19 сентября 2012 г.
"Улăп" сывлăхпа физкультура комплексĕнче "Ташлакан шкул" проекта пурнăçа кĕртессипе фитнес-аэробика енĕпе семинар иртнĕ. Ăна педагогика наукисен кандидачĕ, республикăри спорт аэробикипе фитнес федерацийĕн президенчĕ О.Вербина ирттернĕ. Семинара Чăваш Тăрăмĕнчи, Тĕмерти, Шăмалакри, Хăвăлçырмари, Кĕçĕн Таяпари, Кивĕ Эйпеçри, Патреккелĕнчи, Çуткỹлĕнчи тĕп, Елчĕкри, Аслă Елчĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Курнавăшри, Кушкăри, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенчи, Елчĕкри искусствăсен ача шкулĕнчи, "Илемпи", "Хĕвел" ача сачĕсенчи специалистсем хутшăннă. Семинарăн тĕп тĕллевĕ фитнес-аэробика вĕренỹ заведенийĕсенче ирттерекен физкультура урокĕсене явăçтармалли майсенчен пĕри. О.Вербина теори ыйтăвĕсемсĕр пуçне практика занятине те ирттернĕ. Занятисем иртнĕ хыççăн семинара хутшăннисем сертификат, çавăн пекех "Фитнес тата сывлăх", "Маçтăр" фитнес-аэробикăпа лекцисен курсĕ" вĕренỹ пособийĕсем, видеодисксем те илнĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"