МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем - малтисем

09 сентября 2015 г.

Иртнĕ кану кунĕсенче Йĕпреçре кире пуканĕ йăтакансем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей спорт мастерĕн Ю.Поповăн кубокĕшĕн кĕрешĕве тухнă. Çак республикăри уçă турнир кăçал 4-мĕш хут иртнĕ. Унта пирĕн район команди те хутшăннă, пĕрремĕш вырăна тухнă.

Тĕрлĕ ÿсĕмри уйрăм спортсменсем хăйсен виçисенче палăрнă. 1996 çулта çуралнă тата аслăрах атлетсенчен А.Павловпа /85 кг виçере/ Д.Енедеров /85 кг йывăртарах/ - пĕрремĕш, Д.Курчинпа /68 кг/ И.Кривов /78 кг/ иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

1997 çулта çуралнă тата çамрăкрах спортсменсем те хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарнă. Каччăсенчен А.Кузнецов /78 кг йывăртарах/ - пĕрремĕш, Н.Петров /73 кг/ - иккĕмĕш, А.Кириллов /78 кг/ - виççĕмĕш, хĕрсенчен М.Зайцева /63 кг/ -пĕрремĕш, К.Тунгулова /58 кг/, Л.Иванова /53 кг/ - иккĕмĕш вырăнсенче.

Хĕрарăмсенчен В.Николаева /63 кг/, ветерансенчен А.Анисимов, О.Федоров та ăнăçлă ăмăртнă. Сăмах май, турнирта кире пуканĕн спортне аталантарас тата халăх хушшинче сарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Лаш Таяпари А.Кондратьева Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысланă. Ăна  Анатолий Николаевич хăйĕн пĕрремĕш воспитанникĕн, Раççей спорт мастерĕн Ю.Поповăн аллинчен илнĕ.

Ветерансем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе тĕнче, Европа чемпионачĕсен призерне, Çĕнĕ Эйпеçри Г.Туманова  пирĕн ентеш, Ульяновск тăрăхĕнче чăваш культурине, йăли-йĕркине сарас енĕпе вăйне шеллемен, Ульяновск телерадиокомпанийĕнчи чăвашла передачăсем хатĕрлекен О.Мустаев хаклă парне панă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика