МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александр Кедрова манмаççĕ

22 апреля 2015 г.

Александр Кедрова манмаççĕ

Иртнĕ эрнере Спорт çуртĕнче шкул ачисем хушшинче йывăр атлетсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăмăртăва Александр Кедрова (йывăр тăпри çăмăл пултăр) халалланă. Александр Николаевич йывăр атлетика енĕпе район чысне 1990-1996-мĕш çулсенче ăнăçлă хỹтĕленĕ, республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕ. 1996 çулта автоаварие пула унăн кунçулĕ вăхăтсăр татăлнă. Юлташĕсем Александр Кедрова асăнса çулсерен ака уйăхĕнче шкул ачисем хушшинче ăмăрту ирттереççĕ. Хальхинче турнира ирттерме Альметьевск хулинче тухтăр пулса тăрăшакан С.Карамаликов (вăл А.Кедровпа пĕр класра вĕреннĕ) укçа-тенкĕпе пулăшрĕ.

Малтанах помост çинче çамрăк хĕрсем тупăшрĕç. Хăйсен виçисенче Мария Яковлева, Алина Панкратова, Лина Ильина, Полина Андреева палăрчĕç. Вĕсем пурте Кивĕ Эйпеç шкулĕн чысне хỹтĕлеççĕ. Арçын ачасем хушшинче те хĕрỹ ăмăрту пычĕ. Икĕ енлĕ ăмăртура 53 кг пухса Аслă Пăла Тимешри Андрей Портнов 30 кг виçере чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Призлă вырăнсенче - Александр Овчинников (Аслă Пăла Тимеш), Алексей Панкратов (Кивĕ Эйпеç). Тепĕр виçере (34 кг) Елчĕкри Степан Демьяновпа Дмитрий Казеева çитекеннни пулмарĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Çĕнĕ Пăвари Андрей Ефремов. 38 тата 42 кг виçесенче çак ялти шкулта вĕренекен Андрей Паршуковпа Данил Викентьев çăмăлах çĕнтерме пултарчĕç. Призерсен шутне кĕме вара питĕ кăткăс ăмăртура Курнавăшри Сергей Микихинпа Максим Астраханов, Елчĕкри Дмитрий Борисовпа Дмитрий Исаев пултарчĕç. Кивĕ Эйпеçри Владимир Семенов чи йывăр штангăна парăнтарчĕ. Вăл - чемпион. Патреккелти Максим Марков - иккĕмĕш, Аслă Пăла Тимешри Тарас Тарасов виççĕмĕш вырăнсенче. 50 кг виçере Çĕнĕ Пăвари Алексей Чугунов, Аслă Пăла Тимешри Михаил Дмитриев, Елчĕкри Сергей Григорьев палăрчĕç. 56 килограмран çăмăлрах атлетсем хушшинче Артем Перцев икĕ енлĕ ăмăртура 153 кг пухса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Вăл Елчĕк шкулĕнче вĕренет. Унăн Кивĕ Эйпеçри юлташĕсем Алексей Носовпа Александр Ильин та призерсен шутне кĕчĕç. 62, 69 тата 77 кг виçесенче Çĕнĕ Пăвари Станислав Иванов, Василий Зайцев, Николай Конюков çамрăк спортсменсем çĕнтерỹ турĕç. Кĕмĕл медальсене Елчĕкри Александр Ишмуратов, Сергей Николаев, Антон Демьянов кăкăрĕсем çине çакса ячĕç. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине Виктор Шаурбин (Çĕнĕ Пăва) тата Курнавăшри Николай Григорьевпа Петр Ефимов хăпарчĕç.

Командăсем хушшинче Çĕнĕ Пăвари спортсменсем пуринчен нумай очко пуçтарса пĕрремĕш приза çĕнсе илчĕç. Вĕсене Н.Молоствов тренер спорт вăрттăнлăхĕсемпе паллашма пулăшать. Кивĕ Эйпеçсем - иккĕмĕш, Елчĕкри вăтам шкул ачисем виççĕмĕш вырăнсенче.

В.ДЕМЬЯНОВ, 
Раççей категориллĕ судья, СССР спорт мастерĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика