13 ноября 2013 г.
"Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче ĕçлекенсем сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансене яланах хавас. Акă, чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнче кунта Сывлăх кунĕ иртнĕ. "Уçă алăксен" кунĕнче физкультурăпа спорта кăмăллакансене тỹлевсĕрех йышăннă. Çынсем йышлă пулнă - спорт, тренажер залĕсенче, бассейнра кашниех хăй кăмăллакан спорт тĕсĕсене суйласа илнĕ: "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕпе паллашнă, гимнастика залĕнче аэробикăпа кăсăкланнă, тĕп залра футболла тата волейболла выляссипе мини-турнирсем иртнĕ.
Çитес çултан Сывлăх кунĕ кашни уйăхрах пулĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"