МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕр ялан асра

26 ноября 2014 г.

ырсарни кун Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ ентеше, Афган вăрçинче пуçне хунă Аслă Елчĕк каччине А.Патшина асăнса "Кĕрешỹ" наци мелĕпе кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртрĕ.

Ăмăртăва районти шкулсенчен кăна мар, Тутарстанри Çĕпрел тата Чăваш Енри Тăвай районĕсенчен те çамрăк кĕрешекенсем килнĕ.

Çамрăк спортсменсене Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, республикăри "Кĕрешỹ" федерацийĕн президенчĕ В.Васильев тата "Вĕри точкăсенче" çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ П.Анисимов ăнăçу сунчĕç.

Аслă Елчĕк шкулĕн спорт залĕ кĕрлесе тăчĕ, пурте мала тухас тесе кĕрешрĕç.

Хăйсен виçисенче 2000 çулта çуралнă тата çамрăкрах кĕрешỹçĕсем хушшинче Яманчỹрелĕнчи К.Базарнов, Н.Матвеев, Аслă Елчĕкри С.Мисяков, А.Тябуков, А.Хушкин, Çĕнĕ Пăвари Д.Викентьев çĕнтерчĕç. Пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкисем çине Аслă Елчĕкри Р.Яковлев, А.Мешков, К.Лазарев, Çĕнĕ Пăвари Р. Иванов, А.Ефремов, Е.Абрамов, К.Крысов, Лаш Таяпари А.Теренин, Яманчỹрелĕнчи В.Фадеев, Патреккелĕнчи М.Марков, Д.Петров хăпарчĕç.

1997-1999 çулсенче çуралнă спортсменсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Елчĕкри Д.Александров, Аслă Елчĕкри А.Хушкин, Лаш Таяпари А.Салмин хăпарчĕç. Лаш Таяпари Е.Яковлев - иккĕмĕш, Елчĕкри Д.Антонов, Аслă Елчĕкри Д.Тарасов, Лаш Таяпари А.Арефьев виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Ăмăртура Елчĕк районĕн туслă команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ятарлă кубока тивĕçрĕ. Çĕпрелсем - иккĕмĕш, Тăвайсем виççĕмĕш пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсем, грамотăсем парса чысларĕç. Командăсене ятарлă парнесем пачĕç.

Ăмăртăва ирттерсе яма пулăшнă А.Патшинăн çывăх юлташĕсене, тăванĕсене тав тăватпăр.

С.АЛЕКСАНДРОВ.
А.КАРЛИН.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика