МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çỹл тỹпепе Çĕр-анне уявĕ - Акатуй йыхравларĕ

17 июня 2015 г.

Çỹл тỹпепе Çĕр-анне уявĕ - Акатуй йыхравларĕ

Чăваш халăхĕн йăли-йĕркинче мĕн авалтан упранса юлнă Акатуй - çĕр ĕçченĕн сумлă уявĕн пĕлтерĕшĕ паянхи куншăн та калама çук пысăк. Республикăра ялан малтисен ретĕнче - кашни çул пỹлме тулли тыр-пул пухса кĕртекен, фермăсенчи выльăхсен йышне, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессине ỹстерсе пыракан, çĕнĕ технологисене анлăн ĕçе кĕртекен Елчĕк районĕнчи ĕçченсен хăйсен чăн уявне кăмăлтан ирттерме сăлтавĕ те пур...

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче районта кăçалхипе 58-мĕш хут иртнĕ ĕçпе юрă тата спорт уявне Совет Союзĕн паттăр халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул, Раççейри Литература çулталăкне, Чăваш Енре - тĕнче поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 95 çул çитнине тата, паллах, Раççей кунне, ĕç паттăрĕсене савăнăçлă лару-тăрура чыслассине халалланă. Çакна уяв сценине капăрлатнă баннерсем, районти тĕп библиотека тата историпе тăван тавралăх музейĕн ĕçченĕсем, "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ, халăх промыслисен маçтăрĕсем, кашни ял тăрăхĕнчи шкулпа библиотека, "Хăна çуртĕнче" йĕркеленĕ куравсем, концерт программинчи юрă-кĕвĕ те уçăмлăн çирĕплетсе пачĕç.

Ярмăрккă урамĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вырăнсенчи ялхуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, ĕçре малта пыракансем утса иртеççĕ, шăпăр кĕввипе вĕсем тĕп сцена умне çывхараççĕ. Уяв акаçи йăли-йĕркипе паллаштаракан "Çăкăр - пирĕн пуянлăх" театрализациленĕ кỹртĕмрен пуçланчĕ. Çав вăхăтра Патреккелти халăх хорĕ, "Туслăх", "Варкăш" тата "Шуçăм" ушкăнсем "Алран кайми аки-сухи" юрра юрларĕç. Суха пуçĕпе ака тăвакан арçынсемпе хĕрарăмсем, вĕсем хыççăн кĕвентепе шыв йăтса утакан хĕрарăмсем хресчен ĕçĕ çăмăл пулманнине, чăвашсен наци поэминчи Нарспипе Сетнер тĕлпулăвне уçăмлăн сăнарласа кăтарма пултарчĕç. Çуткỹлĕнчи "Шанăç" фольклор ушкăнĕ салтак юррине ăста шăрантарчĕ. Чăвашсен авалхи йăли-йĕркине çирĕп астуса тăни тата ăна Акатуя килнĕ йышлă халăх умĕнче ĕненмелле кăтартса пама пултарни культура ĕçченĕсем малашлăхшăн пысăк тỹпе хывнине çирĕплетет. Çакăншăн вĕсене тав тумалăх пур.

Çăкăртан асли, хакли урăх нимĕн те çук. Район пуçлăхĕ Р.Молодова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çаврака çăкăра тирпейлĕн алла илнĕ тата унăн умĕнче пуç тайнă хыççăн сцена çине хăпараççĕ. Елчĕксене Акатуй ячĕпе саламлама Чăваш Республикинчи вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова, Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - К.Мифтахутдиновпа П.Краснов, М.Михайловский тата ытти хисеплĕ хăнасем те хутшăнчĕç.

Туслă Раççей çĕршывĕнче тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата ăнланса пурăннине эпир вырăнти нумай тĕслĕхпе те çирĕплетме пултаратпăр. Хамăр район территорийĕнче вырнаçнă Сăрьел тата Пикшик ялĕсенчи тутарсемпе хутшăнса район ырлăхĕшĕн тата унăн аталанăвĕшĕн пĕрлехи ĕçсене пурнăçлатпăр. Нумай çул туслă пурăннăран пĕр-пĕрин йăли-йĕркине лайăх пĕлетпĕр. Тутарсен нумай ĕмĕре тăсăлакан историйĕпе, культурипе мăнаçланатпăр. Вĕсем те чăвашсен йăла-йĕркине хисеплеççĕ. Пирĕншĕн пушкăртсем те çывăх. Акатуя Пушкăрт Республикинчи "Акарт" халăх фольклор ушкăнĕн артисчĕсем килсе çитни те çакна çирĕплетет. Вĕсем хăйсен савăнăçне Елчĕксемпе пĕрле пайлама кăмăл туни уяв ят-сумне тата ỹстерчĕ.

Пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх пытăр ĕмĕре!

Яту сан чаплă çăкăр ячĕпе

Пултаруллă тыр-пул ăстисене чĕререн ыр сунма сăлтавĕ пысăк - Елчĕк районĕ черетлĕ çуракире тĕштырă культурисене акса хăвармалли плана республикăра чи малтан пурнăçланă...

Уява савăнăçлă лару-тăрура уçма чи хастар ĕçченсем - 2015 çулхи ака чемпионĕ, "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхри Владимир Чернов механизатор, чи лайăх культура ĕçченĕ, Аслă Елчĕкри культура çурчĕн заведующийĕ Зинаида Кантеева тата районти чи лайăх спортсмен, Раççей спорт мастерĕ Александр Павлов тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсем Раççей Гимнĕн тата Елчĕк районĕн Гимнĕн кĕввипе Акатуй ялавне хăпартрĕç. Район пуçлăхĕ Р.Молодова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çĕр ĕçченне пархатарлă ĕçшĕн - çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа тата Акатуй уявĕпе пĕр куна килнĕ Раççейри кашни çыншăн уйрăмах паллă уявпа тата Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 95 çул çитнĕ ятпа саламларĕç. Раççейри Литература çулталăкне тата вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторне Константин Иванова халалланă çулталăка çỹллĕ шайра ирттерме пурне те ырлăх-сывлăх суннă район ертỹçисен сăмахĕсем çумне Шупашкар хăнисем - С.Петрова, К.Мифтахутдинов, П.Краснов, М.Михайловский хутшăнчĕç.

Чуна хавхалану, ăшăлăх кỹрекенни - чыслав саманчĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн ĕç ăмăртăвĕн куçса çỹрекен кубокне тата хаклă парнине иртнĕ çулхи пекех "Прогресс" акционерсен хупă обществи тивĕçнĕ. "Комбайн" ЯХПК - иккĕмĕш, "Сатурн" ЯХПК виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Пропашнăй культурăсене çитĕнтерессинчи ĕçлĕ ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх "АСК-Яльчики" ООО, ялхуçалăх техникине ака ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрлессинче Ленин ячĕллĕ ЯХПК чи лайăххи тесе йышăннă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче А.Севриков хуçалăхне палăртнă. "Рассвет" ЯХПК "Çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн, ăна сыхланăшăн, тăпра пулăхне ỹстернĕшĕн" конкурсра çĕнтернĕ. 2014 çулхи производствăпа финанс ĕçĕн кăтартăвĕсем тăрăх "АСК-Яльчики" ООО, "Энтепе" ООО тата "Победа" ООО мала тухнă.

Чыслав саманчĕ малалла тăсăлчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн "Энтепе" ООО директорне А. Васильева, "АСК-Яльчики" ООО директорне Ю. Галкина, "Эмметево" ООО директорне Ю.Лапшина тата Таяпа Энтринчи хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçине А. Петрова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене парса чыс турĕç. Канашри кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри уйрăмĕн водителĕ А.Журавлев, Г.Куприянов плотник, "Прогресс" АХОри В.Муравьев механизатор, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри С.Немцева бухгалтер Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, "Рассвет" ЯХПК экономисчĕ И.Тимофеева, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хутшăнакан А. Малов, "Сатурн" ЯХПКри П.Купташкин зоотехник "Единая Россия" партин Чăваш Республикинчи регионри уйрăмĕн Тав çырăвĕсене, тепĕр ушкăн - "Прогресс" АХОри О.Гаврилова бухгалтер-кассир, "Энтепе" ОООри С.Михеев тĕп агроном, "АСК-Яльчики" ОООри О.Трофимова бригадир, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри А.Филимонов инженер-механик, А.Шакин механизатор, "Победа" ОООри техника хăрушсăрлăхĕн инженерĕ Б.Эвриков Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Пирĕн районта пурăнакансен пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хаклани, чăннипех, савăнтарать. Ялхуçалăхĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Рассвет" ЯХПК механизаторĕ М.Петров Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине, "Прогресс" АХОри И.Борисова повар тата З.Доброхотова бухгалтер Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Тав хучĕсене, "Елчĕк районĕнчи "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ" автономи учрежденийĕн тĕп бухгалтерĕ Г.Капсулова професси ăсталăхĕшĕн тата нумай çул ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине мĕнпур ял-йыш умĕнче сцена çине тухса илнине курма питех те кăмăллă пулчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн "Муниципалитетăн ял тăрăхĕсен территорийĕнчи культура учрежденийĕсене тата вĕсен ĕçченĕсене патшалăх енчен пулăшасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн конкурсра çĕнтернĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çуртне (ертỹçи О.Муравьева)100 пин тенкĕлĕх сертификат, Раççей Пенси фончĕ йĕркеленипе иртнĕ "2014 çулхи чи лайăх страхланакан" конкурсра çĕнтернĕ "Комбайн" ЯХПКна (ертỹçи Г.Федоров) Диплом пачĕç. "Фермер ĕçне йĕркелесе яракансене 2015-2017 çулсенчи тапхăрта пулăшасси" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн Аслă Пăла Тимешри Н.Портновăна хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелеме тата аталантарма грант илмелли сертификат, "Рассвет" ЯХПК ĕçченне М.Сергеевăна тата "Прогресс" АХОри А.Выйгетов слесаре пурăнмалли çурт-йĕр тума (туянма) социаллă тỹлев уйăрасси çинчен свидетельствăсем пачĕç.

Ĕç ветеранĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята парас енĕпе йышăннă 90-мĕш Указне улшăну кĕртесси çинчен" 155-мĕш Указĕнчи улшăнусем 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Указри улшăнусемпе килĕшỹллĕн "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли ĕç стажĕн виçине 2,5 çул чакарнă: арçынсем валли кирлĕ стаж 42 çул та 6 уйăхпа, хĕрарăмсен 37 çул та 6 уйăхпа танлашать.

Çавна май Акатуйра ĕç ветеранĕсене чысласси те тĕп вырăнта пулчĕ. "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята ĕç стажне чакарнă май илнĕ "Прогресс" АХОра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Н.Мальцев, нумай çул Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче, хальхи вăхăтра Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕнче каменщик пулса тăрăшакан В.Горшков, Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче ĕçленĕ Н.Куприянова, Елчĕкре пурăнакан, тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă З.Тябукова питех те кăмăллă.

- Хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулнишĕн, паллах, чĕререн савăнатпăр. Пирĕн ĕçе тивĕçлипе хакланăшăн пысăк тав, - терĕç хисеплĕ ĕç ветеранĕсем.

...Эпир хăватлă та вăйлă Раççей çĕршывĕнче пурăннипе мухтанма пăрахмастпăр. 14 çул тултарнă кашни çын Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен тĕп документа алла илет. Раççей уявĕ кунĕ Раççейĕн çамрăк гражданинĕсене паспорт парса чыслани те эпир çĕршыв гражданинĕ пулнипе мăнаçланнине çирĕплетрĕ. Çак сумлă тивĕçе хамăр ентеш, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, нумай çул Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулса ĕçленĕ М.Михайловский пурнăçларĕ. Е.Афанасьева (Тăрăм), И.Портнова (Таяпа Энтри), Е.Мясникова (Курнавăш), Д.Кучков (Тỹскел), Ю.Веникова (Аслă Пăла Тимеш) çамрăксемшĕн пурнăçри пĕрремĕш документа - паспорта алла илнĕ кун нихçан асран тухми паллă пулса юлĕ.

Тракторсем çинчен те пĕлтĕмĕр

1920 çулхи чỹк уйăхĕн 2-мĕшĕнче В.И.Ленин Халăх Комиссариачĕн Канашĕн "Пĕрлехи трактор хуçалăхне йĕркелесси çинчен" Декретне алă пусса çирĕплетнĕ. Историри çак паллă пулăм Чăваш автономине тата унăн ертсе пыракан органĕсене йĕркеленипе пĕр вăхăта килнĕ. Çакна асра тытса уява йĕркелекен ушкăн район шайĕнчи мероприятие çỹллĕ шайра кăтартас тĕллевпе Акатуйра тĕрлĕ çулсенче кăларнă тракторсен куçса çỹрекен музейĕн куравне йĕркелеме кирлине ăнланнă. Ăна ятарласа Шупашкартан кỹрсе килнĕ.

Музей куравĕпе ваттисем те, çамрăксем те кăсăкланса паллашрĕç. 1924 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Ленинградри "Красный путиловец" заводра пĕрремĕш трактор - "Фордзон-путиловец" туса кăларнă. 1932 çулччен çакăн йышши "хурçă утсем" завод конвейĕренчен 36 пин ытла тухнă. Коллективизаци тапхăрĕнче вĕсемпе уйрăмах анлăн усă курнине пĕлетпĕр. 1937 çулта Сталинградри тата Харьковри трактор завочĕсенче СТЗ-НАТИ тата ХТЗ-НАТИ йышши гусеницăллă тракторсем кăларнă. Вĕсен конструкцийĕсем пĕрешкел пулнăран каярахпа ăна СХТЗ-НАТИ ятпа кăларма тытăннă, 1938 çулта Париж хулинче иртнĕ Пĕтĕм Тĕнчери куравра вăл çỹллĕ шайри награда - "Гран-при" çĕнсе илнĕ. 1940 çул тĕлне тĕнчери гусеницăллă тракторсен 40 процентне Совет Союзĕнче туса кăларни паллă пулнă. Алтайри, Владимир, Киров, Липецк, Минск тата ытти хуласенчи заводсен ят-сумĕ те пысăк.

"Хăна çурчĕ", лавккасем илĕртеççĕ

Ырсамай çырма хĕрринче ỹссе ларнă ял тăрăхĕсен Хăна çурчĕсем çулран-çул капăрланса, хитреленсе пыни кашни çулхи тĕслĕхре яр уççăн палăрса тăрать.

Çуртсене анатри чăвашсен ĕлĕкхи йăли-йĕркине асра тытса хăтлăх кĕртме тăрăшнине, кашни килте хăнасене тараватлăн кĕтсе илнине - тутлă апат-çимĕçпе, чăваш сăрипе сăйланине палăртатпăр. Ял тăрăхĕсем, вырăнти ялхуçалăх предприятийĕсемпе культура учрежденийĕсем хăна çурчĕсене тивĕçлĕ шайра кăтартассишĕн хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хываççĕ.

Кашни кил, унăн хуçи хăйне евĕрлĕ. Кунта та çаплах. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн хăна çурчĕ Г.Н.Волков академик пурнăçĕпе тата ĕçĕпе çыхăннă экспонатсемпе пуян пулчĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ Энтепе ялĕнче çуралнă, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă Совет Союзĕн Геройĕпе Семен Андреевпа тивĕçлипе мухтанать. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн хăна çуртĕнче кăсăклă музей экспоначĕсемпе анчах мар, чĕрĕ чĕрчунсемпе паллашма, вĕсемпе сăн ỹкерттерме те май пулчĕ.

Жюри членĕсем Хăна çурчĕсене хакланă чухне вĕсем паянхи тĕп темăсене мĕнле кăтартса пама пултарнине мала хунă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине анлăн сăнарланă, Раççей уявĕпе Чăваш автономине йĕркеленипе çыхăннă, Литература, Константин Иванов çулталăкĕ пулнине çирĕплетекен витĕмлĕ материалсене шута илнĕ хыççăн Елчĕк, Курнавăш, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсене - пĕрремĕш, Çирĕклĕ Шăхаль, Тăрăм, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсене - иккĕмĕш, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсене виççĕмĕш вырăнсене йышăннине пĕлтернĕ.

...Ирхине сакăр сехет çитичченех тĕрлĕ таварпа сутă тăвакан лавккасенчен темĕн те пĕр туянма пулчĕ. Тĕтĕмленĕ какая темиçе çĕрте те сутрĕç пулин те "Прогресс" АХО вырăнта çитĕнтернĕ аш-какайран пĕçернĕ шашлăка çынсем черет тăрса туянчĕç.

- Ăна сакăр фляга какайран пĕçертĕмĕр, юлашкинчен ывăнсах çитрĕмĕр, - теççĕ поварсем. Шăхличĕ сутакансем нумаййăн пулнăран ача-пăча ăна хапăлласа туянчĕ. Тавралăх шăхличĕ, ача-пăча сассипе тулни ĕлĕкхи ырă вăхăтсене - ачалăха аса илтерчĕ...

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хамăр ентеш З.Воронова кăтартнă экспозицисемпе, Чăваш Республикин халăх художество промыслисен маçтăрĕсен ĕçĕсемпе, Кỹкеçри "Паха тĕрĕ" фирмăн "ылтăн" алăллă ĕçченĕсем тĕрлесе эрешленĕ çи-пуçĕпе, Чăваш кĕнеке издательствинче пичетлесе кăларнă çĕнĕ кĕнекесемпе те Елчĕксем кăсăкланса паллашрĕç.

...Сăмах май, районти Акатуя тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерессинче район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи А.Александрова хăй çине уйрăмах пысăк яваплăх илнине те палăртмасăр хăвараймăн. Шăпах вăл пуçарнипе тата тăрăшнипе уява Пушкăрт Республикинчи "Акарт" халăх фольклор ушкăнне йыхравлама май килнĕ, республикăри çамрăксен тата пуканесен театрĕсем пулăшнипе театрти геройсен балне йĕркеленĕ... Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - оргкомитет председателĕ Л.Левый район администрацийĕнче тунтикун иртнĕ канашлура çакна уйрăммăн палăртса каланă.

Светлана АРХИПОВА.

"Вула, Елчĕк ен халăхĕ"

Лапама аниччен "Литература çулталăкĕ" тесе çырнă плакат инçетренех куçа илĕртрĕ. Ун çумĕнчех Чăваш кĕнеке издательствин палатки вырнаçнă. Çĕнĕ кĕнекесем, канцеляри таварĕсем туянакансем те сахаллăн мар. Елчĕксем Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан çĕнĕ кĕнекесемпе интересленни, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ илемлĕ кĕнекесене туянни кăмăла çĕклерĕ.

"Ырсамай" культурăпа кану паркне пырса кĕнĕ çĕрте вара икĕ айккипе те Раççейри Литература, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкне халалласа йĕркеленĕ пысăк та капăр "Вула, Елчĕк Ен халăхĕ" литература кил-çурчĕ хăй патне йыхравларĕ. Кашни ял тăрăхĕ, çав тăрăхри кашни шкул кĕнекепе çыхăннă тĕп мероприятие пысăк хавхаланупа, ăсталăхпа хатĕрленни куçкĕрет. Литература кил-çуртне кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул, праçник шăпах Раççей кунĕнче иртнĕрен, Тăван çĕршывăмăра, çавăн пекех кăçалхи паллă пулăмсене, вĕсем пирки маларах асăнтăмăр, халалланăран кашни ял тăрăхĕн кăтартмалли ĕçсем сахал мар. Акă, "Кĕнеке урлă - халăхсен пĕршухăшлăхĕ патне" çĕнĕ кĕнекесен салонĕ хăнасене хăй патне кăчăк туртрĕ. Çак куравăн тĕп тĕллевĕ - Раççей Федерацийĕнчи халăхсен литературине вулакансем патне çитересси.

Выставкăра тĕнче шайĕнчи, пирĕн çĕршывăмăрти чылай халăхăн произведенийĕсемпе паллашма май пулчĕ. Тĕнче чăннипех те культура, литература урлă уçăлать. Енчен те вак халăхсен те тĕнче шайĕнчи литература пулсан вĕсем пĕчĕк мар. Çакна Атăлçи, Прибалтика тата ытти халăхсен костюмĕсене тăхăннă пуканесем те, тĕнчипех палăрнă чăваш литературин классикĕ Константин Васильевич Иванов çырнă "Нарспи" поэма та çирĕплетет. Куравра "Нарспие" чăвашла, тутарла хытă сасăпах вулани Акатуя пынисен асĕнчен часах тухмĕ.

Кĕçĕн Таяпа библиотекин заведующийĕ С.Агеева ертсе пынипе "Салампи" клуба çỹрекенсем "Нарспи" поэмăри кашни сăнара чĕрĕ сăн кĕртнĕ. Пуканесенче кашни ỹсĕмри Нарспие курма пулать. Алă ăстисен ĕçне укçапа хаклаймăн, епле илĕртỹллĕ те капăр, пуян вĕсен пуканийĕсем. Тухья тăхăннă, шỹлкеме çакнă... Кунтах Сетнерпе Тăхтаман та пур.

"Нарспие вулатпăр" флешмоб иртен-çỹрене пурне те тыткăна илчĕ.

"Елчĕксем литература тĕпелĕнче" вара хамăр тăрăхри пултарулăх çыннисен ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашма тỹр килчĕ. Литература каçалăкĕнче Елчĕксем пĕрин хыççăн тепри пысăк утăмсем тăваççĕ. Сăвă-калав çыракансем те йышлăн пирĕн, драматургире пĕрремĕш утăмсем тăвакансем те çук мар. "Пурнăç тăршшĕпе кĕнекепе" ятлă çĕнĕ кĕнекесен презентацийĕ кĕнеке тусĕсене пуçтарчĕ. Кунтах вулакансем Л.Федорова, П.Сидоров, Н.Малышкин, Г.Енейкина, Н.Левая, В.Кириллова авторсемпе куçа-куçăн тĕл пулчĕç. Вĕсен кĕнекисенчен йĕркеленĕ курав халăха йышлă пуçтарчĕ. Любовь Федоровăпа Нина Левая тинтерех çеç пичетленсе тухнă кĕнекисене районти тĕп библиотекăна парнелерĕç.

Акатуй тĕлне районти тĕп библиотека ĕçченĕсем çĕнĕ проект хатĕрленĕ. "Елчĕк районĕн литература картти" презентацийĕпе паллашма тỹр килчĕ кунта. Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă паллă поэтсемпе писательсен, хальхи литературăра паллă йĕр хăварнă ентешсен кун-çулне, карттă тăрăх вĕсем хăш ялта çуралса ỹснине лайăх пĕлме пулать. Самана таппинчен юлман библиотекарьсем хăйсен ĕçне тăтăшах çĕнетсе пыраççĕ. Вĕсен çĕнĕ презентацийĕпе тĕп библиотекăн сайтĕнче ятарлă баннерта паллашма май пур.

Уявра "Библиотека сунчăк айĕнче" вулав залĕ ĕçлерĕ. Библиотекарьсем вулама юратакансене çĕнĕ, интереслĕ журналсемпе, кĕнекесемпе паллаштарчĕç. Кунтах буккроссинга, "Кĕнекене çулçỹреве яр" акцие хутшăнса хăйсене килĕшекен журналсемпе кĕнекесене вулакана парсах ячĕç. Вăл вара хăй вуласа пĕтерсен ăна тепĕрне парать. Çапла вара вулакансем библиотекăна парнеленĕ кĕнекесем "çулçỹревех" тухаççĕ.

Ватти-вĕтти кĕнекесенчен хăйне евĕрлĕ арт-объект тунă çĕре те хутшăнчĕç. Çак вăйăра тупăшакансем парнесемпе призсем илме те тивĕç пулчĕç.

Чăваш наци костюмĕсене тăхăнса сăн ỹкерĕнни, вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăри сăнарсем тăрăх йĕркеленĕ арт-мастерской куракансен кăмăлне кайни куç умĕнчех. Çавăн пекех хăнасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине, Раççей кунне тата Чăваш Республикин автономине туса хунăранпа 95 çул çитнине халалланă куравсемпе экспозицисене курса çỹреме кăмăл турĕç.

"Читалия" çĕршывра ача-пăчана вĕсем юратакан юмахсен кĕнекисем, вĕсенчи сăнарсем кĕтсе илни шăпăрлансен пит-куçĕсене хĕм сапрĕ. Юмахри паттăрсемпе асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕ ача-пăча. Асамлă юмахсенчи паттăрсем литература кил-çуртĕнче кăмăллăн утса çỹрени уява илем кỹчĕ.

"Елчĕк ен" хаçат коллективĕ те уявран аякка тăрса юлмарĕ. Литература кил-çуртĕнче пирĕн район хаçачĕн куравĕпе те паллашрĕç хăнасем. Уйрăмах район хаçачĕ инçетрен килнĕ хăнасене тыкăнларĕ. Вĕсем 83 çул тухса тăракан хаçат историйĕпе, кивелсе сархайнă подшивкăсемпе кăсăкланса паллашрĕç. Кунтах хаçат редакцийĕ кăларнă кĕнекесемпе, вĕсен авторĕсемпе паллашма май пулчĕ. Район хаçатне 2015 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнакансем те пулчĕç. Кĕçĕн Таяпари С.Петров, Ĕнелĕнчи М.Клементьева малашне те "Елчĕк ен" хаçатпа туслă пулассине, район хаçатне юратса вуланине уççăн пĕлтерчĕç.

Сăн-питре хĕвел шевли вылять, чунсенче телей юрри юрлать...

Яланхиллех ĕçпе юрă, спорт уявĕн концерт программи пуян пулчĕ. Çавăнпах сцена çывăхĕнче, çỹллĕ сăрт çинче тăрса-ларса куракансем те йышлăн. Çирĕп йăлана кĕрсе кайрĕ-ши, кашни çулах Акатуй уявĕнче çанталăк ытти кунсенчен сулхăнрах тăрать, кăшт çумăр пĕрĕхсе илсе уяв хăнисене килĕсене сапаласа ярать. Лỹшкентерсе çăвасчĕ те çумăрĕ, çук вĕт, пĕрĕхнипех лăпланать.

Чăвашсен чи пысăк уявĕн концертне яланхиллех Патреккелти халăх хорĕ уçрĕ. Раççей кунне халалласа "Сыны России", "Тăван ялăм" юрăсене шăрантарчĕ хор. РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов ертсе пыракан хор кашни çулах районти Акатуя кăна мар, ун тулашĕнчи уявсене те активлă хутшăнать. Вĕсен юррисене куракан яланах хапăл туса кĕтсе илет. Патреккел хорне çỹрекенсем мăшăрпа та, квартетпа та тĕрлĕ çепĕç юрăсене халăх патне çитереççĕ. Хальхинче те Марковсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Елчĕкри искусство шкулĕнчи преподавательсемпе унта ăсталăх туптакан ачасен ăсталăхĕпе эпир кирек мĕнле уявра та паллашатпăр. Темиçе сасăпа юрлакан "Мерченсене", тĕрлĕ халăх ташшине ташлакан "Вдохновение" ушкăна районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ шайри конкурс çĕнтерỹçисем.

Паян районти ватти-вĕтти те юрă-ташăпа туслă. Пушă вăхăта ялти клубсенче ирттерме тăрăшать ял çынни. Çавăнпах фольклор ушкăнĕсенче тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем те йышлă. Акă, Вырăскассинчи "Шанăç" халăх, Тỹскелти "Шуçăм" фольклор ушкăнне çỹрекенсем пĕрре те ватăлма пĕлмеççĕ.

...Карталанса вăййа тухар пĕрле,

Кашнин чĕри паян хавассăн таптăр,

Акатуя килсен хăна вĕрле,

Сăпайлă шăпăр таврара янратăр...

Хальхинче Вырăскасси хĕрĕсемпе каччисем "Сире курсан чун савăнать" тата "Чăваш ташши" юрăсем шăрантарчĕç. Тỹскелсем юрланă "Сĕрен" чăваш халăх юрри инçете саланчĕ.

Елчĕкри клуб тытăмĕнчи "Туслăх" ушкăн ветерансен пултарулăх ушкăнĕсен республикăри фестиваль-конкурсне хутшăнса дипломантсем пулса таврăннă. Вĕсен "Шурă çỹçлĕ салтак-ветеран", "Я люблю тебя, жизнь" юррисем чун-чĕрене çĕнтерỹ туйăмĕсем парнелерĕç. Тăрăмри культура центрĕ çумĕнчи "Алмантай" ушкăн шăрантарнă "Тăван тути пыл тути"юрри куракансен кăмăлне çĕклерĕ.

Юрла, чăваш! Ăшпиллĕн киленсе,

Тĕнче сана хăй ырлăхне пиллетĕр.

Çунатлă юрă вĕçтĕр çĕкленсе,

Чăваш юрри, янра! Çĕршыв итлетĕр!

Аслă Пăла Тимешри "Пăла", Энтепери "Вунтỹпе", Аслă Таяпари "Шанчăк", Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи хор тата "Тарават" фольклор ушкăнĕсен юрри-такмакĕсем куракансен кăмăлне кайрĕç. Яманчỹрелĕнчи "Сармантей" фольклор ушкăнне çỹрекенсем ĕлĕкхи "Ача-пăча вăййисене" кăтартса пачĕç. Кăçал Лаш Таяпари "Тайпи" фольклор ушкăнĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче юрланă юрăсен республикăри конкурсне хутшăннă. Унта ăсталăхпа палăрнă коллектив Акатуйра "Таса уйра" чăваш халăх юррипе тыткăнларĕ. Яманчỹрелĕнчи "Эткер", Лаш Таяпари "Сударушки" фольклор ушкăнĕсем, Кĕçĕн Таяпари "Салампи" ансамбль вырăс-чăваш халăх юррисене илемлĕн шăрантарни таврана саланчĕ. Курнавăшри О.Шмелевăпа М.Корнилова, Е.Смолинăпа Г.Иванова дуэчĕсем "Ай-ай-ай" тата Фарида репертуарĕнчи "Самана", Аслă Елчĕкри К.Агеева "Волшебное лукошко" юрăсемпе тыткăнларĕç. .

...Çĕрĕм-шывăм, чечеклен,

Çыннусем хастар, ĕçчен.

Юхтăр юрă таврара

Уяври уçланкăра.

Куракансене Елчĕкри клуб тытăмĕнче ĕçлекен çамрăк шăпчăкăн - И.Александрован сасси тыткăна илчĕ. Регионсем хушшинчи эстрада юррисене юрлакансен "Вирьял шевлисем" конкурсра Гран-прие çĕнсе илнĕ Инна Елчĕк ен хăнисемпе халăхне "Телейлĕ пул" юрă парнелерĕ. Юрă авторĕсем - Н.Малышкинпа В.Захаров пултарулăх çулĕнче пĕрремĕш сулмаклă утăмсем тăвакан юрăçа парне парса чыс турĕç. В.Панкратова, Э.Степанов, С.Баранов юрăçсем, "Кумсем", "Варкăш" ансамбль юрри-ташши "Ырсамай" улăхне инçете-инçете саланчĕ.

Уяв концертне Шупашкартан килнĕ юрăçсем - А.Савельева, Ю.Петухов тата В.Мешков пуянлатрĕç. Çавăн пекех Акатуя Пушкăртстан Республикинчи Мишкино районĕнчи Баймурзино ялĕнчи "Акарт" фольклор ансамблĕ килсе çитнĕ. Çак ансамблĕн пултарулăх ертỹçи В.Хамитов хăй вăхăтĕнче Елчĕкри И.Шурбин баянистпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче пĕрле вĕреннĕ. Туссем туслă çыхăнăва паян та татман. Пушкăртстанра пурăнакан çармăссен "Акарт" ушкăнĕ иртнĕ çул халăх ятне тивĕçнĕ. Кỹршĕсен аслă ăру çыннисенчен йĕркеленĕ фольклор, ачасен ташă ушкăнĕсен пултарулăхне Елчĕксем хапăл туса йышăнчĕç.

Вылярĕ, савăнчĕ халăх вăйăсенче

Юрă-ташă ытамне путнă халăх тĕрлĕ вăйăсем выляса киленчĕ. Чи малтанах ача-пăчапа, çамрăксем силленсе тăракан пĕрене тăрăх утса кантрапа çыхнă чăхха туртса илмелли вăйăра тупăшрĕç. Туртса илсен килне чăхпа каять çĕнтерỹçĕ, илеймесен - шыва чăмать. 15 чăх та хуçисене тупрĕ. Вĕсен йышĕнче чи маттуррисем - А.Ефимов (Тăрăм), В.Ефунгов (Шупашкар), К.Ишмуратов (Елчĕк), Р.Клементьев (Ĕнел).

150 килограмм таякан трактор урапине кустаракан паттăрсенчен чи вăйлăраххисем В.Архиповпа (Елчĕк) тата С.Чермаков (Исемпел) пулчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те урапана 15 хутчен кустарса пĕрремĕш вырăна тухрĕç.

Хапха урлă 16 килограмлă кире пуканне ывăтнине пăхса тăма та кăмăллă пулчĕ. Кăçалхи çĕнтерỹçĕ - А.Шляпин (Елчĕк). Ун хыççăн С.Чермаков (Исемпел) тата А.Кузнецов (Елчĕк). К

уçа хупса чечек савăтне çапса çĕмĕрес, ăна çĕмĕрсен чỹлмеке пуçтарăннă укçана илес текенсем хушшинче шкул ачисем йышлăн тупăшрĕç.

Халăх вăййисене çамрăкран выляса ỹсни вăй-хала ỹстерме, тăван халăхăн йăли-йĕркине асра тытма май парать. Çавăнпах юлашки çулсенче çак вăйăсем ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче çирĕпленсех юлчĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Ĕçпе спорт яланах юнашар

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Акатуйра спорт ăмăртăвĕсем икĕ кун тăсăлаççĕ. Кĕçнерникун Елчĕкри тĕп стадионта Чăваш наци кĕрешĕвĕ, хĕрарăмсем волейболла вылясси, мини-футбол енĕпе ăмăртусем иртрĕç.

"Кĕрешỹ" - Чăваш наци спорчĕ. Ăна аталантарассипе Аслă Елчĕк каччи, Раççейри "Кĕрешỹ" федерацийĕн президенчĕ Виталий Васильев тăрăшать. Хăйсен виçисенче Аслă Елчĕкри С.Мисяков, А.Тябуков, Патреккелĕнчи Д.Петров, Кушкăри А.Блинов, Лаш Таяпари А.Арефьев палăрчĕç. Сăмах май, Елчĕкри Д.Александров, Лаш Таяпари А.Арефьев "Кĕрешỹ ăсти" паллăна тивĕçрĕç.

Мини-футбол вăййине пăхса тăма та кăсăклă пулчĕ. Финалта "Прогресс" тата Лаш Таяпа командисем тĕл пулчĕç. Тĕп вăйă 1:1 шутпа вĕçленчĕ. Мĕн тăвăн, спортра яланах тупăшу пысăк. Çапах та пенальтипе "Прогресс" команда çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Лаш Таяпасемпе Кушкăсем.

Хĕрарăмсем волейболла выляссипе палăрчĕç. Çак турнирта Çĕнĕ Пăвасене çитекенни пулмарĕ. Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн, Елчĕк ял тăрăхĕн волейболисткисем те призерсен йышне кĕчĕç.

Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче спорт ăмăртăвĕсем малалла тăсăлчĕç. Ăмăрту çăмăл атлетсен хутăш ăмăртăвĕпе пуçланчĕ. Тĕп шкулсенчен Елчĕксем палăрчĕç. Вĕсенчен Чăваш Тăрăмсемпе Хăвăлçырмасем кăшт çеç каярах юлчĕç. Вăтам шкулсенчен Елчĕксем икĕ команда тăратнă. Вĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Çирĕклĕ Шăхальсем финиша виççĕмĕш çитрĕç. Ял тăрăхĕсен командисен ушкăнĕнче Кĕçĕн Таяпари çăмăл атлетсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕксемпе Курнавăшсем.

Куракансене кăсăклантараканни, паллах, лашасен ăмăртăвĕ. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, хальхи вăхăтра районта 256 лаша шутланать. Кашни çулах вĕсен йышĕ чакса пырать. Тен, малашне лашасем çухалакан выльăхсен шутне кĕмĕç-ши? Çакăн пирки ялта пурăнакансен шухăшласа пăхмаллах.

Çапах та кашни Акатуйрах йĕркелỹçĕсем çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшаççĕ. Акă, кăçалхи çурхи уявра пĕр тонна груз турттарассине программăна кĕртнĕ. Кунта çĕнтерекен район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă призне - тихана тивĕçнĕ. Шел, ăна кỹршĕсем - Комсомольски районĕнчи "Урожай" хуçалăхран илсе кайрĕç. Вунпĕр лаша хутшăнчĕ тупăшăва. "Прогресс" АХОри С.Мартынов - виççĕмĕш, "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхри В.Сергеев иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Кăçал пони лашасемпе сĕрен яни те çынсене кăсăклантарчĕ. Шупашкар районĕнчи Ю.Кормишина уйрăм предприниматель Елчĕксене савăнтарма кăмăл тунă. В.Олигер, К.Можас, А.Иванова хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

300 килограмм груз тиенĕ лашапа кам мала тухĕ? 800 метрлă дистанцине çĕнтерме 8 лаша хутшăнчĕ. Çапах та Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕнче тăрăшакан Н.Макаров хăйĕн "Мрамор" лашипе малти вырăна тухрĕ. "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхри В.Сергеев, Б.Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Р.Никифоров та чыса тивĕç.

Лашасемпе сĕрен яни те халăха илĕртет. Кунта А.Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи П.Павлов, Тутарстанри Пăва районĕнчи С.Макаров, В.Смирнов хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Н.Лебедев мала тухма пултарчĕç, хисеплĕ призсене тивĕçрĕç.

Пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксене чуптарса А.Пыркин ("Комбайн" ЯХПК), Пăва районĕнчен килнĕ Н.Макаров, В.Павлов ("Победа" сахал яваплă юлташлăх) та хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç.

Ăмăрту хыççăн ăмăрту. Арçынсенчен волейболла выляссипе Кỹлпуç ялĕнчи Дудкинсен туслă команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсем.

Акатуйăн илемĕ - кĕрешекенсем. Ирĕклĕ майпа вăй виçекенсенчен А.Лапшинпа П.Зайцев финалта тĕл пулчĕç. Паллах, çĕнтерỹçĕ чи опытлă çынсенче. Хальхинче те А.Лапшин хăй чăн-чăн паттăр пулнине кăтартса пачĕ. Тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешсе Аслă Елчĕкри В.Петрушкин мала тухрĕ.

А.КАРЛИН.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика