МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи спорт сезонĕ вĕçленчĕ

27 октября 2012 г.

Курнавăшри стадионта СССР спорт мастерĕн Борис Атаманов призĕсемшĕн çăмăл атлетсен кĕркуннехи кросĕ иртнĕ.Кроса районти спортсменсемсĕр пуçне Тутарстанри Пăва районĕнчи атлетсем те, пурĕ 500 ытла çамрăк, хутшăннă. Чи малтанах старта 2001 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлеткăсем тухнă. 500 метрлă дистанцире Елчĕк шкулĕнчи Е.Агеевăна çитекенни никам та пулман. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕкри А.Краснова, Хăвăлçырмари О.Петрова йышăннă. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен Курнавăшри А.Смирнов çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, Таяпа Энтринчи В.Воробьев, Аслă Елчĕкри А.Хушкин призерсен йышне кĕнĕ. 1999-2000 çулсенче çуралнă хĕр ачасем те 500 метрлă дистанцире тупăшнă. Кунта Кĕçĕн Таяпари А.Семенова, Пăва районĕнчи Лашчăпуçĕнчи А.Казначеева, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи А.Александрова ăнăçлă ăмăртнă. Арçын ачасем вара 1000 метра чупма тухнă. Д.Волков (Хăвăлçырма) çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Лашчăпуçĕнчи шкулта пĕлỹ пухакан А.Ашураевпа Патреккелти А.Доброхотов - призерсен йышĕнче. 1997-1998 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен 1000 метрлă дистанцине Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Т.Иванова чи малтан вĕçленĕ. Ун хыççăн финиша Курнавăшри А.Смирнова çитнĕ. Виççĕмĕш вырăна тухнă Е.Григорьева (Хăвăлçырма) тата А.Егорова (Кĕçĕн Таяпа) пĕр пек вăхăт кăтартнă. Çак ỹсĕмри атлетсенчен 2000 метрлă дистанцире Курнавăшри С.Голубев çĕнтернĕ. Ытти призлă вырăнсене Д.Тарасов (Аслă Елчĕк), Е.Никонов (Пăва районĕнчи Альшихи) йышăннă. 1995-1996 çулта çуралнă хĕрсенчен 1500 метра В.Седова (Аслă Елчĕк) пĕрремĕш вĕçленĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕкри А.Орловăпа Ю.Шадрикова тухнă. Каччăсем 3000 метрлă дистанцире тупăшнă. З.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль) - пĕрремĕш, Ф.Горшков (Елчĕк) - иккĕмĕш, К.Григорьев (Лашчăпуçĕ) - виççĕмĕш вырăнсенче. Тĕп шкулсенчен Хăвăлçырма команди çĕнтерỹçĕ пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Патреккел тата Кĕçĕн Таяпа шкулĕсен командисем. Вăтам шкул командисенчен Ел- чĕксем - пĕрремĕш, Çирĕклĕ Шăхальсем - иккĕмĕш, Курнавăшсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика