МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

08 августа 2015 г.

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Сергей Петрович Солина районта пурăнакан нумай çын вăл милици (халĕ полици) органĕсенче чылайранпа ĕçлекен, районта спорт ăмăртăвĕсене ертсе пыракан, хăй те пултаруллă спортсмен пулнипе пĕлет.

С.П.Солин ялти 10 ачаллă çемьере ỹссе çитĕннĕ. Амăшĕ колхозра, ашшĕ Канашри автоколоннăра водительте ĕçленĕ. Пĕчĕкренех спорта юратнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн çарта пулнă, Альметевскри физкультура техникумне, Шупашкарти педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1993 çулта Елчĕкри милици уйрăмне ĕçе вырнаçнă, тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ, халĕ полицин оперативлă дежурнăйĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах аслă юридика пĕлĕвĕ илнĕ. Хăйĕн тĕп ĕçне - право йĕркине сыхлас тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Çурçĕр Кавказра нумай уйăхлăх командировкăра пулнă. Правительство наградисене тивĕçнĕ.

Алă вăйĕ виçес спортпа шкулта вĕреннĕ çулсенче туслашнă. 73 кг çитичченхи виçере 19 хутчен район чемпионĕ, 8 хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ, 1998 çулта вара республикăн абсолютлă чемпионĕ пулнă.

Сергей Петрович Солин районта алă вăйĕ виçес спорта аталантарса яракан, армспорт енĕпе Елчĕк районĕн спортсменĕсене республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусемпе турнирсене илсе тухма пултарнă çын. Спортăн ку енĕпе вăл Пĕтĕм Раççейри турнирсенче те темиçе хутчен те Атăл тăрăхĕнчи турнирта иккĕмĕш, виççĕмĕш призер пулнă, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Чăваш Республикинчи армспорт федерацийĕ Пĕтĕм Раççейри армспорт федерацине взнос укçи тỹлесе хăйĕн статусне çирĕплетмен пирки çав çулсенче Чăваш Ен спортсменĕсене тивĕçлĕ ятсем паман. Çавăнпа вăл халĕ спорт мастерĕн кандидачĕ шутланать. Кунсăр пуçне кире пуканĕ çĕклессипе, çăмăл атлетика енĕпе пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативĕсене пурнăçланă.

Сергей Петрович районти армспорт федерацине 1994 çултанпа ертсе пырать. Çак тапхăрта Елчĕк район атлечĕсем республикăра кăна мар, Атăл тăрăхĕнчи, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусемпе турнирсенче те мала тухнă, призерсем пулса тăнă. Чылай атлет спорт мастерĕн кандидачĕн, пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативĕсене тултарнă. 40 çамрăк республика чемпионĕ пулса тăнă.

Алă вăйĕ виçекенсен спортне аталантарас тĕлĕшпе Сергей Петрович чи малтан хăй çуралса ỹснĕ Тĕмер ялĕнчи çамрăксемпе ĕçленинчен пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех унăн шăллĕ Александр Чăваш Республикин чемпионатĕнче виçĕ хутчен çĕнтернĕ, республика категориллĕ судья ятне тивĕçнĕ. Аппăшĕсем - Вера 7 хутчен, Зинаида 3 хутчен, Тамара 2 хутчен, хĕрĕ Наталия 4 хутчен республикăра çĕнтернĕ, пĕр хутчен Атăл тăрăхĕнчи республикăсемпе облаçсен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Унăн воспитанникĕсенчен пĕри - Патреккел çамрăкĕ, Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Анна Гаврилова нумаях пулмасть çамрăксем хушшинче Европа чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă, тĕнчери ăмăртăва хутшăнма тивĕç пулнă. Армспорт вăййине хальхи вăхăтра Кĕçĕн Таяпари, Çĕнĕ Пăвари, Курнавăшри шкул ачисем, çитĕннисем те килĕштереççĕ.

Пушă вăхăтра Сергей Петрович тăван ялĕнчи çамрăксене спорта явăçтарас тĕлĕшпе ĕçлеме юратать. 12 çул каялла вăл ачасемпе çамрăксене пуçтарса спорт секцине йĕркелесе ячĕ, ертсе пычĕ. Вĕсем алă вăйĕ виçме, кире пуканĕ йăтма хăнăхрĕç. Пĕр вăхăт спорт секцийĕн занятийĕсене 50-60 ача та çỹрерĕ. Ун чухне ялта ачасен йышĕ самаях пысăкчĕ. Халĕ сахалтарах.

Алă вăйĕ виçме ятарлă сĕтел кирлĕ. Промышленноç туса кăлараканни самаях хаклă. Çавăнпа Сергей Солин алă вăйĕ виçмелли сĕтел ăсталама хăй вĕренсе çитнĕ. Çакăн пек сĕтелсем халĕ унăн виççĕ. Пĕрне Тĕмер шкулĕнче вĕренекенсене парнеленĕ. Иккĕмĕшне районти тĕрлĕ ăмăртусенче, Акатуй уявĕнче усă кураççĕ, виççĕмĕшĕпе спортсменсем тренировкăсем тăваççĕ.

Сергей Петрович Солин общество пурнăçĕнче те хастар. Районти, республикăри ăмăртусене алă вăйĕ виçессипе судья пулса хутшăнать. Тĕмерте стадион, хоккей площадкисем тунă çĕрте вăй парса ĕçлерĕ, çак ĕçсене ертсе пынă хастарĕсенчен пĕри пулчĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Сăнỹкерчĕкре: С.Солин хăйĕн воспитанникĕсемпе.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика