МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хыпарĕсем

31 декабря 2014 г.

Аслă Елчĕкри хоккей площадкинче "Ылтăн шайба" клубăн призĕсемшĕн аслă ушкăнри çамрăк хоккеистсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Елчĕкри, Аслă Елчĕкри, Лаш Таяпари вăтам, Тĕмерти тĕп шкулсен командисем хутшăннă.

Елчĕксем Лаш Таяпасенчен 5:0 шутпа выляса илнĕ. Кунта А.Данилов палăрнă - 3 шайба çапса кĕртнĕ. Аслă Елчĕксем Тĕмерсене 7:1 шутпа çĕнтернĕ.

Финалта Аслă Елчĕксем Елчĕксенчен 5:1 шутпа выляса илнĕ. "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята А.Данилов (Елчĕк),

"Чи лайăх тапăнса вылякан" ята С.Мисяков, "Чи лайăх вратарь" ята К.Лазарев (иккĕшĕ те Аслă Елчĕкрен) тивĕçнĕ.

 

Районта йывăр атлетикăна никĕсленĕ Н.Малькова асăнса уçă турнир иртнĕ. Унта Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар районĕсенчи, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи йывăр атлетсем хутшăннă.

Турнира хутшăннисене ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ С.Шелтуков, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, спорт ветеранĕ П.Сидоров, СССР тата РФ спорт мастерĕсем пĕр тăван Викторовсем, Б.Клементьев, И.Ишмуратов, Ю.Балтаев, йывăр атлетсен районти федерацийĕн ертỹçи П.Скворцов саламланă.

- Турнирта Раççейĕн вунă хут чемпионĕ, Европăн 1996 çулхи чемпионĕ, тĕнчери 1997 тата 1998 çулсенчи чемпионачĕсен кĕмĕл тата бронза призерĕ Ю.Мышковец хутшăнни пысăк сум кỹнĕ.

Йывăр атлетсем хушшинче хĕрỹ кĕрешỹ пынă. Çĕнтерỹçĕсене призсемпе, грамотăсемпе чысланă.

 

Çĕнĕ çул умĕн "Улăп" ФОКра волейболистсен турнирĕ иртнĕ. Унта "Улăп" команда - пĕрремĕш, Курнавăшсем - иккĕмĕш, Тĕмерсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. "Чи лайăх вылякан" ята Н.Алексеев (Тĕмер), "Чи лайăх блокировка тăвакан" ята Г.Баранов (Курнавăш), "Чи лайăх диагональнăй" ята П.Дудкин ("Улăп") тивĕçнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика