МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаш Таяпара спорт уявĕ иртрĕ

23 января 2013 г.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А.П.Князев пуçарнипе хăйсен ĕмĕрне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ "Слава" хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ Дмитрий Иудичпа Клавдия Павловна Сметанинсен ывăлĕсене Владимирпа Петра асăнса спорт уявĕ иртрĕ.

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче, Кăшарнире, мероприятине савăнăçлă уçма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитетăн ертỹçи А.П.Князев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ Л.В.Левый, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕ Н.И.Анисимов, спорт ветеранĕ, "Стройхозтовары" АХОн генеральнăй директорĕ В.А.Меметов, çăмăл атлетика енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, XXVII Олимп вăййисен бронза призерĕ В.В.Андреев, П.П.Сидоров журналист, "Чувашхлебопродукт" АУОн генеральнăй директорĕн çумĕ А.П.Григорьев, Чăваш Республикин тренерĕ А.Ф.Унтин, Чăваш Республикин спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Г.А.Киров, В.Н.Яковлев хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен сăмахĕсенче Лаш Таяпа тăрăхĕнчен тухнă спортсменсем яланах мала тухма тăрăшнине палăртрĕç.

Спорт уявĕ пĕр тăван Сметанинсемпе çыхăннă.

Владимир Дмитриевич ялти шкула пĕтерсе аттестата алла илсенех, 1955 çулта, Ленинграда çул тытнă. Кунта экзаменсене ăнăçлă тытса Ленинла комсомол ячĕллĕ шыв айĕнче ишекенсен аслă тинĕс-çар училищине вĕренме кĕнĕ. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Училищĕне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче В.Сметанин шыв айĕнче ишекен кимĕн командирĕн аслă пулăшуçи. Вĕсен хăйне евĕрлĕ çар карапĕ Атлантика тата Лăпкă океанĕсен айккинче вырнаçнă вун-вун çĕр-шывра пулса курнă, Кариб тинĕсĕ таранах çитнĕ, Кубăра та темиçе хутчен пулнă. 1975-1978 çулсенче виççĕмĕш рангри капитан - десант карапĕн командирĕ. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн çар службинче пулнă хыççăн çар офицерĕ çемйипе Çĕнĕ Шупашкара куçса килет. Кунта хулари шкул ачисемпе пионерсен керменĕнче судомоделист- сен кружокне ертсе пырать, унтан троллейбус управленийĕнче гражданла оборона штабĕн начальникĕнче ĕçлет. Шел, çĕр-шывăн вунă орденĕпе медальне тивĕçнĕ отставкăри аслă офицер 1994 çулхи çурла уйăхĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

Сметанинсен кĕçĕн ывăлĕ Петр шкулта вĕреннĕ чухнех Володя пиччĕшĕ пек вăйлă та хăюллă пулма ĕмĕтленнĕ. Ятарлă тренер пулман пулин те "Слава" колхоз ĕçченĕ ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, кире пуканĕ тата штанга йăтассипе район чемпионачĕсенче палăрнă. 1977 çулта пĕрремĕш разрядлă спортсмен, Вăрнар поселокĕнче республикăри çуллахи ял спорт вăййисен финалти ăмăртăвĕнче икĕ енлĕ кĕрешỹре 210 килограмм пухса, çăмăл виçери штангистсенчен пĕрремĕш вырăна йышăннă.

Лаш Таяпари спорт уявне Шупашкартан, республикăри тĕрлĕ районтан тата кỹршĕллĕ Тутарстанран 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Тĕрлĕ енлĕн ăмăртрĕç вĕсем.

Кире пуканĕ йăтассипе турнирăн абсолютлă чемпионĕ ятне Чăваш ял хуçалăх академийĕн студентки Е.Еремеева, Ĕнел ялĕнчи спорт мастерĕн кандидачĕ Н.Николаев çĕнсе илчĕç. Спорт ветеранĕсенчен Çĕнĕ Эйпеç ял старости, 73 çулхи Г.Туманов, П.Сидоров, А.Кондратьев, Н.Сорокин (Лаш Таяпа) палăрчĕç. Çавăн пекех хăйсен ỹсĕмĕнче тата виçисенче С.Дмитриев, Н.Ксенофонтов, К.Дмитриева (Лаш Таяпа) чемпион ятне тивĕçрĕç.

Йĕлтĕрçĕсем хăйсем миçе çулта пулнине кура вунă ушкăнра вăй виçрĕç. Тĕрлĕ дистанцире Аслă Елчĕкри Ю.Адюковăпа П.Малов, Кĕçĕн Таяпари Ю.Козловăпа И.Головин, Тутарстанри Лашчапуçĕнчи Д.Никоновпа К.Петрова, Шăмалакри С.Сергеева, Таяпа Энтринчи В.Воробьев уйрăмах палăрчĕç.

Кире пуканĕ йăтакансем ăмăртнă вăхăтра Шупашкарти 61-мĕш вăтам шкулта вĕренекен, шашкăлла выляссипе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Д.Леонидов Лаш Таяпа ялĕнчи 20 шашиста хирĕç хăй пĕччен выляса çĕнтерчĕ.

Спорт уявĕнче шайбăпа хоккейла выляса мала тухас енĕпе те ăмăрту иртрĕ. Тăван ялĕнче Каçалсемпе ирттернĕ матчра Елчĕксен чысне В.Андреев олимпиецпа "Чувашхлебопродукт" АУОн генеральнăй директорĕн çумĕ А.Григорьев та хỹтĕлерĕç. Вĕсен туслă команди Каçал тăрăхĕнчен килнĕ хоккеистсене 10:3 шутпа çĕнтерчĕ.

Çакнашкал мероприятисем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма та май параççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=594&pos=48&id=255247

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика