МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килчĕ ырă çуркунне…

05 марта 2014 г.

Килчĕ ырă çуркунне…

Çурхи уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче район центрĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ иртенпех шăранчĕ. Хĕвел хăйĕн пайăркисене ялсем çине пит сапаламарĕ пулин те район çыннисем çуркуннене хаваслăн кĕтсе илни уççăн курăнчĕ. Ача-пăча карусельпе, кăштах аслăраххисем тĕп стадионта илемлетнĕ, шăнкăрав çакнă лашасемпе ярăнаççĕ. Кунтах шашлăк, икерчĕ пĕçереççĕ, суту-илỹ лавккисем хăйсем патне йыхăраççĕ.

11 сехет тĕлне кашни ял тăрăхĕнчен килнĕ капăр тумлă хăнасем Тĕп лапамри сцена патне çывхарчĕç. Çăварни юрри-ташши шăранчĕ кăна, ушкăнпа картана тăрса юрă юрлани, ташă ташлани кирек камăн чунне те хăпартлантарчĕ. Кунтах район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ытти тĕрлĕ шайри пуçлăхсем, спортсменсем, юрăçсем... Уявра камсем хаваслăрах пулнине, янăравлăрах юрланине, илемлĕ ташланине шута илнĕрен кашни ял халăхĕ хĕле тулли кăмăлпа ăсатса ярса ырă çуркуннене хаваслăн кĕтсе илнине çирĕплетрĕ.

Хаваслă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин уçрĕ. Вăл район халăхне çуркуннен пĕрремĕш кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, Культура çулталăкĕнче уйрăмах хамăрăн йăла-йĕркесене тытса пырса малалла аталантармаллине, юрă-ташăра кăна мар, ытти чухне те культурăллă пулмаллине палăртрĕ, Çăварнин юлашки кунĕнче каçарттару кунĕ пулнине шута илсе пуринчен те каçару ыйтрĕ, малашлăхра ăнăçу сунчĕ.

Унтан хăнасем ĕлĕкрен пыракан ырă йăлапа районти тĕп библиотека ĕçченĕсем пĕçернĕ икерчĕпе, вĕри чейпе сăйланчĕç, халăх вăййисене выляма хутшăнчĕç. "Матрỹшкене хăнала", "Ылтăн чỹлмек", "Приза шыраса туп" вăйăсене хутшăнакансем йышлăн пулчĕç. Уйрăмах Елчĕк, Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенчи хăнасем хастарлăхпа палăрчĕç.

Кашни ял тăрăхĕнчи художество пултарулăх коллективĕсем, уйрăм юрăçсем пĕрин хыççăн тепри çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.

Уяв юррисем, такмакĕсем çепĕççĕн янăранă вăхăтра спорт вăййисем те хĕрỹ иртрĕç. Кире пуканĕ йăтассипе, канат туртассипе Елчĕк ял тăрăхĕнчи арçынсене çитекенни пулмарĕç. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсем канат туртса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Алă виçессипе А.Сергеев (Тỹскел), О.Емельянова (Çĕнĕ Пăва) çĕнтерчĕç.

Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенчен килнĕ лавçăсем ачасене савăк кăмăл парнеленĕшĕн ăшă сăмахсене тивĕçрĕç. Ялсенче çулран-çул лашасен хисепĕ чакса пырать. Çавăнпах Çăварнинче ĕлĕкхи пек урам тăрăх лашасемпе катаччи чупакансем те курăнмаççĕ. Юрать уйрăм хуçалăхсемпе фермăсенче тытса тăраççĕ утсене.

Уява хутшăннă коллективсене, тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене укçан парса хавхалантарчĕç.

Уявăн тĕп паллине - сивĕ хĕле ăсатса ярса "хĕл карчăкĕ", унпа пĕрлех начар ĕçсем, усал та киревсĕр йăласем пĕтĕм халăх умĕнче çунса кайрĕç. Апла пулсан, ална пар, илĕртỹллĕ те ырă çуркунне! Умра - çурхи хĕрỹллĕ ĕçсем...

Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика