МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсенче вăй, вăй!

16 февраля 2013 г.

Алă вăйĕ виçессипе çитĕннисен районти чемпионатне тата шкул ачисем хушшинче мала тухмалли ăмăртăва ял тăрăхĕсенчи спортсменсем пуçтарăннă.

Вĕсене район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ В.Кудряшов, районти армспорт федерацийĕн председателĕ С.Солин саламланă.

Малти вырăнсемшĕн тĕпрен илсен Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль, Елчĕк ял тăрăхĕсенчи алă вăйĕ виçме юратакансем кĕрешнĕ. Командăсен тупăшăвĕнче вĕсемех пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Уйрăм спортсменсенчен хĕрсемпе хĕрарăмсен ушкăнĕнче çаксем çĕнтернĕ: 40 кг. 1. Н.Аверьянова (Курнавăш). 2. А.Крылова (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. В.Евстафьева (Елчĕк). 45 кг. 1. Е.Мартынова (Елчĕк). 2. А.Ефремова (Курнавăш). 3. Т.Воронова (Çирĕклĕ Шăхаль). 50 кг. М.Портнова (Елчĕк). 2. Л.Маркова (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Т.Мемнова (Елчĕк). 55 кг. 1. Е.Портнова (Елчĕк). 2. Н.Солина (Çирĕклĕ Шăхаль). 65 кг. 1. А.Гаврилова (Елчĕк). 2. Л.Кузьмина (Лаш Таяпа). 3. О.Смолина (Курнавăш). 75 кг. 1. А.Вельдяева (Курнавăш). 2. Д.Галкина (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. С.Сардаева (Елчĕк). 75 кг йывăртарах виçере. 1. М.Никитина (Елчĕк). 2. О.Емельянова (Курнавăш). 3. А.Редькина (Елчĕк).

Абсолютлă виçере Елчĕк ял тăрăхĕн командинчи Е.Портнова - пĕрремĕш, А.Редькина - виççĕмĕш, О.Емельянова (Курнавăш) иккĕмĕш вырăнсене тухнă.

Арçын ачасен ушкăнĕнче 50 кг виçере Курнавăш командинчи А.Грибов, Д.Пыркин, С.Росляков малти вырăнсене пайланă. Çак ялти П.Архипов, А.Зайцев, Денис Николаев 70 кг çитичченхи виçере пĕтĕм пьедестала йышăннă. 55, 60 кг çитичченхи виçесенче А.Кукурузов, Д.Григорьев çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене - А.Семенов, Н.Алексеев (Çирĕклĕ Шăхаль), Н.Григорьев (Курнавăш), А.Казаков (Елчĕк) пайларĕç. 80 кг çитичченхи виçере Елчĕк ял тăрăхĕнчи Д.Портнов, Н.Васильев - пĕрремĕшпе иккĕмĕш, П.Яшин (Çирĕклĕ Шăхаль) виççĕмĕш вырăнсенче.

90 кг çитичченхи тата унтан йывăртарах виçесенче Çирĕклĕ Шăхаль командин членĕсем С.Солин, А.Муллин, Ю.Никифоров тата А.Кириллов, Ю.Николаев, П.Никитин пĕтĕм пьедестала йышăннă. Абсолютлă виçере районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ С.Солин çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - А.Кириллов тата П.Яшин.

Мала тухнă командăсене кубоксем, уйрăм çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсем парса чысланă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика