МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĂМĂЛ-И ХĂВĂРТ УТМА?

25 апреля 2018 г.

Çын, çуралса вăй илнĕ май, пĕрремĕш утăм тăвать. Çакă, тĕп хускану, пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе малалла илсе пырать. Утатăн, чупатăн…

Хăшĕ-пĕри хăвăрт утма кăмăллать те – ăмăртусене те хутшăнать. Пирĕн районта ку енĕпе спортра çул уçаканĕ – Иван Тихонов. Тăрăм ачи виçĕ хутчен Раççей чемпионĕ, СССР чемпионачĕн /50 км/ призерĕ, Раççей кубокĕн çĕнтерÿçи пулнă. 68-ти тĕнче класлă спорт мастерĕ халĕ Сочире пурăнать.

Ун хыççăн спортăн çак тĕсĕпе палăрни – Александр Тихонов, Иванăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ. Вăл СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă.

Чи çитĕнÿлли, паллах, Владимир Андреев: 20 çухрăма хăвăрт утассипе 18 çул каялла Австралири Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Çавăн хыççăн Лаш Таяпара çулсерен республика ăмăртăвĕсем ирттерме пуçларĕç. Палăракансем те ытларах унтанах пулчĕç. Астăватăп, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Петр Самсонов тимленипе Рево Самсонов /1 км-5 мин. 01 çек./, Дмитрий Борисов /2 км-9.49/, Михаил Дружинин /3 км-14.11/ техникăна çирĕп пăхăнса утатчĕç. Шел, хăйсене малалла спортра курмарĕç вĕсем.

Район чемпионатĕнче Энтепе шкулĕнчи Сергей Баскаков 5 çухрăма 28 минут та 14 çеккунтра утса тухнăччĕ. Тепĕр икĕ çултан унăн кăтартăвне Вениамин Убасев /Аслă Елчĕк/ лайăхлатрĕ – 25.32. М.Дружинин çĕнетнĕ рекорд /25.07/ паянччен те «упранать».

Хĕр ачасенчен Оксана Теренина /Лаш Таяпа/ çывăх дистанцисене утассипе республика шайĕнчи ăмăртусенче те пĕр хутчен мар палăрчĕ, спорт мастерĕн кандидатне çитрĕ. Акчелти Николай Николаев та çак ÿсĕме çĕкленнĕ.

Хăвăрт утассипе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Валерий Григорьев /Ĕнел/ СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Урăх çук. Çÿлерех асăннă район рекорчĕсем те «сухаллансах» кайĕç капла, мĕншĕн тесен спортăн ку енĕпе районта ятарласа пĕр тренер та, физкультура учителĕ те ĕçлемест. Ăмăртусем те иртмеççĕ.

Николай АДЮКОВ,
спорт ветеранĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика