МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ çулĕпе

27 февраля 2013 г.

Лаш Таяпара Юрий Воронина асăнса хоккей турнирĕ ăнăçлă иртнĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче шкул командин хапхине хỹтĕленĕ Юрий Воронин "Ылтăн шайба" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн турнирта пĕр хутчен çеç мар палăрнă. 1978 çулхи турнирта вăл республикăри шкул ачисем хушшинче "Чи лайăх вратарь" ята тивĕçнĕ. Анчах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Унăн мăшăрĕ, Татьяна Дмитриевна, виçĕ ывăлне ура çине тăратнă. Александр, Андрей аслă пĕлỹ илнĕ, иккĕшĕ те ĕçлеççĕ. Кĕçĕнни, Алексей, 9-мĕш класра вĕренет. Воронинсем ашшĕ пекех хоккейла выляма юратаççĕ. Тăван çĕр-шыв сыхлавçин кунне халалласа тата ашшĕне асăнса ывăлĕсем хоккей турнирĕ йĕркеленĕ. Çамрăксем хушшинче Аслă Елчĕк команди пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Лаш Таяпа тата Яманчỹрел ялĕсен командисем.

Спорт ветеранĕсем хушшинчи ăмăрту та çивĕч, интереслĕ иртнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика