МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк ен 200 пăхаттире кĕтет

09 февраля 2013 г.

Манăн илемлĕ те историллĕ тăван районта "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕ уçăлнăранпа нумаях та вăхăт иртмерĕ. Апла пулин те çĕр-шыври спорта юратакансем Елчĕк ен çинчен паян мăнаçлă Хусанпа Чулхуларан пуçласа Мускавпа Нева хĕрринчи Петĕр хули, Çĕпĕр тата Çурçĕр Кавказ таранах пĕлме пуçларĕç.

Çак ырă тĕслĕхĕн тĕп сăлтавĕсем - "Улăп" спорт керменĕнче виçĕм çултан пуçласа регионсем хушшинчи турнирсем ирттерме пуçлани, Пăла тăрăхĕнчи кире пуканĕ йăтакансемпе штангистсем çĕр-шыври тата Европăри ăмăртусенче çĕнтерни, çавăн пекех Елчĕксен ăш пиллĕхĕпе тараватлăхĕ. Çапла, çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа район, хăш-пĕр хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хăнасене пысăк шайра йĕркеллĕ кĕтсе илеççĕ. Вĕсене кунта пурте килĕшет, уйрăмах ĕçчен, илемлĕ, пур енĕпе те пултаруллă çыннисем.

Пысăк спорт çинчен сăмах пуçартăм пулсан, пăхаттирсен çитĕнĕвĕсене аса илер. Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ, А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕреннĕ Сергей Соловьев 2010-2012 çулсенче кире пуканĕ йăтассипе республикăн вун виçĕ рекордне çĕнетрĕ, юниорсен ушкăнĕнче ăмăртса, Раççей тата Европа чемпионачĕсенче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Унăн çамрăк тусĕ, халĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ, вун саккăрти вăйлă та сатур каччă Саша Павлов пĕлтĕр пуçласа республика рекордне лайăхлатрĕ, çĕр-шыв чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. "Тимĕр вăййине" юратакан хĕрсем те савăнтараççĕ. Ĕнел ялĕнчи Вера Николаева Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисен чемпионки ятне çĕнсе илчĕ, унăн тантăшĕ Кĕçĕн Таяпари Екатерина Козлова Раççей чемпионатĕнче кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Эпир асăннă каччăсемпе хĕрсем çавăн пекех темиçе хут "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирсенче çĕнтерчĕç.

Пирĕн республикăри кире пуканĕ йăтакансенчен кăçалччен 62 атлет СССР тата Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Вĕсенчен чылайăшĕ - Аслă Елчĕкри Анатолий Горшков, Лаш Таяпари Юрий Попов, Тип Тимешри Юрий Карпов, Аслă Таяпари Алексей Темяшкин чĕрĕк ĕмĕр каяллах Пĕтĕм Раççейри ăмăртусемпе тĕрлĕ чемпионатсенче малти вырăнсене йышăннă. Аслă ăрури спорт ветеранĕсем халĕ те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн ертỹçи Юрий Карпов ветерансен ушкăнĕнче ăмăртса, вунă хут тĕнче тата çĕр-шыв чемпионачĕсенче çĕнтернĕ. Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ỹснĕ спорт мастерĕн кандидачĕ Олег Федоров вара çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа республикăн вун сакăр чемпионне тата çичĕ спорт мастерне хатĕрлерĕ. Паян вăл - Чăваш Енти чи тухăçлă ĕçлекен пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ тренер. Унăн вĕренекенĕсенчен йĕркеленĕ Чăваш Ен команди пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри IX çуллахи ял спорт вăййисенче Омск тата Челябинск облаçĕсен атлечĕсем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Олег Николаевич "тимĕр вăййине" юратакан яшсемпе тата хĕр ачасемпе уйрăмах тимлĕ ĕçлеме тăрăшать. Елчĕк районĕн команди шкул ачисен республикăри спартакиадинче çичĕ хут çĕнтерчĕ. Пĕлтĕр Волгоградра çĕр-шыври "Юность России" физкультурăпа спорт обществин чемпионачĕ пулса иртрĕ. Чăваш Ен команди кунта та пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Елчĕк районĕнчи спорт шкулĕнче вĕренекен Саша Павлов, Коля Николаев, хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăн йышăнса, ылтăн медальпе чи хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Лаш Таяпари Юра Попов кире пуканĕ спорчĕпе вун пилĕк çултах, аслă пиччĕшĕ Петр Алексеевич сĕннипе тата вăтам шкулăн физкультура учителĕ Анатолий Кондратьев пулăшнипе туслашнă. 10-мĕш класра вĕреннĕ чух Юрий пуçласа республика чемпионатĕнче çĕнтернĕ. 1979 çулта вăл Пермьре тата Калининград облаçĕнче пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пĕрремĕш теçеткери вырăнсене йышăнчĕ, спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. 1983 çулта октябрьте Липецк облаçĕнче пулса иртнĕ РСФСР чемпионатĕнче, çирĕм командăна хыçа хăварса, Чăваш Ен команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çĕнтерỹçĕ команда чысне вăтăр çула яхăн каялла Тăвай районĕнчи паллă педагог, пирĕн республикăри пĕрремĕш спорт мастерĕ Альфред Пимулин, Хĕрлĕ Чутай район больницин врач-педиатрĕ Владимир Ульянов тата пирĕн пилĕк ентеш - пĕр тăван Петр тата Юрий Поповсем, районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн рабочийĕсем Анатолий Горшковпа (республикăри иккĕмĕш спорт мастерĕ) Юрий Миронов чыслăн хỹтĕленĕ.

Чăваш Енри тăваттăмĕш спорт мастерĕ Ю.А.Попов (Патăрьел районĕнчи Николай Трифонов хыççăн) иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Красноармейски районĕнче çĕр улми туса илекен "Таябинка" ял хуçалăх предприятийĕ йĕркелерĕ, 2003 çултанпа вара "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" агрофирмăна республикăра малти вырăнсене кăларма пултарчĕ. Хăть мĕнле яваплă ĕçре тăрăшсан та Юрий Алексеевич нихăçан та спортран уйрăлман. "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен Пĕтĕм Раççейри турнирсенче вăл, кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн президиумĕн членĕ пулнă май, яланах спонсор пулăшăвĕ парса, çĕр-шыври чи вăйлă пăхаттирсене хавхалантарнă.

Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей спорт мастерĕ Ю.А.Попов виçĕм çулхи декабрьтенпе - республикăри парламент спикерĕ. 2012 çул пуçланас умĕн эпир ăна кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертỹçипе Ю.М.Карповпа пĕрле ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕнче ĕçлеме пуçланă тата, паллах, чаплă та çутă хĕллехи уявсем çывхарса пынă май пĕтĕм кăмăлтан саламларăмăр. Çавăн чухнех Юрий Алексеевичпа хĕлле вĕçлениччен ЧР Патшалăх Канашĕн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăн уçă турнирне ирттерме лайăх сĕнỹ пуррине аса илтертĕмĕр. Килĕшрĕ Юрий Алексеевич.

Кире пуканĕ йăтассипе Ю.А.Поповăн парнисене илессишĕн пĕрремĕш уçă турнира çулталăк каялла февралĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче йĕркелерĕмĕр. Унта 23 командăри 170 атлет хутшăнчĕ. Хĕрỹ кĕрешỹре 1-5 вырăнсене Елчĕк районĕн, Чăваш ял хуçалăх академийĕн, Йĕпреç, Тăвай тата Патăрьел районĕсен командисем йышăнчĕç. Çак яваплă ăмăртусенче пĕрремĕш вырăна тухнă ентешĕсене чи малтан Ю.А.Попов саламларĕ. Вăлах иккĕмĕш уçă турнира Елчĕкри "Улăп" спорт керменĕнче февралĕн 16-мĕшĕнче йĕркелеме сĕнчĕ.

Январь варринче республикăри Физкультурăпа спорт тата туризм министерствинче Ю.А.Поповăн кубокне çĕнсе илессишĕн уçă турнира хатĕрленсе ирттерекен йĕркелỹ комитетне туса хунă. Юрий Алексеевич сĕннипе ăна Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин ертсе пыма пуçларĕ. Унăн çумĕсем - кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн председателĕ Ю.М.Карпов, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ С.С.Шелтуков. Ăмăртусен тĕп судйи пулма Чăваш ял хуçалăх академийĕн доцентне, Европăн 1992 çулхи чемпионне, тĕнче спорт мастерне Б.Н.Глинкина çирĕплетнĕ, тĕп секретарĕ - Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" ФОК директорĕ Р.Н.Григорьев.

Çак кунсенче пире Юрий Карпов пĕлтернĕ тăрăх, февралĕн 16-мĕшĕнче Ю.А.Попов кубокĕсене çĕнсе илессишĕн пирĕн республикăри тата кỹршĕ регионсенчи 200 ытла пăхаттир вăй виçме тухать. Вĕсен хушшинче Европа тата тĕнче чемпионĕсем те пулĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=594&pos=18&id=257508

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика