МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисем çĕнтереççех

16 октября 2013 г.

Вăйлисем çĕнтереççех

Эрне кун Елчĕкри тĕп стадиона халăх йышлă пуçтарăнчĕ. "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса районта çуран чупакансен эстафета ăмăртăвĕ иртрĕ.

Вăл район администрацийĕнче, ял тăрăхĕсенче, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче тата шкулсенче ĕçлекенсем хушшинче иртрĕ. Командăсене хавхалантарса тăракансем те йышлăн пуçтарăннă. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем спортсменсене ăмăртура ăнăçусем сунса савăк юрă-кĕвĕ парнелерĕç.

Кашни спортсмен 400 метр чупрĕ. Пирĕн ентеш, Чăваш Енĕн пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев шăпах пăхăр медале, Олимп вăййинче çак дистанцие чупса çĕнсе илнĕ.

Старта чи малтан район администрацийĕн пайĕсен командисем тăчĕç. Вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕсем финиша пĕрремĕш çитрĕç. Иккĕмĕш - ял хуçалăх, виççĕмĕш - финанс пайĕсем.

Ял тăрăхĕсен командисенчен чи маттуррисем Курнавăшсем пулчĕç. Л.Гладкова, М.Павлова, А.Измайлов, В.Зайцев тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. Вĕсем районта çăмăл атлетикăпа иртекен пĕр ăмăртуран та юлмаççĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн команди (капитанĕ С.Ермакова) иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Тăрăмсем - виççĕмĕш призерсем.

Районта предприятисемпе организацисем, учрежденисем сахал мар. Анчах та çуллахи спорт сезонне хупакан çăмăл атлетсен ăмăртăвне кăçал пилĕк команда кăна хутшăнчĕ. Иртнĕ çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсем çак ăмăртăва хастар хутшăнатчĕç. Ку енĕпе "Прогресс" АХО ĕçченĕсем ырă ята тивĕçлĕ. "Прогрессем" кăçал та иккĕмĕш вырăна никама та памарĕç. Пĕрремĕшсем вара - районти тĕп больницăн харсăр спортсменĕсем. Районти почтамт команди виççĕмĕш вырăнта.

Шкул командисем хушшинчи ăмăрту тата çивĕч пычĕ. Физкультура учителĕсем кăна мар, ытти предметсене вĕрентекенсем епле çивĕч чупаççĕ. Шкул коллективĕсенче сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешни куç умĕнче. Тĕп шкулсенчен Тăрăмсем финиша пĕрремĕш çитрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кĕçĕн Таяпасемпе Чăваш Тăрăмсем.

Вăтам шкулсенчен Елчĕксем мала тухрĕç. Аслă Елчĕк шкулĕн команди иккĕмĕш вырăнта, Курнавăшсем - виççĕмĕш.

Çакна палăртма кăмăллă: ăмăртăва Аслă Елчĕк шкул директорĕ, вуншар çул çăмăл атлетикăпа туслă Н.Малышкин спорт комментаторĕ пек ăста ертсе пычĕ. Вăл кашни спортсмена паллани, спортра мĕнле çитĕнỹсем тунине палăртни, дистанцире хавхалантарни спортсменсене кăна мар, куракансене те килĕшрĕ.

Эстафетăра мала тухнă кашни командăна грамотăсем тата хаклă парнесем парса чыс турĕç.

Спорт уявĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Вăйлисем çĕнтереççех, çапах сывă пурнăç йĕркишĕн кашнийĕн тăрăшмалла. Вăл хамăршăн.

Сăн ỹкерчĕкре: Курнавăш ял тăрăхĕн команди.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика