МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем палăрнă

20 февраля 2013 г.

Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Спортпа оборона, массăллă ăмăртусен уйăхлăхĕ вăхăтĕнче районта тĕрлĕ турнирсем иртеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый вĕсенчен пĕри - кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей спорт мастерĕн Юрий Поповăн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ республикăри 2-мĕш уçă турнирăн итогĕсемпе паллаштарчĕ. Ăмăртăва уçма тата çĕнтерỹçĕсене чыслама ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн 20 депутачĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн ертỹçисем, республикăри районсен администрацийĕн пуçлăхĕсем, паллă спортсменсем, хаклă хăнасем килсе çитнĕ. Патшалăх Канашĕн Председателĕн призĕсемшĕн тĕрлĕ регионсенчен килнĕ 200 ытла йывăр атлет вăй виçнĕ. Ăмăртăва йĕркелекенсем уçă турнира ирттерсе яма лайăх хатĕрленнĕ. Леонард Васильевич турнир ăнăçлă иртнине, кире пуканĕ йăтассинче пирĕн спортсменсем чылай виçере мала тухнине палăртрĕ, çак ĕçре пулăшу панă службăсене тав турĕ.

Пĕр кун маларах Йĕпреçре спортăн 10 тĕсĕпе иртнĕ ялти спортсменсен хĕллехи вăййисенче елчĕксем палăрнă. Ĕнел ялĕнчи Николаевсен спорт çемйи кире пуканĕ йăтассипе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Аслă Елчĕкри Александр Адюков çемйи йĕлтĕрçĕсен тупăшăвĕнче финиша виççĕмĕш çитнĕ. Пирĕн район спортсменĕсем хоккей вăййисенче, турник çинчен туртăнассинче, спортăн ытти енĕсенче, çавăн пекех ял хуçалăхĕнчи професси ăсталăхĕнче - механизаторсен, доярсен тупăшăвĕнче малтисен ушкăнне кĕнĕ. Елчĕк районĕнчи хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем те йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хутшăннă.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Александр Клементьев ятарлă программăсен пайĕн 2012 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе, халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ Ирина Аникина хăй ертсе пыракан пайăн пĕлтĕрхи ĕçĕн итогĕсемпе паллаштарчĕç.

Физкультурăпа спортăн мероприятийĕсем малалла тăсăлаççĕ. Нарăсăн 22-мĕшĕнче Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунне халалласа арçынсем хушшинче фестиваль иртет.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика