МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПОМОСТ ÇИНЧЕ — ЧИ ВĂЙЛИСЕМ

17 марта 2018 г.

Патреккел шкулĕн спорт залĕнче пауэрлифтинг енĕпе Елчĕк районĕн уçă чемпионачĕ иртрĕ.

Ăмăртăва спортăн çак тĕсĕпе 20 çул каялла Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă Николай Николаев ячĕпе йĕркеленĕ. Инкеке пула çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайнă Николая асăнса кашни çулах районти ялсенчи тата кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи патвар арçынсем хăйсен вăйĕсене виçеççĕ.

20-мĕш уçă ăмăртăва килнĕ атлетсене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Блинов, Патреккел шкулĕн директорĕ О.Петрова, районти «Улăп» спорт комплексĕн пуçлăхĕ Р.Григорьев саламларĕç.

Ăмăрту виçĕ енлĕ хускануран тăрать. Çакна кура помост çине юлашки атлетсем тухсан анчах çĕнтерÿçĕсене палăртма пулчĕ. Тĕрлĕ виçесенче район чемпионĕн ячĕсене Евгений Воробьев /Таяпа Энтри/, Степан Демьянов /Елчĕк/, Николай Траншкин /Таяпа Энтри/, Артем Перцев /Питтĕпел/, Петр Филимоновпа Иван Горшков /Патрекккел/ тата Василий Демьянов /Анатри Тимеш/ тивĕçрĕç.

Василий Демьянов ăмăртăвăн абсолютлă чемпионĕ пулса тăчĕ тата хаклă парнене çĕнсе илчĕ. Н.Николаев ăмăртнă виçере /66 кг/ çĕнтерÿçĕ пулнă Артем Перцев вара уйрăм приза тивĕçлĕ пулчĕ.

Уйрăм виçесенче кĕмĕл тата бронза медальсене Патреккелти Александр Плотников, Дмитрий Быков, Максим Марков, Сергей Николаев, Андрей Петров, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчен килнĕ Станислав Адикин, Алексей Смирнов, Çĕнĕ Пăвари Станислав Иванов, Таяпа Энтринчи Вадим Воробьев, Елчĕкри Николай Васильев, Аслă Пăла Тимешри Михаил Дмитриев тивĕçрĕç.

Командăсем хушшинче те вăйлисене палăртрĕç. Помост хуçисем кăçал та куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕç. Елчĕксем — иккĕмĕш, Патăрьел районĕ виççĕмĕш вырăнсенче.
Ăмăртăва йĕркелеме Н.Николаевăн пиччĕшĕ Юрий Николаев, унăн çывăх юлташĕсем — Владимирпа Константин Ивановсем, В.Скворцов тата Патреккел ялĕнчи çамрăксем пулăшнă.

В.ДЕМЬЯНОВ,
ăмăрту судйи

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика