МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок Патреккелтех юлчĕ

09 февраля 2013 г.

Патреккелĕнче йĕлтĕрçĕсемпе хоккеистсем ăмăртрĕç.

Чи малтанах районти тĕрлĕ ỹсĕмри йĕлтĕрçĕсем И.Ореховпа З.Каринкина спортсменсене асăнса йĕркеленĕ ăмăртăва хутшăнчĕç.

Районти хастар та вăйлă йĕлтĕрçĕсене пуçтарнă ăмăрту хĕрỹ иртрĕ. 1999 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех спортсменсене пĕрлештернĕ командăсенчен чи вăйлисем Аслă Елчĕксем, унтан Патреккелсемпе Чăваш Тăрăмсем пулчĕç. 1997-1998 çулсенче çуралнă вĕренекенсен командисенчен çĕнтерỹçĕ ята Аслă Елчĕксем тивĕçрĕç. Кĕçĕн Таяпа тата Лаш Таяпа шкулĕсен командисем 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсенче. 1995-1996 çулсенче çуралнă спортсменсен ушкăнĕнче чи хастаррисем Аслă Елчĕксем, унтан Лаш Таяпасемпе Курнавăшсем пулчĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри уйрăм спортсменсенчен М.Яковлева (Патреккел шкулĕ), Ю.Козлова (Кĕçĕн Таяпа), Н.Чернова (Лаш Таяпа), Г.Агеев (Аслă Елчĕк), Н.Суворов (Елчĕк), П.Малов (Аслă Елчĕк) пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Т.Смирнова (Кĕçĕн Таяпа), К.Маркова (Патреккел), Т.Филимонова (Аслă Елчĕк), С.Волкова (Хăвăлçырма), А.Родионова (Елчĕк), О.Молькова (Аслă Елчĕк), Романпа Родион Романовсем (Шăмалак), М.Мижеров (Лаш Таяпа), Д.Калашников (Аслă Елчĕк), Н.Сорокин (Лаш Таяпа) призерсен йышне кĕчĕç.

Педагогсенчен Л.Адюкова (Аслă Елчĕк), А.Васильев ("Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕ), Н.Карамаликов (Патреккел шкулĕ) палăрчĕç.

Патреккелти хоккей площадкинче çак кун Елчĕкпе Аслă Елчĕк ялĕсен пĕрлештернĕ команди, "Прогресс" ЗАОн (Патреккел), "Рассвет" (Тăрăм) тата Комсомольски районĕнчи "Нива" хуçалăх (Нĕркеç) командисем ăмăртрĕç. Вĕсем Патреккел шкулĕнче чылай çул физкультура учителĕнче тăрăшнă, 1972 çулта хоккей вăййин ăмăртăвне пуçарса янă Н.Ф.Рыбкина асăнса ирттерекен уçă турнирта вăй виçрĕç. Хоккеистсене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин саламларĕ, кашнинех ăнăçусем сунчĕ.

Çак площадкăра çамрăкран хоккейла выляса ỹссе ăсталăха туптанă Б.Клементьев судья вăйăсене тĕрĕс хаклассипе тимлерĕ. Хĕрỹ вăйăсенче куçса çỹрекен кубок Патреккелсенчех юлнине палăртма кăмăллă. Юлашки вăйăра вĕсем Елчĕксемпе Аслă Ел- чĕксен пĕрлештернĕ командине 4:1 шутпа парăнтарчĕç. Иккĕмĕш вырăна Елчĕксемпе Аслă Елчĕксен пĕрлештернĕ команди, виççĕмĕшне - Нĕркеç команди тухрĕç.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнă "Прогресс" ЗАО (ертỹçи П.Скворцов), Елчĕк район, Елчĕк ял тăрăхĕн (В.Сайкин) тата Патреккел шкулĕн (О.Петрова) администрацийĕсем, Патреккелти А.Сыкин, Т.Теплова, А.Гаврилов, Аслă Елчĕкри В.Чернов уйрăм предпринимательсем ырă ята тивĕç. Вăйăсене йĕркелесе ирттерессипе Юрий Петров, Алексейпе Петр Воронцовсем тимленĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=594&pos=20&id=257514

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика