МАУ ДО "ДЮСШ им. А.В.Игнатьева "Улăп"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУБОК КУРНАВĂШ ЯЛ ТĂРĂХĔН ПИКИСЕНЧЕ

14 марта 2018 г.

КУБОК КУРНАВĂШ ЯЛ ТĂРĂХĔН ПИКИСЕНЧЕ

Районти хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивальне Елчĕк пикисем яланах тĕплĕ хатĕрленсе, тулли кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Шăпах 15 çул каялла, районти хĕрарăмсен канашне Евгения Михайлова ертсе пыма пуçласан, пуçарса янă ăна. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен праçникĕнче район пикисене пĕр чăмăра пуçтарса спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса хăйне евĕрлĕ уяв йĕркелени урăх нихăш районта та çук. Çак тапхăрта фестиваль район шайĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв пулса тăчĕ.

Кăçал хăйсен спортри пултарулăхне, юрă-ташăри ăсталăхне кăтартма кашни ял тăрăхĕн, райадминистрацин, Елчĕк шкулĕн, районти социаллă сфера, Елчĕкри культура çурчĕпе тĕп библиотека, НФЦра тăрăшакансен пĕрлештернĕ «Адреналин» командисем хутшăнчĕç. Çулсерен çĕнĕ командăсем тупăшни фестивалĕн ят-сумне ÿстерни куç умĕнче.

«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексăн кашни залĕ кĕрлесе çеç тăчĕ. Пикесене тус-тантăшĕсем кăна мар, арçынсем, ĕçтешĕсем хавхалантарса тăни чун-чĕрене ăшăтрĕ.

Чи малтанах Елчĕк шкулĕнчи кадет класĕсенче вĕренекенсем фестивале хутшăнакансене, хăнасене бал ташшипе кăмăл-туйăма çĕклерĕç, хавхалану кÿчĕç. Культурăпа спорт фестивальне Чăваш Республикинчи ачасен правипе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина та килнĕ. Чи малтанах ăна сăмах пачĕç. Елена Владимировна пуçтарăннисене çурхи пĕрремĕш уяв ячĕпе саламларĕ, ăмăртусенче ăнăçу сунчĕ. Унтан район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Евгения Михайлова сăпайлă та ĕçчен, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан Елчĕк хĕрĕсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, чи хастаррисене республикăри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн Тав хучĕсене парса чыс турĕç.

Фестивале хутшăнакан командăсем февраль уйăхĕн тăршшĕпех спорт залĕсенчен тухма пĕлмерĕç. Вĕсем вырăнти тапхăрта волейболла вылярĕç. Унта çĕнтернĕ командăсем финала тухрĕç. Чи малтанах Елчĕк ял тăрăхĕн команди Лаш Таяпасемпе вылярĕ. Елчĕксем вĕсене çĕнтерсе Курнавăшсемпе тупăшрĕç. Мĕн пытармалли, волейбол Курнавăш ял тăрăхĕнчи хĕрсен юратнă вăййи тесен те йăнăш мар. Хальхинче те хăйсен пысăк ăсталăхне кăтартрĕç вĕсем. Иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Çивĕч те хĕрÿ кĕрешÿре Елчĕксем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Елчĕк шкулĕн ачисене физкультура вĕрентнĕ 63 çулхи Зинаида Васильева паян та хастарлăхĕпе çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Команда капитанĕпе пĕрле Елена Портнова, Ирина Плотникова, Наталья Максимова, Татьяна Адюкова, Алина Быкова тата Лидия Можаева волейболла выляма ăста пулнине çирĕплетрĕç. Виççĕмĕш вырăна Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Валентина Князева ертсе пыракан команда тивĕçрĕ.

Пĕрисем волейболла вылянă чухне теприсем бассейнра тупăшрĕç. 40 çула çитмен хĕрарăмсенчен Александра Егорова /Елчĕк ял тăрăхĕ/ çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем — Полина Шекерева /Аслă Пăла Тимеш/ тата Наталья Арбузова /Елчĕк/. 50 çула çитичченхи ишевçĕсенчен Антонина Осипова /социаллă сфера/ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Надежда Воробьевăпа /Кĕçĕн Таяпа/ Наталья Матросова /Çирĕклĕ Шăхаль/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. 51 çултан аслăрах хĕрарăмсенчен Валентина Миллина /Елчĕк ял тăрăхĕ/ пĕрремĕш вырăна тивĕçлипе çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш — Раиса Орехова /Аслă Елчĕк/, виççĕмĕш — Татьяна Васильева /Елчĕк шкулĕ/.

Шывра ишессипе иртнĕ эстафетăра Елчĕк ял тăрăхĕн маттур команди мала тухрĕ. Лаш Таяпасемпе Кĕçĕн Таяпасем — призерсем.

Дартс ăмăртăвĕнче Аслă Елчĕкри Эльвира Федоровăпа Любовь Адюкова чи нумай очко пухса пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Аслă Таяпасем – иккĕмĕш, Курнавăшсем виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Баскетбол карçинккине мечĕк кĕртсе Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен командисем палăрчĕç.

Алă вăйĕпе урайĕнчен тĕртĕннине те курса тăма кăсăклă. Епле маттур пикесем, тепĕр арçынран та ирттереççĕ. Акă, 40 çултан аслă виçере Римма Парферьева /«Адреналин»/ чи маттурри пулчĕ. Вăл алă вăйĕпе урайĕнчен 43 хут тĕртĕнсе çĕкленчĕ. Инесса Вороновăпа /Çирĕклĕ Шăхаль/ Ильгиза Григорьева /Елчĕк/ та ырă сăмаха тивĕçлĕ. 40 çула çитичченхи çак тупăшура Наталья Еникова /Аслă Таяпа/, Эльвира Степанова /Лаш Таяпа/, Наталья Горшкова /Елчĕк/ мала тухрĕç.

«Хаваслă стартра» «Адреналин» команда, Курнавăш, Кĕçĕн Таяпа хĕрĕсем йăрăрах пулни курăнчĕ.

Хĕрсем канат туртни кăсăклă ÿкерчĕк. Вĕсене черчен тетпĕр те, ăмăртура епле патвар та вăйлă. Мала тухассишĕн пыракан тупăшу уйрăмах хĕрÿ пычĕ. Çапах та Курнавăш хĕрĕсем вăйлăрах пулнине çирĕплетрĕç. Социаллă сферăра ĕçлекенсем те маххă памарĕç, иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Аслă Елчĕксем — виççĕмĕш.

Кулинари изделийĕсен конкурсĕ хĕрарăмсем «Амăшĕн вăрттăнлăхĕсене» мĕнле ăса хывнине тĕрĕслеме май пачĕ. Командăсем чустаран виçĕ тĕрлĕ çимĕç хатĕрленĕ тата чей кĕрекине илемлетнĕ. Тупăшăва кашни команда тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кашнийĕн апат-çимĕçĕ тутлă та техĕмлĕ. Чи-чи ăста алăллисем — Елчĕк шкулĕн хĕрĕсем. Курнавăшсемпе Аслă Пăла Тимешсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Спортпа юрă-ташă юнашар тенĕрен, юлашкинчен командăсем куракансене хăйсен артист пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Жюри членĕсем аннене, çемьене, хĕрарăма халалланă конкурсра массăлăха, илемлĕ костюмсене ытларах тимлĕх уйăрчĕç. Елчĕк шкулĕн педагогĕсен пултарулăхĕ иксĕлми. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. «Адреналинпа» Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пултарулăх членĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна пайларĕç.

Юлашкинчен фестиваль çĕнтерÿçипе призерĕсене палăртрĕç. 13 команда хушшинче куçса çÿрекен кубока Курнавăш ял тăрăхĕ çĕнсе илчĕ. Палăртмасăр иртес мар: 15 çул пыракан фестивальте Курнавăшсем 10-мĕш хут кубок хуçисем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Елчĕк ял тăрăхĕн, виççĕмĕш — Елчĕк шкулĕн коллективĕсем.

Фестивальти ăмăртусен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене грамотăсемпе парнесем парса чыс турĕç. Кашнийĕн пит-куçĕнче асамлăх шевли çиçрĕ. Кун каç енне сулăнчĕ пулсан та коллективсем тÿрех килĕсене кайма васкамарĕç. Пĕрле хаваслă ăмăртнă хыççăн туслă коллективпа чей ĕçсе киленес тесе район центрĕнчи кафесенче уява малалла тăсрĕç.

Фестиваль хыççăнхи шухăш

Николай ГОЛОВИН, «Победа»ООО директорĕ:

— Вăхăт тупса хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивальне курма килтĕм. Пăхса ларатăн та тĕлĕнетĕн, епле пĕринчен тепри маттур. Ĕçре те хастар вĕсем, çав вăхăтрах çемье вучахне упраççĕ, ача-пăча ÿстереççĕ, культурăллă канаççĕ.

В.КИРИЛЛОВА

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика