МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » С.Соловьев Тĕнче Кубокĕнче çĕнтернĕ

30 мая 2015 г.

Кавалта çуралса ÿснĕ, Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Олег Федоров ертсе пынипе кире пуканĕ йăтассипе привайхи утăмсем тунă, каярахпа Шупашкарта Б.Глинкин тренер пулăшнипе çулсерен пысăк ÿсĕмпе палăрнă Сергей Соловьев çĕнĕ çитĕнÿ тунă.

Вăл Санкт-Петербургра иртнĕ Тĕнче Кубокĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче 32 килограмлă икĕ кирĕ пуканне кăкăр çинчен тĕртсе тата кире пуканне сулласа йăтса ăмăртура 195 очко пуçтарнă, тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Тĕнче Кубокĕн ăмăртăвне тĕнчери 14 çĕршыври 120 спортсмен хутшăннă.

Пирĕн ентеш - çар çынни. Малтан Чулхулари, унтан Санкт-Петербургри çар инженерĕсем хатĕрлекен училищĕрен вĕренсе тухнă, çĕршыври, тĕнчери ăмăртусенче палăрнă. Халĕ Раççей çарĕн аслă лейтенанчĕ Сергей Соловьев Мускав çывăхĕнчи чаçре взвод командирĕ пулса службăра тăрать.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика