МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубока хальхинче те Елчĕксем тивĕçрĕç

30 января 2013 г.

Елчĕкри физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплексра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокĕшĕн пыракан шкул ачисен спартакиадин программипе кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Ăмăртăва чаплăн уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, хушма пĕлỹ паракан "Юнитэкс" центрăн директорĕн çумĕ Г.Сурнаев, Чăваш Республикин кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн председателĕ Ю.Карпов, кире пуканĕ спорчĕн Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Б.Глинкин хутшăнчĕç, атлетсене ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртăва республикăри 16 районти 200 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Мала тухассишĕн Елчĕк тата Йĕпреç районĕсен командисем хушшинче хĕрỹ кĕрешỹ пулчĕ. Çапах та Елчĕксем пуçаруллăрах пулчĕç, çиччĕмĕш хут Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне тивĕçрĕç. Кунта О.Федоров тренерĕн тỹпи пысăк - вăл тăрăшнипе вĕренỹпе тренировка процесне тĕрĕс йĕркеленĕ, çавăнпа атлетсен кăтартăвĕсем те пысăк.

Хăйсен виçисенче А.Кожевников, А.Кузнецов (Елчĕк шкулĕ), И.Юхмин (Курнавăш шкулĕ), Е.Егорова, А.Марков (Кушкă шкулĕ) - пĕрремĕш, Н.Григорьев (Курнавăш шкулĕ), М.Никитина, А.Журавлев (Елчĕк шкулĕ) - иккĕмĕш, В.Мясников (Курнавăш шкулĕ), С.Титов (Елчĕк шкулĕ), А.Волкова (Хăвăлçырма шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсемпе грамотăсем парса чысларĕç.

 Аса илтеретпĕр: нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн Ю.Поповăн призĕсемшĕн кире пуканĕ спорчĕн республикăри уçă турнирĕ иртет. Унта Тутарстанри тата Ульяновск облаçĕнчи хăнасене те кĕтетпĕр.

А.Карлин сăн ỹкерчĕкĕнче: ăмăрту саманчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика