МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШТАНГИСТСЕН ÇИТĔНĔВĔ

07 апреля 2018 г.

Çак кунсенче республикăн тĕп хулинче йывăр атлетсен Чăваш Ен чемпионачĕ иртнĕ.

Унта хутшăннă çичĕ командăран Елчĕксем Шупашкарсем хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Уйрăм кĕрешÿсенче пирĕн спортсменсем пилĕк призлă вырăнпа палăрнă. Тĕмерти тĕп шкулта вĕренекен Елена Андреева 69 килограмлă виçере хăйĕн спорт карьеринче пуçласа чемпионка ятне çĕнсе илнĕ. Шанăç паракан атлет Александр Портнов тренер ертсе пынипе ăсталăха туптать.

Урăх виçе категорийĕсенче Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕренекен ентешсем Полина Андреевăпа Алина Панкратова /пĕрремĕш тренерĕ Виталий Марков/ иккĕмĕш кăтартусемпе палăрнă. Аслă Пăла Тимешри «Юман» спортклубра йывăр атлетикăпа туслашнă Михаил Дмитриев та çÿлерех асăннă призерсен йышĕнче. Павел Портнов /77 кг виçе/ виççĕмĕш вырăнпа çырлахнă.

Район командин çитĕнĕвне çавăн пекех Марина Антонова, Юлия Веникова, Артур Никонов, Александр Ильин, Вадим Воробьев хăйсен тÿпине хывнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика