27 декабря 2013 г.
Çĕнĕ Шупашкарта триатлон тата акватлон дисциплинипе Чăваш Республикин чемпионачĕ тата ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта пурĕ 280 спортсмен хутшăннă.
Пьедестал çине Елчĕксем те хăпарнă. Хăйсен ỹсĕмĕнче Д.Кириллова, А.Игнатьев, А.Краснова - виççĕмĕш, Д.Кондратьев, А.Васильев иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех Е.Агеева, С.Петров, Е.Теллин кăтартăвĕсем те начар мар. Д.Петров участниксенчен чи çамрăкки.
"Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕрсем волейболла выляса мала тухас енĕпе ăмăртнă. Унта 5 команда тупăшнă. Çĕнтерỹçĕ ята Çирĕклĕ Шăхальсем çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Лаш Таяпасемпе Елчĕксем.
Чи лайăх вылякансем тесе Д.Ивановăна, Н.Черновăна, М.Портновăна палăртнă.
Аслă Елчĕкри И.Уркин СССР спорт мастерĕ, Чăваш Енĕн нумай хут чемпионĕ, СССР чемпионачĕн бронза призерĕ, РСФСР халăхĕсен спартакиадин кĕмĕл призерĕ, Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командин членĕ пулнă. Шел, пĕр тренировкăра ирĕклĕ майпа кĕрешекен йывăр суранланса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Ăна халалласа Аслă Елчĕкре кăçал 30-мĕш хут районăн уçă чемпионачĕ иртнĕ.
17 виçе категорийĕнче иртрĕ чемпионат. Хăйсен виçисенче И.Уркинăн ентешĕсем А.Начарова, Е.Теньков, А.Майков, И.Чернов - пĕрремĕш, А.Хушкин, Д.Тарасов, А.Тябуков - иккĕмĕш, С.Мисяков, А.Шаков, А.Мисяков виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Кубока Аслă Елчĕк шкулĕн команди çĕнсе илнĕ.
Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче кире пуканĕ йăтакансен Раççейри "Урожай" ФСО чемпионачĕ иртнĕ. Пурĕ 12 команда хутшăннă. Кунта каллех Елчĕксем палăрнă, кубока çĕнсе илнĕ.
Хăйсен виçисенче тата ỹсемĕсенче Д.Владимиров (Ĕнел), И.Юхмин (Курнавăш), А.Кожевников (Ĕнел), А.Кузнецов, А.Журавлев (Елчĕк), И.Кривов (Анатри Тимеш), Д.Курчин (Курнавăш), Н.Николаев (Ĕнел), А.Павлов (Кавал), О.Федоров (Елчĕк), А.Анисимов (Ĕнел), Анастасия Волкова (Çирĕклĕ Шăхаль), Алевтина Волкова (Курнавăш), О.Емельянова (Çĕнĕ Пăва), В.Николаева (Ĕнел) палăрнă.
Источник: "Елчĕк Ен"