МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх çĕнтерчĕ

22 ноября 2014 г.

Елчĕкри Спорт çуртĕнче шкул ачисем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна Елчĕкĕн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ çамрăк каччисене - А.Скворцова, М.Кириллова, Э.Дмитриева, А.Кедрова тата Ю.Иванова асăнса йĕркеленĕ.

Çамрăк спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Р.Григорьев ăнăçу сунчĕç. Çавăн пекех ачасене ăмăртăва ирттерме пулăшнă каччăсен юлташĕсем ячĕпе А.Воробьев саламларĕ.

Ăмăртура Елчĕк, Аслă Елчĕк, Кушкă, Çĕнĕ Пăва, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа шкулĕсенче вĕренекенсем вăй виçрĕç. Пурĕ 128 спортсмен хутшăнчĕ.

2000 çулта çуралнă тата çамрăкрах кĕрешỹçĕсем хушшинче Çĕнĕ Пăвари А.Федоров, А.Никонов, Д.Викентьев, Елчĕкри А.Евстафьев, Р.Александров, Кушкăри Р.Галошев, Аслă Елчĕкри А.Тябуков, А.Хушкин хăйсен виçисенче çĕнтерчĕç. Пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкисем çине Аслă Елчĕкри А.Мисяков, О.Прокопьев, С.Мисяков, К.Лазарев, Çĕнĕ Пăвари К.Крысов, А.Паршуков, А.Ефремов, Р.Иванов, Кушкăри Д.Мекшеев, И.Мартынов, Т.Пыркин, Тăрăмри П.Петров, Елчĕкри Д.Крысов, Р.Мешков, Д.Бобин хăпарчĕç. 29 килограмлă виçере Çирĕклĕ Шăхалĕнчи А.Лапшина арçын ачасемпе пĕр танах кĕрешрĕ, виççĕмĕш вырăна йышăнса "Çĕнтерес кăмăлшăн" приза тивĕçрĕ.

1997-1999 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче те хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Хăйсен виçисенче Çĕнĕ Пăвари Н.Абрамов, Патреккелĕнчи Д.Петров, Елчĕкри Д.Александров, Д.Антонов, А.Иванов, Аслă Елчĕкри Д.Тарасов, А.Майков - пĕрремĕш, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи П.Галкин, Н.Лапшин, Д.Захаров, Елчĕкри М.Катин, Д.Кочетков, Кушкăри А.Баринов. Н.Мышкин, Э.Галимов, М.Павлов, Д.Баранов, Лаш Таяпари Е.Яковлев, А.Салмин, И.Еньков, Çĕнĕ Пăвари А.Пыркин иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Хĕр ачасем те хăйсен хушшинче вăй виçрĕç. Пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Çĕнĕ Пăвари А.Семенова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи А.Лапшина хăпарчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкасем çинче - Çĕнĕ Пăвари М.Зайцева, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Р.Улянгина, К.Лапшина тата В.Федорова.

Елчĕкри Р.Александров "Чи лайăх техникăшăн", Çĕнĕ Пăвари Н.Крысов "Чи çамрăк участник" призсене тивĕçрĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсемпе, грамотăсемпе тата ятарлă призсемпе чысларĕç.

Çĕнĕ Пăвасен туслă команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ, ятарлă кубока тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем - Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем.

Çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлнă спортсменсен ячĕпе ăмăртăва ирттерсе яма пулăшнăшăн вĕсен юлташĕсене тав тăватпăр.

С.АЛЕКСАНДРОВ.
А.КАРЛИН.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика