МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен спортсменĕсен - çичĕ медаль

17 июля 2013 г.

Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери студентсен ăмăртăвĕсем вĕçленеççĕ. Универсиада таблицин чи пĕрремĕш йĕркинче - Раççей команди. Унăн - 126 ылтăн, пурĕ 250 медаль.

Тутарстан тĕп хулинче Чăваш Ен пикисем те çитĕнỹ турĕç. Акă СССР тава тивĕçлĕ тренерĕн Михаил Кузнецовăн вĕренекенĕ Алина Прокопьева 10000 метр тата çурма марафон чупса виçĕ медальпе савăнтарчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан хăвăрт утас енĕпе спортăн тĕнче класлă мастерĕ Ирина Юманова Универсиадăн кĕмĕл призерĕ пулса тăчĕ. Лондонри Олимп вăййисене хутшăннă Кристина Савицкая нумай енлĕ кĕрешỹре пиллĕкмĕш вырăна тухрĕ.

Хусантан çĕнĕ хыпар килсех тăрать. Шăмат кун кавир çине ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем тухнă. 51 килограмлă виçере Чăваш Ен спортсменки Екатерина Краснова бронза медаль çĕнсе илнĕ. Юлашки ăмăртура вăл Молдави кĕрешỹçине пĕрремĕш тытăçурах 8:0 шутпа парăнтарнă.

Анчах, "РИА-Новости" информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар хĕрĕ хăйĕн çитĕнĕвĕпе кăмăллă пулман, вăл тата лайăх кăтарту пуласса кĕтнĕ иккен. "Эпĕ финала тухма ĕмĕтленнĕччĕ, "ылтăн" илессе шаннăччĕ. Çурма финалта Азин икĕ хут чемпионкипе кĕрешнĕ хыççăн канма вăхăт сахал пулчĕ", - тенĕ Екатерина Краснова РИА корреспондентне.

Мускаври юридици институтĕнче вĕренекен спортăн тĕнче класлă мастерĕ Екатерина Краснова чылай ăмăртура мала тухнă, 2009 çулта Раççей тата Европа чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ. Кăçал спортсменка Раççей чемпионатĕнче çĕнтерсе студентсен Пĕтĕм тĕнче Универсиадине хутшăнма тивĕçнĕ.

Чăваш Енĕн тепĕр спортсменки Антонина Савельева сĕтелçи теннисла выляса пысăк çитĕнỹпе савăнтарчĕ. 26 çулти теннисистка Раççей командин пухмачне икĕ "бронзăпа" пуянлатрĕ. Тĕрĕссипе, пĕрремĕш наградăна Хусанти физкультура, спорт, сиплев медицинин институтĕнче ăс пухаканскер хĕрсен ушкăнĕпе пĕрле тивĕçнĕ. Теприне мăшăрсен хушшинчи ăмăртура тупăшса Александр Шибаевпа иккĕн пайланă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика