МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.Гаврилов призĕсемшĕн тупăшнă

24 декабря 2014 г.

Раштав уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ керменĕнче Раççей Геройĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Николай Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри 10-мĕш турнирĕ иртнĕ.

Шупашкарти ăмăртăва Олимп паттăрĕсемпе Раççей Геройĕсем, паллă артистсем килнĕ. Вĕсем: Раççей Геройĕсем Н.Гаврилов, В.Бочаров, Ю.Недвига, Олимп чемпионĕсем А.Иваницкий, А.Фадзаев, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем С.Корнилаев, Х.Магомедов, Раççей халăх артисчĕ Л.Якубович тата ыттисем.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев палăртнă тăрăх, çамрăксене патриотла воспитани парас тата сывă пурнăç йĕркисене тытса пыма явăçтарас тĕлĕшпе республикăра сахал мар ĕç тунă. "Спортпа туслă çын вăйлă та хăюллă, унăн шухăш-кăмăлĕ çирĕп, вăл пур йывăрлăха та чăтма пултарать. Хастар чун-чĕреллисем çĕр-шыва хỹтĕлеме яланах хатĕр. Çак ăмăрту та çамрăксене тăван тăрăха юратма вĕрентет", - тенĕ М.Игнатьев.

Кăçал ăмăртăва Раççейĕн 15 субъектĕнчи 250 ытла спортсмен хутшăннă. Вĕсем медальсен 19 комплекчĕшĕн кĕрешнĕ. Паллă спортсменсемпе юнашар 15-16 çулсенчи спортсменсем те кавир çине тухнă.

Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан кĕрешỹçĕсем те ăмăртăва хутшăннă. Аслă Елчĕкри А.Майков (тренерĕ Г.Адюков) хăйĕн виçинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Елчĕк шкулĕн воспитанникĕ Д.Александров (тренерĕ С.Александров) - тăваттăмĕш вырăнта.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика