МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану кунĕсем усăллă иртнĕ

14 января 2015 г.

Çулталăк пуçламăшĕнчи кану кунĕсенче районти спорт сооруженийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ.

Сывлăхпа спорт кунĕнче "Улăп" физкультурăпа сывату комлексĕнче "Уçă алăксен кунне" ирттернĕ. Спорт, тренажер, кĕрешỹ залĕсенче, бассейнра сывă пурнăç йĕркине юратакансем йышлă пулнă. Çак кун вĕсем тĕрлĕ вăйăсене хутшăннă, катоксем çинче ярăннă, хоккейла вылянă.

Кану кунĕсем вăхăтĕнче сывлăхпа спортăн вунă кунлăхĕ те иртнĕ. Елчĕк ялĕнчи урамсенче пурăнакансенчен йĕркеленĕ 6 команда мини-футбол енĕпе турнира хутшăннă. Пĕрремĕш ушкăнта Комсомол, Совет урамĕсенчи, "Ырсамай" микрорайонĕнчи, иккĕмĕш ушкăнта Çурçĕр, Мир, Октябрь урамĕсенчи командăсем хутшăннă. Виççĕмĕш вырăншăн тупăшнă Совет урамĕнчи футболистсем Çурçĕр урамĕнчи çамрăксенчен 4:3 шутпа выляса илнĕ. Пĕрремĕш вырăншăн пынă кĕрешỹре Октябрь урамĕнчи футболистсем, Ырсамайсене çĕнтерсе, куçса çỹрекен кубока тивĕçнĕ.

Сывлăхпа спорт вунă кунлăхĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем маларах шкула пĕтернĕ выпускниксемпе хоккей площадкинче тĕл пулнă. Тĕп вăйă 5:5 шутпа вĕçленнĕ. Маларах шкула пĕтернĕ выпускниксем буллитсене ăнăçлă çапнă.

"Ылтăн шайба" клуб призĕсемшĕн районти Елчĕк, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа, Тĕмер тата Патреккел шкулĕсенчи вăтам ушкăнри (2002-2003 çулсенче çуралнисем) çамрăк хоккеистсем тупăшнă. Хĕрỹ иртнĕ вăйăсенче Елчĕк шкулĕн команди çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Аслă Елчĕксемпе Лаш Таяпасем. Вăйăсенчи чи лайăххисене те палăртнă. "Чи лайăх вратарь" ята Дима Петров, "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" ята Никита Александров, "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Стас Мисяков тивĕçнĕ.

 "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче 1997-1998 çулсенче çуралнă хĕрсем волейболла вылянă. Çĕнтерỹçĕсем - Çирĕклĕ Шăхальсем. Призерсен йышне Курнавăшсемпе Çĕнĕ Пăвасем те кĕнĕ. Аня Митрофановăна (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ) чи лайăх вылякан тесе палăртнă.

А.КАРЛИН хатĕрленĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика