МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хыпарĕсем

30 января 2013 г.

Патăрьелĕнче 1997-1998 çулсенче çуралнă каччăсемпе хĕрсем хушшинче алă вăйĕ виçессипе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.

Елчĕк район команди турнирта виççĕмĕш вырăн йышăннă. Уйрăм виçесенче Наталия Солина (Тĕмер шкулĕ), Анна Гаврилова (Патреккел) çĕнтернĕ, Ольга Смолина (Çĕнĕ Пăва), Лолита Кузьмина (Лаш Таяпа), Николай Григорьев (Курнавăш) - иккĕмĕш, Маргарита Портнова, Люда Волкова (Елчĕк) виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

 

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче арçын ачасемпе хĕр ачасем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе районта чи вăйлисене палăртнă.

Хĕр ачасем хушшинче уйрăм виçесенче Анастасия Начарова, Татьяна Филимонова (Аслă Елчĕк) çĕнтернĕ. Арçын ачасен ушкăнĕнче Дмитрий Александров, Рональдо Кривов (Елчĕк), Зульфат Юсупов (Кушкă), Роман Патшин, Дмитрий Печков, Александр Чернов, Илья Чернов, Максим Свиягин (Аслă Елчĕк) мала тухнă.

Ăмăртура пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене йышăннă çамрăк спортсменсем республикăри шкул ачисен спартакиадин ăмăртăвĕнче район чысне хỹтĕлеççĕ. Вăл шăмат кун Йĕпреç поселокĕнче иртет.

 

Ульяновск хулинче чăвашсен "Кĕрешỹ" мелĕпе регионсем хушшинче иртнĕ уçă турнирта Елчĕк районĕн чысне Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Лаш Таяпа шкулĕсенче вĕренекенсем хỹтĕленĕ.

Владимир Никитин (Çĕнĕ Пăва) хăйĕн виçинче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Аслă Елчĕк шкулĕнчи Илья Чернов, Стас Мисяков - иккĕмĕш, Алексей Тябуков виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекен Максим Воронин та пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Хисеп грамотисене, парнесене тивĕçнĕ.

 

Шăмат кун Елчĕк районĕн вăтам ушкăнри хоккей команди "Ылтăн шайба" призĕсене çĕнсе илессишĕн финалти турнирта Аслă Елчĕкри хоккей площадкинче Патăрьелĕнчи çамрăк спортсменсене йышăннă.

Çивĕч кĕрешỹре площадка хуçисем хăнасене 3:4 шутпа выляса янă. Финалти вăйăсенче командăсен тата 4-шар тĕл пулу ирттермелле. Унăн итогĕсемпе çĕнтерỹçĕсене тата призерсене палăртаççĕ. Хоккей турнирĕ те шкул ачисен спартакиадин программине кĕрет.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика