МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсем кĕрхи кроса тухрĕç

03 октября 2012 г.

Лаш Таяпари стадионта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне П.Самсонова асăнса çăмăл атлетсен кĕрхи кросĕ тата районти ăмăртăвĕ иртрĕ. 2011 çулта иртнĕ турнирта Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи тата Кĕçĕн Таяпа шкулĕсен командисем хутшăннăччĕ, кăçал вара 14 шкул команди, çав шутра Тутарстанри Пăва районĕнчи Лашчăпуçĕнчи çăмăл атлетсем те Лаш Таяпана пухăнчĕç. Турнира хутшăнакансем чи малтанах масар çинче, П.Самсонов вил тăприйĕ çинче пулчĕç. Кунта Лаш Таяпа чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан иеромонах молебен ирттерчĕ. Ăмăртăва уçнă май пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова, шкул директорĕ В.Павлова, çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕн кандидачĕ, ăмăртăва йĕркелекен В.Меметов предприниматель, П.Сидоров (Лаштай) саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Чи малтанах старта ача сачĕсен воспитанникĕсем тухрĕç. 200 метрлă дистанцире Д.Кузнецовпа Н.Петровăна (Патреккел) çитекенни пулмарĕ. Призлă ытти вырăнсене К.Макаров (Кĕçĕн Таяпа), Р.Дмитриев (Курнавăш), А.Дмитриева (Патреккел), А.Кондратьева (Лаш Таяпа) йышăнчĕç; 500 метрлă дистанцире хĕр ачасенчен А.Краснова (Елчĕк) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕк шкулĕнчи Е.Агеева, Курнавăшри Е.Мясникова. Çак дистанцирех финиша арçын ачасенчен А.Хушкин (Аслă Елчĕк) тата А.Смирнов (Курнавăш) пĕрле çитрĕç. Виççĕмĕш вырăна В.Кузьмин (Хăвăлçырма) йышăнчĕ. 1999-2000 çулсенче çуралнисем 700 метра чупрĕç. Кунта М.Яковлева тата П.Добронравов (Патреккел) çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Хăвăлçырма шкулĕнчи М.Кузнецова, Д.Волков, Кĕçĕн Таяпари А.Семенова, Лашчăпуçĕнчи А.Андреев призерсен йышне кĕчĕç. 1997-1998 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 1000 метра чупрĕç. Кунта Е.Григорьева (Хăвăлçырма) финиша чи малтан çитрĕ, ун хыççăнах - А.Смирнова (Курнавăш), Т.Филимонова (Аслă Елчĕк). Çак ỹсĕмри арçын ачасем 2000 метра чупма тухрĕç. Д.Никонова (Лашчăпуçĕ) çитекенни никам та пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене С.Голубев (Курнавăш), Д.Тарасов (Аслă Елчĕк) йышăнчĕç. 1995-1996 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен 2000 метрлă дистанцине Аслă Елчĕк шкулĕнчи В.Седова чи малтан вĕçлерĕ. Лаш Таяпари Н.Чернова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи С.Михайлова - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Арçын ачасем 3 çухрăма тухрĕç. Кунта Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Д.Алякин - çĕнтерỹçĕ. Çак шкулти З.Захаров, Курнавăшри А.Егоров та призерсен йышне кĕчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсем, медальсем, укçан призсем парса чысларĕç. Пуçламăш классенче вĕренекенсен Аслă Елчĕк шкулĕн команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ, Елчĕксемпе Курнавăшсем те призерсен йышне лекрĕç. Тĕп шкулсен командисенчен Патреккелсем çĕнтерчĕç. Хăвăлçырмасемпе Кĕçĕн Таяпасем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Вăтам шкулсен командисенчен Çирĕклĕ Шăхальсем - çĕнтерỹçĕсем. Аслă Елчĕксемпе Елчĕксем те призерсем. Командăсене грамотăсемпе тутлă тортсем, çĕнтерỹçĕсене куçса çỹрекен кубоксем пачĕç. Ветеран хĕрарăмсенчен Чăваш Тăрăмри М.Михайлова, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова, Лаш Таяпари А.Теренина, ветеран арçынсенчен Хăвăлçырмари А.Карсаков, Кĕçĕн Таяпари М.Скворцов, Лашчăпуçĕнчи И.Карамаликов çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=594&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=242200

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика