МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивальте тупăшрĕç

27 февраля 2013 г.

Çĕр-шыв хỹтĕлев- çин кунĕ умĕн физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплексра районти арçынсен спортăн иккĕмĕш фестивалĕ иртрĕ.

Кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркелерĕç фестивале. Унта ял тăрăхĕсен, полици пайĕн, ветстанцин, ДПМКн командисем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ Е.Михайлова сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.

Уяв программи анлă та пуян пулчĕ. Фестивале хутшăнакансем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç: йĕлтĕрпе чупасси, шывра ишесси, алă вăйне виçесси, сĕтел çи теннисĕ, волейболла вылясси, пневматикăлла винтовкăран пересси, дартс, турник çинче туртăнасси, канат туртасси.

Çанталăк лăпкă та хĕвеллĕ тăнине кура йĕлтĕрçĕсене ăмăртма меллĕ пулчĕ. Кунта Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчен килнĕ Ю.Рахмуллин, А.Веников мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кĕçĕн Таяпасемпе Елчĕксем.

Шывра ишессипе ирттернĕ эстафетăна кашни командăран виçшер спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсем пĕтĕмпе 100 метрлă дистанцине ишсе тухрĕç. Кунта Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнтерчĕ. Аслă Пăла Тимешсемпе Çирĕклĕ Шăхальсем те призерсен йышне кĕчĕç.

Алă вăйне виçессипе ăмăртăва С.Солин ертсе пычĕ. Атлетсем 75 кг çитичченхи тата 75 кг йывăртарах виçесенче тупăшрĕç. 75 кг çитичченхи виçере Аслă Таяпари А.Танкин палăрчĕ. С.Солин (полици пайĕ) тата С.Чермаков иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 75 кг йывăртарах виçере А.Дубинов (Кĕçĕн Таяпа), В.Архипов (Курнавăш), В.Васильев (Çирĕклĕ Шăхаль) мала тухрĕç.

Сĕтел çи теннисĕпе полици пайĕнчи Э.Никонов - пĕрремĕш,Кĕçĕн Таяпари Д.Некрасов - иккĕмĕш, Аслă Пăла Тимешри А.Портнов - виççĕмĕш вырăнсенче.

Арçын вăл салтак пулмах çуралнă. Çавăнпа та спорт фестивалĕн программине пневматикăлла винтовкăран перессине, дартс вăййине те кĕртнĕ. Винтовкăран перессипе Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн командинчи Г.Орлова çитекенни пулмарĕ. Унпа тупăшнă Г. Лапин (Курнавăш) тата А.Ишмуратов (Елчĕк) те призерсен йышне кĕме пултарчĕç. Дартс вăййинче вара Аслă Таяпари И.Сорокин, Лаш Таяпари В.Абдулкин, Кĕçĕн Таяпари Н. Михайлов палăрчĕç.

Турник çинче туртăнассипе Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн командинчи Г.Панкратовпа С.Шитухин команда пухмачне хаклă очкосем пухрĕç. Тăрăмри Сергейпе Николай Александровсем, Аслă Елчĕкри С.Горшковпа В.Волков та хăйсем чăннипех арçын пулнине çирĕплетсе пачĕç.

Волейболла вылякансем яланах куракансене хăйсем патне илĕртеççĕ. Фестиваль вĕçленичченех çĕнтерỹçĕ кам пулассине татăклăн калама йывăр пулчĕ. Виççĕмĕш вырăншăн полици пайĕн тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн командисем кĕрешрĕç. Çĕнтерỹ Аслă Пăла Тимешсен енче пулчĕ. Малти вырăна тухассишĕн Елчĕк тата Курнавăш ял тăрăхĕсен командисем тупăшрĕç. Тупăшу хĕрỹ пулчĕ. Çапах та Елчĕксем пĕрремĕш вырăнта. Иккĕмĕшне Курнавăшсем йышăнчĕç.

Арçынсен спорт фестивалĕ канат туртассипе вĕçленчĕ. Кунта полици пайĕнче ĕçлекенсем çĕнтерчĕç.

Фестиваль итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн команди çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕксемпе Кĕçĕн Таяпасем. Призерсем дипломсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=594&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=259566

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика