МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă спортсменсен призĕсемшĕн

18 мая 2013 г.

Паллă спортсменсен призĕсемшĕн

Çу уйăхĕ çăмăл атлетсен районти тата республикăри спорт ăмăртăвĕсемпе пуян. Шкул ачисем çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану паркĕнче СССР чемпионĕн, тĕнче класлă спорт мастерĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн Николай Григорьевăн (Ĕнел) тата СССР спорт мастерĕн, çĕр-шыври пысăк ăмăртусен çĕнтерỹçин тата призерĕн, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн Николай Анисимовăн (Вăрăмхăва) призĕсене çĕнсе илессишĕн кросс ăмăртăвĕнче тупăшрĕç. Унтах республикăри шкул ачисен спартакиадине хутшăнма чи лайăх çăмăл атлетсене суйласа илчĕç.

Ăмăртăва районти шкулсенче палăрнă çăмăл атлетсем хутшăнчĕç. Чи малтанах 800 метрлă дистанцие 1999 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасем тухрĕç. Курнавăш шкулĕнче вĕренекен Полина Смирнова ăна чи малтан вĕçлерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Анна Александрова (Çирĕклĕ Шăхаль), Анастасия Семенова ( Кĕçĕн Таяпа) йышăнчĕç.

Арçын ачасен ушкăнĕнче çак дистанцире Хăвăлçырма шкулĕнчи Дмитрий Волков çĕнтерчĕ. Николай Такмаков (Чăваш Тăрăм), Павел Добронравов (Патреккел) финиша иккĕмĕшпе виççĕмĕш çитрĕç.

1997-1998 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче Курнавăш шкулĕнче пĕлỹ пухакан Анна Смирнова районти кросс ăмăртăвĕн чемпионки пулса тăчĕ. Анна Иванова (Çирĕклĕ Шăхаль), Алина Егорова (Кĕçĕн Таяпа) пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕç.

Çак ушкăнри арçын ачасенчен Сергей Голубевăн (Курнавăш) кăтартăвĕ чи лайăххи пулчĕ. Данил Смирнов (Тăрăм), Дмитрий Тарасов (Аслă Елчĕк) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн аслă класĕсенче вĕренекенсем 1500 метрлă кросс дистанцийĕнче тупăшрĕç. Хĕрсен ушкăнĕнче районти ăмăртусенче, вăл шутра "Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн кăçал иртнĕ çурхи кросс çĕнтерỹçи Виталина Седова (Аслă Елчĕк) хальхинче те чи вăйлă атлет пулнине кăтартса пачĕ. Светлана Михайлова (Çирĕклĕ Шăхаль), Анна Орлова (Елчĕк) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Каччăсем хушшинче Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕренекен Денис Алякин кăтартăвĕ чи лайăххи пулчĕ. Алексей Егоров (Курнавăш), А.В.Кукурузов (Çĕнĕ Пăва) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Уйрăм дистанцисенче мала тухнă çăмăл атлетсене Николай Григорьев, Николай Анисимов, Шупашкарти "Газ технологийĕсем" ООО генеральнăй директорĕ, çурхи кросс спонсорĕ Виталий Питаков (Аслă Елчĕк) саламларĕç, дипломсем тата медальсем, çăмăл атлетсен формисем парса чысларĕç.

Кросс çĕнтерỹçисем çу уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен шкул ачисен спартакиадин финалне хутшăнаççĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: В.Седовăна Н.Григорьев, Виталий Питаков, Николай Анисимов саламлаççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика