МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеше манмаççĕ

06 декабря 2014 г.

Çамрăк кĕрешекенсем ирех Лаш Таяпа спортзалне васкарĕç. Кунта вăхăтсăр çĕр çинчен уйрăлса кайнă предпринимателе Иван Павлова асăнса "Кĕрешỹ" наци мелĕпе кĕрешекенсен улттăмĕш уçă турнирĕ иртрĕ.

Спортсменсене Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова, республикăри "Кĕрешỹ" федерацийĕн президенчĕ В.Васильев, акар йытăсен питомникĕн директорĕ Л.Князев, тĕнче класлă спорт мастерĕ О.Захаров ăнăçусем сунчĕç.

Кавир çинче Лаш Таяпа, Елчĕк, Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Яманчỹрел, Шупашкар тата Тутарстанри Çĕпрел районĕсенчен килнĕ 50 ытла çамрăк спортсмен вăй виçрĕ.

Хăйсен виçесенче Лаш Таяпари М.Салмин, А.Арефьев, Яманчỹрелĕнчи К.Базарнов, Н.Матвеев, Çĕнĕ Пăвари Р.Иванов, Е.Абрамов, Аслă Елчĕкри А.Тябуков, А.Хушкин, Елчĕкри Д.Александров, Д.Антонов пурне те çĕнтерчĕç. Аслă Елчĕкри А.Мешков, Ю.Прокопьев, Лаш Таяпари А.Львов, Алексейпа Александр Теренинсем, А.Салмин, Çĕнĕ Пăвари Д.Викентьев, Яманчỹрелĕнчи И.Никитин - иккĕмĕш. Аслă Елчĕкри В.Адюков, Р.Яковлев, О.Ефимов, С.Мисяков, Д.Савуков, К.Лазарев, Яманчỹрелĕнчи Р.Васильев, Лаш Таяпари А.Мижеров, Е.Яковлев пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕç.

Ăмăртăвăн чи çамрăк кĕрешекенне палăртрĕç. Вăл - Аслă Елчĕк шкулĕнчи А.Мешков. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсем, грамотăсем, парнесем парса чысларĕç. Командăсем хушшинче Елчĕк районĕ - пĕрремĕш, Çĕпрелсем - иккĕмĕш, Шупашкарсем виççĕмĕш пулчĕç.

Ăмăртăва ирттерсе яма пулăшнă И.Павловăн çывăх юлташĕсене, тăванĕсене тав тăватпăр.

С.АЛЕКСАНДРОВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика