МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем спортпа туслă

15 апреля 2015 г.

Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлура иртнĕ çул районта физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçсем мĕнле пынине тишкернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый палăртнă тăрăх, ку енĕпе 2014 çулхи кăтартусем начар мар.

"Ылтăн шайба" клубăн призĕсемшĕн пынă ăмăртусенче кĕçĕн, вăтам, аслă ушкăнсенчи çамрăк хоккеистсем вăй виçнĕ. Кĕçĕн ушкăнра хоккейла вылякансем Патреккелти тĕп шкулти А.Адюков, Аслă Елчĕкри В.Афанасьев физкультура учителĕсем ертсе пынипе республикăра иккĕмĕш вырăна тухнă, спорт хатĕрĕсене туянма 50 пин тенкĕлĕх, А.Адюков 10 пин тенкĕлĕх сертификатсене тивĕçнĕ. Çак ушкăн федерацин Атăлçи округĕн Ульяновск хулинче иртнĕ вăййисене хутшăннă, 16 командăран 6-мĕш вырăна тухнă. Аслă ушкăнри çамрăк хоккеистсем Вăрнар поселокĕнчи "Кристалл" катокра республикăри "Шанчăк" турнирта çĕнтерсе 20 пин тенкĕлĕх сертификата çĕнсе илнĕ, кубока, медальсемпе грамотăсене тивĕçнĕ.

А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн çитĕнĕвĕсем те чуна савăнтараççĕ. 600 ачана яхăн физкультурăпа спорта явăçтарнăшăн коллектив виççĕмĕш çул чи малти вырăна йышăнать. ДЮСШна диплом тата 40 пин тенкĕлĕх сертификат парса чысланă. Физкультурăпа спорт ĕçне халăха ытларах явăçтарнăшăн пирĕн район 26 район хушшинче 4-мĕш вырăна тухнă. Эпир Канаш, Патăрьел, Йĕпреç районĕсенчен çеç кăшт каярах.

Л.Левый А.Адюковпа В.Афанасьев тренерсене, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне Р.Григорьева, спортсменсене республикăра ăнăçлă ăмăртнăшăн тав турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин А.Адюковпа Р.Григорьева сертификатсем пачĕ.

Район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ В.Муратов электроэнергипе, çутçанталăк газĕпе, шывпа усă курнăшăн çынсем тỹлекен тарифсене патшалăх енчен мĕнле йĕркелесе пынипе паллаштарчĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ А.Сайкин пушар хăрушлăхĕ пирки чарăнса тăчĕ. Кăçал вут-çулăм алхаснă 4 тĕслĕх пулнă, вĕсенче 1 çын суранланнă. Пушарсен тĕп сăлтавĕ - электропралуксем кивĕ пулни. Вĕсене улăштарма укçа-тенкĕ те нумаях тăкакланмасть, анчах çакна районта пурăнакансем ăнланса каймаççĕ: укçа-тенкĕ перекетлес тесе вуншар пин тенкĕлĕх пурлăха çухатаççĕ. Кивĕ электропралуксене улăштарас пирки ĕçлемеллине район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тепĕр хут çирĕплетсе каларĕ.

А.Сайкин тирпей-илем кĕртнĕ чухне типĕ курăка çунтарнă чухне асăрханма кирлине те палăртрĕ.

Район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Павлова çурт-йĕрпе хуралтăсене, капиталлă строительствăн ытти объекчĕсене харпăрлăха куçарассине хăвăртлатма кирли çинчен чарăнса тăчĕ.

Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика