МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак пулма хатĕрленетпĕр

27 мая 2015 г.

Салтак пулма хатĕрленетпĕр

Çу уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнче «Орленок» тата «Зарница» çарпа спорт вăййисен районти финалĕ иртнĕ. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тĕп шкулсем 20 команда тăратнă, 168 çамрăк хутшăннă.

Малтанхи кун çарпа спорт вăййисене уçма хутшăннă Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи пайĕн начальникĕ С.Данилов çамрăксене совет халăхĕ Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнĕ çулталăкра иртекен çарпа спорт вăййисенче ăнăçлă ăмăртма ырă сунчĕç. Çав кун кăнтăрлачченех çарпа спорт вăййисен тупăшăвĕсем пуçланчĕç. Чи малтанах çамрăксем стройпа, юрă юрласа утма пĕлнине, строй уставĕпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ командăсене тĕрĕс пурнăçланине кăтартса пачĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш кунсенче автомата салатса пуçтарассипе, пневматика винтовкинчен тĕл перессипе, 100 тата 1000 метра чупассипе, гражданла оборона хÿтлĕхĕпе, теориллĕ ыйтусем çине хуравсем парассипе, пушартан сыхланассипе, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисемпе - пурĕ 13 ушкăна пĕрлештернĕ ăмăртусенче, конкурссенче тупăшрĕç.

Кăçалхи вăйăсенче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн «Орленок» тата «Зарница» икĕ отрячĕ те ăнăçлă ăмăртрĕ. Акă, 11 класра вĕренекенсенчен йĕркеленĕ команда Çар историйĕн викторинипе, вăй гимнастикипе, стройпа утассипе, шывра ишессипе /вăл маларах «Улăп» спорт комплексĕнче иртнĕ/, турист çулĕпе чăрмавсене çĕнтерессипе, спорт ориентированийĕпе пĕрремĕш вырăнсене, ытти ăмăртусемпе конкурссенче те иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Шкулăн «Зарница» отрячĕ те ăнăçлă ăмăртрĕ. Çапла майпа Елчĕк шкулĕ икĕ ÿсĕмре те çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çак кунсенче вĕренекенсем çамрăк армеецсен республикăри финалĕнче район чысне хÿтĕлеççĕ.

«Орленок» çарпа спорт вăййисенче кăçал иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Çирĕклĕ Шăхальти тата Курнавăшри шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсем йышăнчĕç. «Зарница» ушкăнĕнче вара иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кивĕ Эйпеç, Кĕçĕн Таяпа шкулĕсенчи ачасем пайларĕç.

Виçĕ куна пынă вăйăсенче ачасемпе çамрăксенчен чылайăшĕ пуçласа палаткăсенче пурăнса курчĕ, хăй валли апат-çимĕç хатĕрлерĕ, çи-пуçне тирпейлĕ те таса тытма хăнăхрĕ, салтак пăтти мĕн тутă каланине астиврĕ, хăйпе пĕр çултисемпе туслашрĕ. Çаксем вара пулас салтаксене те, хĕрачасене те пурнăçра кирлĕ пулаççех.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика