МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ вăйăсем

16 февраля 2013 г.

Шкул ачисем хушшинче хоккейла тата залра футболла выляса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри шкул ачисен спартакиадин программине кĕрекен ăмăртусем малалла пыраççĕ.

Мини-футбол вăййисен республикăри турнирĕн иккĕмĕш тапхăрĕ Йĕпреç поселокĕнче иртнĕ. Район чысне хỹтĕленĕ Елчĕкри вăтам шкул команди унта Комсомольски районĕн тата Улатăр хулин командисене 3:1 тата 5:1 шутсемпе çĕнтернĕ. Площадка хуçисене 2:4 шутпа выляса янă. Турнирта иккĕмĕш вырăн йышăннă пулин те елчĕксем çурма финалта малалла выляççĕ.

 

Çав кунах пирĕн районти çамрăк хоккеистсем вăтам ушкăнра тăваттăмĕш вăйăра Тăвай районĕнчи спортсменсемпе тĕл пулнă, вĕсене çăмăллăнах 10:1 шутпа çĕнтернĕ. Виçĕ вăйă хыççăн пирĕн команда икĕ хутчен çĕнтернĕ, пĕрне выляса янă. Юлашки вăйăра елчĕксем Шупашкарти "Спартак" командăпа тĕл пулаççĕ. Çак тĕл пулу пирĕн команда турнирта миçемĕш вырăн йышăнасса татса парать.

 

Аслă ушкăнри хоккеистсем те ăнăçлă вăйăсемпе савăнтараççĕ. Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Йĕпреç поселокĕнче иртнĕ иккĕмĕш турта Елчĕк район команди площадка хуçисенчен 3:1, тăвайсенчен 2:0 шутсемпе выляса илнĕ. Пирĕн хоккеистсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн малалла выляççĕ.

 

Иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсенче

Шăмат кун Патăрьел районĕнчи Первомайски ялĕнче çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Раççей спорт мастерĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн В.Семеновăн призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри уçă турнира хамăр республикăран кăна мар, кỹршĕллĕ Мордва Республикинчен тата Самар облаçĕнчен чи вăйлă кĕрешỹçĕсем пуçтарăннă.

Унта пирĕн районтан 1993 - 1995 çулсенче çуралнă атлетсен ушкăнĕнче Павел Зайцев (Кушкă) тата 1996 - 1997 çулсенчи çамрăксем хушшинче Илья Чернов (Аслă Елчĕк) тупăшнă.

Павел çак турнирта иккĕмĕш, Илья виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çамрăк спортсменсене ăмăртăва обществăлла тренерсем С.Шавкин (Кушкă) тата Г.Адюков хатĕрленĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика