МАУ ДО "ДЮСШ им. А.В.Игнатьева "Улăп"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулă пек ишеççĕ

04 апреля 2018 г.

Шывра ишес енĕпе иртнĕ районти чемпионата сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Ăмăрту пилĕк ÿсĕмре иртрĕ. 19-29 çулсенчи арçынсем хушшинче Алексей Леонтьев /Елчĕк/ мала тухрĕ. 30-39 çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсенчен чи вăйлисем Юрий Падуевпа /Аслă Елчĕк/ Надежда Воробьева /Кĕçĕн Таяпа/ пулчĕç. 40-49 çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсенчен Владимир Корниловпа /Аслă Таяпа/ Лариса Колесникова /Кĕçĕн Таяпа/ 50 метрлă дистанцие чи малтан вĕçлерĕç. 50-59 çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсенчен Кĕçĕн Таяпари Михаил Скворцовпа Антонина Маркова финиша чи малтан çитрĕç. 60 çулхи тата унран та аслăрах арçынсемпе хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăнсене каллех Кĕçĕн Таяпари Владимир Матвеевпа Эльвира Иванова çĕнсе илчĕç. 70 çултан аслăрах хĕрарăмсем бассейнра пулă пек чăмпăлтатнине курма питĕ кăмăллă. Альбина Игнатьева /Тÿскел/ хăйĕн дистанцине чи малтан вĕçлерĕ.

Ял тăрăхĕсемпе организацисем хушшинчи эстафета та çÿллĕ шайра иртрĕ. Калас пулать, Кĕçĕн Таяпасем ăмăртăва икĕ команда тăратнă. Пĕрремĕш команда çĕнтерÿçĕ, иккĕмĕшĕ — виççĕмĕш вырăнта. Курнавăш ял тăрăхĕн команди — иккĕмĕш призер.

Палăртса хăвармасăр иртес килмест: Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Елчĕк, Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенче пурăнакансем шывра ишме кăмăллаççĕ, анчах ытти ял тăрăхĕсенчи çынсене апла калаймăн. Районта шывра ишме мĕнпур майсем çителĕклĕ. Бассейна кăна çÿремелле. Шывра ишни сывлăха çирĕплетет.

Р.ГРИГОРЬЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика