МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Андреев олимпиец парнисемшĕн

30 октября 2012 г.

Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Олимп вăййисен бронза призерĕн В.Андреевăн пĕчĕк çĕр-шывĕнче - Лаш Таяпара спорт мелĕпе хăвăрт утакансем кăçалхи çуллахи спорт сезонне вĕçлерĕç. Спорт мелĕпе хăвăрт утакансен ăмăртăвне Канаш, Красноармейски, Муркаш, Патăрьел, Тăвай, Елчĕк районĕсенчи 200 ытла спортсмен хутшăннă. Ăмăртăва уçнă май ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ С.Шелтуков, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый саламланă, çамрăк атлетсене ăнăçу суннă. Спортсменсем 1-3 çухрăмлă дистанцисенче тупăшнă. 1 çухрăмлă дистанцие 11 çулхи тата çамрăкрах спортсменсем тухнă. Кунта А.Федорова, Э.Терентьева (Муркашри ДЮСШ), А.Павлова (Канаш районĕ) палăрнă. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен С.Белов (Муркаш), Д.Тимофеев (Канаш районĕ) тата М.Алексеев (Красноармейски) призерсен йышне кĕнĕ. 12-13 çулсенчи хĕр ачасенчен А.Вострейкинăна (Муркаш) çитекенни пулман. И.Замятинăпа (Муркаш) А.Семенова (Канаш районĕ) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Арçын ачасенчен Д.Волков (Хăвăлçырма), Е.Шемяков, О.Трофимов (Канаш районĕ) та призерсен йышĕнче. 14-15 çулсенчи атлетсем 2 çухрăмлă дистанцире вăй виçнĕ. Кунта Е.Петуховăпа (8-мĕш СДЮСШОР) тата Ю.Петров (Канаш районĕ) палăрнă. 16-17 çулсенчи спортсменсенчен А.Матвеевăпа М.Иванов (8-мĕш СДЮСШОР) пьедесталăн çỹлти картлашки çине хăпарнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика