МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта - Европа чемпионачĕ

25 апреля 2015 г.

Пур пулăмăн та - хăйĕн пуçламăшĕ. 1965 çултан пуçласа 2008 çулччен командăсем хушшинче Европа Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем пулса иртнĕ. Хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинчи тупăшусем уйрăммăн пулнă. Асăннă тапхăрта пĕтĕмпе 29 турнир йĕркеленĕ. Вĕсенче арçынсем хушшинче СССР тата Раççей командисем çичĕ хутчен мала тухнă, хĕрарăмсем - вунçичĕ хут. Çакăн хыççăн Раççейĕн хĕрарăмсен команди тата вуникĕ хутчен (1997-2008) мала тухма пултарнă.

Çăмăл атлетсен Европăри команда чемпионачĕ пуçланнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха. Вăл кăçал Шупашкарта июнĕн 20-21-мĕшĕсенче улттăмĕш хут иртет. Пĕрремĕшĕ вара 2009 çулта Португалире пулнă.

Командăсем хушшинчи чемпионат тăватă лигăран тăрать. Супер тата пĕрремĕш лигăсем вуникĕ командăна пĕрлештереççĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем - 8-14 командăна. Кашни çулах супер лигăран виçĕ команда тухса ỹкет, вĕсен вырăнне пĕрремĕш лига ушкăнĕсем йышăнаççĕ.

Супер лигăра очкосене пĕтĕмлетессине ятарлă системăпа йĕркеленĕ. Çĕнтерỹçĕ пур енĕпе те 12 очко пухать, иккĕмĕшĕ - 11, виççĕмĕшĕ - 10. Пуринчен те ытларах очко пухнă команда Европа чемпионĕ пулса тăрать.

Чемпионат программи те хăйне евĕрлĕ. Кашни лигăрах спортсменсем (хĕрарăмсем те, арçынсем те) çирĕм енлĕ ăмăртусенче тупăшаççĕ. Çак шута икĕ эстафета та кĕрет.

Шупашкарта иртекен чемпионат пирки çакна каламалла. Командăсен Европăн VI чемпионатне Беларуç, Германи, Великобритани, Испани, Итали, Норвеги, Польша, Украина, Франци, Финлянди, Швеципе Раççей командисем хутшăнаççĕ. Ăмăртусем "Олимпийский" стадионта иртеççĕ, "Спартак" стадион та спортсменсене йышăнĕ.

Ăмăртусене июнĕн 19-мĕшĕнче, 20 сехетре Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра уçма палăртнă. Чемпионата 350 волонтер хутшăнать.

Раççейĕн пĕрлештернĕ командине Сочире май уйăхĕн вĕçĕнче Сочире иртекен Раççей чемпионачĕн, Мускав тăрăхĕнче июньте Ю.Печенкинана халалланă турнир пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх йĕркелеççĕ.

Стадиона лекес тесен, билетсем пирки хальтерех шутламалла. Хальлĕхе ăмăртусен сайтĕнче электронлă билетсене çеç туянма пулать. Çитес вăхăтрах вĕсене Шупашкарти кассăсенче те илме май пулĕ. Билет хакĕ стадион секторĕнчен килет, кашни куншăн 200-800 тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех, билетсене икĕ куншăн курттăмăн туянма та пур - вĕсем 300 тенкĕрен пуçласа 1200 тенкĕ таран тăрĕç.

ЧР Спорт министерствин пресс-служби.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика