МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ

30 ноября 2013 г.

Сывă пурнăç йĕркине юратакансем Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывату комплексне пухăнчĕç. Шăпах 6 çул каялла савăнăçлă самантра уçнăччĕ ăна. Çак тапхăрта тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеме, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлама пултарчĕç кунти ĕçченсем.

Спорт уявне хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л. Левый, Раççей ГИБДД Шупашкарти уйрăмĕн ертỹçи А. Теллин полици подполковникĕ, Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД инспекторĕн А. Маловăн ашшĕ Владимир Владимирович саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Унтан шывра ишессипе ăмăртусем иртрĕç. Д. Кириллова, И. Савинов, А. Краснова, Е. Теллин, О. Романова, Е. Теллин, О. Семенова, И. Краснов хăйсен ỹсĕмĕсенче çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем пурте Елчĕкри вăтам шкулта пĕлỹ пухаççĕ.

Çавăн пекех шывра ишессипе эстафета та иртрĕ. Тĕп шкулсенчен Патреккелсем - пĕрремĕш, Кĕçĕн Таяпасемпе Хăвăлçырмасем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вăтам шкулсенчен Елчĕксен пĕрремĕш команди - пĕрремĕш вырăнта. Елчĕксен иккĕмĕш командипе Курнавăшсем те призерсен йышне кĕчĕç.

Службăри тивĕçсене пурнăçласа вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă Шалти ĕçсен пайĕн Чăваш Республикинчи ГИБДД инспекторне, Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ỹснĕ, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă А. Малова асăнса мини-футбол енĕпе те ăмăрту иртрĕ. Маларах пулса иртнĕ вăйăсенче 1998 çулта çуралнă тата çамрăкрах ачасем (пурĕ 17 команда) хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Финалта 4 команда тĕл пулчĕç. Хĕрỹ кĕрешỹре Елчĕкри шкул команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсенче - Курнавăшри тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулсен командисем. "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" ята Ф. Деомидов (Аслă Пăла Тимешри шкул), "Чи лайăх вратарь" ята В. Мясников (Курнавăш), "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята А. Демьянов (Елчĕк) тивĕçрĕç.

Ăмăртусен призерĕсене кубоксемпе грамотăсем тата медальсем панă. Мини-футболта çĕнтернĕ команда куçса çỹрекен кубока çĕнсе илнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика