ячĕллĕ йăлана кĕнĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕпе çыхăннă концерт иртет.

Канашлура район шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика