МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв ăнăçлă иртрĕ

24 ноября 2012 г.

 Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекс уçăлнăранпа çак кунсенче 5 çул çитрĕ. Çулĕ нумай мар пулин те, иртнĕ шăмат кун пĕчĕк юбилее спорт ăмăртăвĕсемпе паллă туса ирттерчĕç. Маларах ăмăртăва килнĕ спортсменсене тата курма килнĕ сывлăх тусĕсене комплекс ертỹçи Р.Н.Григорьев саламларĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертỹçи А.А.Александрова, вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçин çумĕ В.М.Баймушкин тата Елчĕк шкулĕн директорĕ Л.Н.Васильева сăмах каларĕç, сывлăха çамрăкран упрама кирлине, физкультурăпа туслă пулмаллине палăртрĕç. Уява уçнă хыççăн харăсах икĕ ăмăрту пуçланчĕ. Бассейнра шывра ишме кăмăллакансем йышлăн пухăнчĕç. Ытларах - шкул ачисем. Тивĕçлĕ канăва тухнă спорт тусĕсем те пур. Тĕрлĕ ỹсĕмри ишевçĕсем 25, 50 тата 100 метрлă дистанцисенче ăмăртрĕç. Çĕнтерỹçĕ ячĕсене Елчĕк шкулĕнче вĕренекен О.Романова, С.Петров, А.Егорова, А.Михайлов, Н.Карпова тата А.Леонтьев тивĕçрĕç. Аслă спортсменсен ушкăнĕнче "Улăп" спорткомплексри инструктор А.Васильев, Елчĕк шкулĕнче вĕрентекен В.Мартынова, Кĕçĕн Таяпа шкулĕн физрукĕ М.Скворцов палăрчĕç. Спорт ветеранĕсем Н.Павлов тата Г.Павлова çамрăксенчен юлмаççĕ. 60 çултан аслăрах спортсменсем хушшинче вĕсем финиша чи малтан çитме пултарчĕç. Çав вăхăтрах волейбол вăййине вылякансем хушшинче хĕрỹ ăмăртусем пычĕç. О.Н.Осипов тренер ертсе пыракан команда пурне те парăнтарма пултарчĕ. Çĕнтерỹçĕ-команда Тĕмер ялĕнчен килнĕ. Елчĕк команди пĕр вăйă çеç выляса ячĕ. Вĕсем - иккĕмĕш вырăнта. Çĕнĕ Пăвасем те пултаруллă - вĕсем виççĕмĕш призерсем. Ăмăртусем вĕçленсен палăрнă спортсменсемпе командăсене медальсемпе грамотăсем парса чысларĕç. Курма килнĕ хăнасем килĕсене ăшă кăмăл-туйăмпа саланчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика